Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
tamlife.ru сайтри сӑн
tamlife.ru сайтри сӑн

Ку пек кӑтарту тахҫанах пулман. Юлашки талӑкра республикӑра кӑшӑлвирусран 10 ҫын вилнӗ. Ҫурлан 1-2-мӗшӗсенче талӑкра 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Кӑтарту ав ӳссех пырать.

Ку таранччен 1746 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Статистика пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ кашни 17-мӗш ҫын вилнӗ.

Паянхи кун тӗлне 29507 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 26848-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 42 ҫын чире парӑнтарнӑ, 73 ҫын инфекциленнӗ.

Паянхи кун тӗлне стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 913 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет.

 

Спорт
odisseya-nn.ru сайтри сӑн
odisseya-nn.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ҫулсерен Регионсен хушшинчи наци кухнисен «Тарватлӑ Чӑваш Ен» фестиваль иртет. Унта кафесемпе ресторансем хутшӑнаҫҫӗ, хӑнасене чӑвашсен апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма сӗнеҫҫӗ.

Фестиваль чылай ресторанпа кафене хавахалантарнӑ. Нумайӑшӗ чӑвашсен апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен хӑш-пӗр кафе-ресторанра наци апатне ҫиме май пур.

Фестивале Шупашкарти кӑна мар, хӑш-пӗр районти кафесем те хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73455
 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Чӑваш Тӑрӑмӗ ялӗнче пурӑнакан Илья Степанович Волков 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл юбилейне Илле кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, паллӑ тунӑ.

Илья Степанович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Юбилей ячӗпе ун патне РФ Президентӗнчен Владимир Путинтан саламлӑ ҫыру килнӗ. Ҫавӑн пекех ӑна парнесемпе хавхалантарнӑ.

Пӗр ӗмӗре хыҫа хӑварнӑ Илья Волков пурне те сывлӑх, 100 ҫула пурӑнса ҫитме суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73450
 

Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Хӗрарӑм таксире телефон тупнӑ та ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ. Хуҫипе ҫыхӑнсан унран 40 пин тенкӗ ыйтнӑ. Телефонӗ вара 15 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.

Арҫын таксипе кайнӑ та телефонне манса хӑварнӑ. Таксист номерне шыраса тупнӑ ҫӗре телефон урӑх ҫын аллине лекнӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ: 29 ҫулти хӗрарӑм такси чӗннӗ, водитель вара ӑна йытӑпа лартма килӗшмен. Ку тухса кайнӑ. Таксист ларкӑч ҫинче телефон выртнине курсан хӗрарӑма чӗннӗ. Лешӗ ним пулман пек тав тунӑ та ют ҫын телефонне илсе кайнӑ.

Телефон хуҫи 40 пин пама килӗшмесен вӑл ӑна пӗлӗшне тыттарнӑ. Полици 29 ҫулти хӗрарӑма шыраса тупнӑ тӗле телефон тата тепӗр ҫын аллине лекнӗ. Ҫапла ӑна тупайман та.

Хӗрарӑм тӑкака саплаштарма шантарнӑ, анчах сӑмахне тытайман. Ӑна суд кӗтет.

 

Республикӑра
bryansktoday.ru сайтри сӑн
bryansktoday.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакан арҫын ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче полици участокне ӳсӗр пырса кӗнӗ. Хайхискер пӗлӗшӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне унӑн банк карточкине йӑкӑртни пирки пӗлтернӗ.

Часах пӗлӗшне те тупнӑ. Вӑл Терешкова урамӗнче урӑх ҫынсемпе эрех ӗҫнӗ. Сумкинче эрех, апат-ҫимӗҫ пулнӑ. Вӗсене туянма ҫак арҫыннах янӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хӑйне айӑплӑ туйман, йӗрке хуралҫисенчен тарман.

Карточка хуҫи кайран хӑй те аса илнӗ. Вӑл ӑна хӑйех тыттарса янӑ иккен. Арҫын полицейскисенчен каҫару ыйтнӑ.

 

Спорт

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова Олимп вӑййисенче шӑчӑпа сикессинче ӑмӑртса финала тухнӑ.

Квалификаци ӑмӑртӑвӗ пынӑ чухне ҫумӑр чашлаттарса ҫунӑ. Ҫавӑнпа тупӑшӑва вӑхӑтлӑха чарса лартма тивнӗ. Судьясем финала 12 мар, 15 спортсмена илме йышӑннӑ. Кун валли 4,55 метр ҫеҫ сикмелле пулнӑ. Анжелика вара пӗрре сиксех ӑна ҫӗннӗ. Палӑртмалла: вӑл 2019 ҫулта 4,95 метр сиксе ылтӑн медаль илнӗ.

