Ыран – ҫулла. Вӑл пӗлтӗрхи пекех шӑрӑх тата типӗ пуласси пирки калаҫаҫҫӗ.
Анчах синоптиксен прогноз урӑхла: ҫав тери шӑрӑх тата типӗ пулмӗ. Ҫапах ку ҫӗртме уйӑхне пырса тивмест. Ун чухне сывлӑш температури вӑтамран 17,5 градус ытларах пулӗ. Ҫумӑр 64 миллиметртан сахалрах ҫӑвӗ.
Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Унтан ӑшӑтма пуҫлӗ. Иккӗмӗш декадӑра термометр 30 градус таран кӑтартӗ. Ҫумӑр ытларах иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑсенче ҫӑвӗ. Ахӑртнех, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫӑвакан аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.