Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫулланнӑ пӗр хӗрарӑм хваттерне чутах сутса яман. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна вӑл хӗрарӑмӑн банки счечӗпе ултавҫӑсем хуҫалаҫҫӗ тесе каланӑ. Пенсионерка тӳрех ӗненмен-ха. Анчах кӗҫех ун патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса хума сӗннӗ. Кун валли хӗрарӑм ятарласа телефон туяннӑ, ун урлӑ 700 пин тенкӗ укҫана куҫарса янӑ. Ултвҫӑсем унпа та ҫырлахман-ха. Хӗрарӑма вӗсем хваттер сутма хистенӗ тата банкран кивҫен илме. Кредит учрежденийӗнче хӗрарӑма укҫа паман, анчах хваттер сутасси пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Амӑшӗ ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнине пӗлсен ӑна ывӑлӗ тӑна кӗртнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 442fz.volganet.ru сайтри сӑн 73 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче тус тупнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Хӗрарӑм полицие пырса нуши пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл халӑх тетелӗнче Джастин ятлӑ арҫынпа паллашнӑ. Хайхискер «хӗрӳ точкӑра» ӗҫлет-мӗн. Арҫын ватӑ хӗрарӑмӑн шанӑҫне кӗнӗ те темиҫе кунран ӑна укҫа куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Ывӑлне ҫуралнӑ кунпа парне тӑвасшӑн-мӗн. Реквизичӗсене те ярса панӑ. Анчах унта хӗрарӑмӑн славян ячӗ пулни, укҫана тенкӗпе куҫарса пама ыйтни те хӗрарӑма иккӗлентермен. Вӑл ӑна 31 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн тин иккӗленме тытӑннӑ, веҫех ывӑлне каласа панӑ. Анчах Джастин укҫине каялла тавӑрса паман, ҫыхӑнӑва та тухман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chr.rbc.ru сайтри сӑн Ҫак ҫамрӑка Чӑваш Енре 2 ҫул шыранӑ. Ӑна халь тин тупнӑ. Вӑл Чӗмпӗрте пулнӑ. 16 ҫулти каччӑ Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн общежитийӗнчен 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыранӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӑл? Тӗрлӗ верси пулнӑ. Вӗсенчен пӗри – преступлени витӗмне лекни. Каччӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыранӑ. Вӑрнар районне айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарнӑ. Ахӑртнех, ӑна чӗрӗ тупас шанчӑк та юлман. Канализаци ҫӑлӗсене, путвалсене, чартаксене ухтарнӑ. Кӑлӑхах. Каччӑ Чӗмпӗр хулинче тӑванӗсенчен ятарласа пытанса пурӑннӑ-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш Енре килте, унпа следовательсем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти кӳлмекре пулӑсем вилеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пулӑсем сывлӑш ҫитменнипе пӑрпа витӗнмен вырӑна пухӑнаҫҫӗ. Такамсем вара ҫакӑнпа усӑ курса вӗсене сачокпа тытаҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлмеке ятарлӑ комисси тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта пӑрпа витӗнмен пӗчӗк вырӑнсем пулнӑ. Ҫав вырӑнсене кӑвакалсемпе ҫӑхансем пухӑнаҫҫӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, шывра кислород питӗ сахал. Ҫавӑнпа пулӑсем уҫӑ вырӑн шыраҫҫӗ. Чӑннипе, кӳлмекре кашни ҫулах ҫавнашкал лару-тӑру пулать. Анчах кӑҫал пушшех те йывӑр, мӗншӗн тесен шыв шайӗ 30-40 сантиметр тарӑнӑш ҫеҫ юлнӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӑ ан вилтӗр тесен ваксем касмалла. Пулӑҫсем ку тӗлӗшпе ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑрлач уйӑхӗ ҫитрӗ те юр ҫӑвать те ҫӑвать. Юр хулӑнӑшӗ 25 сантиметра ҫитнӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр эрне юр ҫӑвӗ. Унтан вара Кӑшарни сиввисем ҫитӗҫ. Ыран кӑштах сивӗтӗ. Канмалли кунсенче юр ун пекех вӗҫтермӗ, ҫапах ҫулсене хӳсе лартма пултарӗ. Тунтикун юр ҫумӗ, анчах ытларикун каллех вӗҫтерӗ. Юнкун вара вӑйлах ҫӑвӗ. Шупашкарта 10 сантиметр хулӑнӑш ҫуса лартма пултарӗ. Атмосфера пусӑмӗ каллех пӗчӗкленӗ, ҫавна май хӑш-пӗр ҫын хӑйне япӑх