Финал ҫурлан 5-мӗшӗнче 13 сехет те 20 минутра пуҫланӗ.

 

Республикӑра

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫемьери хутшӑнусене психологпа сӳтсе явма май килӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Юстицин патшалӑх комитечӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче 15 сехетре ирттерӗ.

Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче телейлӗ ҫемье пултӑр тесен мӗн пӗлмелли, кашӑк-тирӗк шӑкӑртатассипе мӗнпе ҫыхӑнни, пӗрне-пӗри итлеме тата илтме пӗлмелли тата ытти ҫавӑн йышши ыйтӑва хускатӗҫ.

«Вместе навсегда – высшая цель семейной жизни» (чӑв. Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗ — пӗрле яланлӑха) проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен уҫӑ эфира Марина Назарова ҫемье психолог тухӗ. Эфира ҫак каҫӑпа https://vk.cc/c4ooNS кӗме май килӗ.

 

Сывлӑх
Владимир Степанов министр. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Владимир Степанов министр. Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре эрех ӗҫнине пула наркӑмашланнипе вилекенсен шучӗ йышланнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенче ун пеккисен йышӗ 159 ҫынпа танлашнӑ, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен ку вӑл 12 процент нумайрах.

Паян республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов (сӑнӳкерчӗкре) ЧР Правительство ҫуртӗнчи ирхи планёркӑра хӑй ертсе пыракан отрасльпе ҫыхӑннӑ доклад тунӑ.

Ҫынсем хӑйсем ҫине алӑ хуни, пӗри теприне вӗлерни, наркӑмӑшланни, шӑнса вилни чылай чухне ӳсӗр чухне пулса иртет.

Ҫынсем вилесси кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен Ҫӗмӗрле районӗнче, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсенче 15 процент ӳснӗ.

 

Республикӑра
senatinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ
senatinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре газ кӗртес ыйтупа ӗҫлекен регионти штаб туса хума йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Ӗҫлӗ хутра 2021-2025 ҫулсенче Чӑваш Енри уйрӑм ҫын ҫурчӗсене газ кӗртесси пирки пырать. Ун пек йышӑнӑва маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ. Федераци саккунӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен вӑя кӗчӗ.

Пирӗн республикӑра ҫитес вӑхӑтра 63 пин ытла ҫуртра кӑвак ҫулӑм ҫунма тытӑнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Газ пӑрӑхне ҫурт вырнаҫнӑ ҫӗр патне ҫитернӗшӗн кил хуҫисен тӑкакланма тивмӗ, киле кӗртнӗшӗн кӑна тӳлеттерӗҫ.

Заявкӑсене «Газпром газораспределение Чебоксары» обществӑн филиалӗсемпе газ участокӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче тата МФЦсенче йышӑнмалла тӑвас ыйтӑва та татса парасшӑн.

 

Республикӑра
Валерий Борисов. bichurin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валерий Борисов. bichurin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн ҫӗршывра строительсен кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн паянхи, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи, хушӑвӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ-тӑр. Ӗҫлӗ документра вӑл республикӑри строительство организацийӗсенче тӑрӑшакан ҫынсене чыслама йышӑннӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа Шупашкарти «Регионжилстрой» ятарлӑ застройщикӑн гендиректорне Валерий Борисова хавхалантарма палӑртнӑ.

«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» ята Шупашкарти 9-мӗш ЖБКри 2-мӗш формовка цехӗн формовщикне Сергей Алмакаева, 3-мӗш стройтрестӑн «Канашстрой» обществин штукатурне Любовь Гавриловӑна, маларах асӑннӑ «Регионжилстрой» предприятин плнапа производство пайӗн пуҫлӑхне Людмила Захаровӑна, Шупашкарти 44-мӗш строительство управленийӗн каменщикне Виталий Ильина, 28-мӗш строительство управленийӗн малярсен бригадирне Людмила Рыбалкинӑна, «Шупашкар керамики» обществӑн цех пуҫлӑхне Руслан Семёнова парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 946, 947, 948, 949, 950, 951, 952, 953, 954, 955, [956], 957, 958, 959, 960, 961, 962, 963, 964, 965, 966, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.