туйӗ. Ытларикун 2 градус таран ӑшӑтӗ те кӗҫнерникун сивӗтӗ. Ун пек ҫанталӑк пӗр эрне тӑрӗ. Кӑрлачӑн 21-22-мӗшӗсенче ҫӗрлесерен 25-30 градус тӑрӗ. Ҫанталӑк уяр палӗ. Эппин, пире Кӑшарни хыҫҫӑн чӑн-чӑн хӗлле кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти «Акварель» микрорайонта рабочи вилнӗ. Инкек кӑнтӑрла иртни 3 сехетре пулнӑ. Бетон пусмана лифт шахтипе антарнӑ чухне вӑл персе аннӑ та 26 ҫулти монтажника лапчӑтса хунӑ. Суранланнӑ ҫамрӑк инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Инкек вырӑнне тӗпчевҫӗсем пырса ҫитнӗ, вӗсем пӑтӑрмаха куракансемпе калаҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттерӗҫ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнассишӗн кам яваплине палӑртӗҫ. «Ҫыхӑнура» форум пӗлтернӗ тӑрӑх, «Акварельте» ҫурт тунӑ чухне унччен те инкек пулнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 3 арматурщик 4-мӗш хутран ӳкнӗ. Вӗсем юр айне пулнӑ бетон ҫине персе аннӑ. Ун чухне, Турра шӗкӗр, никам та вилмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Тухтӑрсен автомобилӗ 17 сехет те 35 минутра Шупашкарти База проезчӗпе пынӑ. Кроссовер водителӗ сулахаялла, ҫуртсен картишӗ еннелле, пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра машинӑсем хирӗҫ килмелли ҫулпа васкавлӑ машина карети пынӑ. Инкеке куракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу машини сирена та ҫутнӑ, унӑн ятарлӑ маяк та ӗҫленӗ. Апла пулин те кроссовер пӑрӑнма хӑтланса сиксе тухнӑ та васкавлӑ пулӑшу автомобилӗ унпа ҫапӑннӑ. Инкекре никам та шар курман. Васкавлӑ пулӑшу машини салонти пӗчӗк ачана малтан пульницӑна ӑсатса хӑварнӑ, кайран инкек вырӑнне ҫаврӑнса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнчи 79 ҫулти арҫын пушарта вилнӗ. Мучи уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ. Вут-ҫулӑм унӑн килӗнче ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирхине алхасма тытӑннӑ. Инкекре мучин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 45 хутчен пушар тухнӑ. Инкекре 4 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 3-ӗн аманнӑ. 6 ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Вут-ҫулӑм шар кӑтартнине укҫа ҫине куҫарса шутласан ҫав сумма 460 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Светлана Гордееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Культура мероприятине Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗсем пухӑннӑ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, поэтсемпе писательсем иртсе кайнӑ ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ, пичетленнӗ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 2021 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекине кӗме тивӗҫнӗ авторсем хӑйсен хайлавӗсене вуланӑ. Александр Шпаннагель, Светлана Гордеева, Наталья Селезнева, Валентина Белова, Раиса Воробьева хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Енри профессионал писательсен союзне ертсе пынӑ Лидия Филиппова пӗлтӗрхи ӗҫ-хӗле тишкернӗ, пӗрлешӗвӗн хальхи ертӳҫи Ольга Куликова (Улькка Эльмен) кӑҫалхи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() galashovasv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пурӑнакан 65 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Ку вӑл — кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗш тӗлне. Анчах ҫак цифра тӗрӗссипе пысӑкрах та пулма пултарать. Вилӗмӗн тӗп сӑлтавне патологоанатоми пӗтӗмлетӗвӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайраҫҫӗ. Ку тӗпчев валли 30 кун кирлӗ. Ҫапла уҫӑмлатнӑ республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви. Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне илсен, пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑри 4101 пациент кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |