Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
mvd.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mvd.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗнче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Полицин пӗрремӗш пайӗн пуҫлӑхӗ пулма полицин подполковникне Павел Симакова ҫирӗплетнӗ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе коллектива ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарнӑ. Павел Симаков маларах ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗнче пуҫиле шырав подразделенийӗсенче тӑрӑшнӑ.

ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗнӗ ҫын. Вӑл — полици майорӗ Алексей Масеев. Масеев шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 2005 ҫултанпа ӗҫлет. 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе вӑл Улатӑрти муниципалитетсем хушшинчи пайӗн Пӑрачкав районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнине, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, унӑн хытах пиҫсе кайнӑ аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.

Пушар хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 219-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа пушар хӑрушсӑрлӑхн правилине пӑснине пула ҫын вилсен явап тыттараҫҫӗ.

Пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурта ҫутӑ пӑралукӗ япӑхнӑ иккен. Ҫавна кил хуҫи храрӑмӗ унчченех пӗлнӗ. Хальхинче кӗске замыкани пулса иртнӗ...

 

Хулара

«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илме ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксемччӗ: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова.

Хисеплӗ ята тивӗҫ ҫынна палӑртма «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртрӗ. Унта ыттисенчен самай ытларах сасӑ пухнисем икӗ кандидат иккен: Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова. Ҫапла, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсемпе фольклорист тӳре-шарана ҫитеймен.

Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хула ҫыннисем шкул директорне ырласа ҫыраҫҫӗ, тӳре-шара ҫӗнтернинчен тӗлӗннине палӑртаҫҫӗ.

Хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хисеплӗ ҫын ятне кама парассине хулари Депутатсен пухӑвӗнче татса парӗҫ. Тепӗр тесен, ҫакӑ та паллӑ.

Малалла...

 

Хулара
 abnews.ru сайтри сӑн
abnews.ru сайтри сӑн

Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ.

Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73329
 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшов гимнаст Шупашкара таврӑннӑ. Уншӑн ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Токиора медаль илеймен.

Шупашкара вӑл ӗнер таврӑннӑ. Аэропортра ӑна тӑванӗсем, тусӗсем, журналистсем кӗтсе илнӗ.

Спортсмен палӑртнӑ тӑрӑх, финала лекме кӑшт ҫеҫ ӑсталӑх ҫитеймен. Ку кулянмалли сӑлтав мар, пачах тепӗр мар, ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеме хистет. Владислав кӗҫех Данире иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленме тытӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73338
 

Республикӑра

Кӗтӳ пӑхакан арҫын ача рельссем ҫине чулсем хунӑ. Ку уншӑн кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна пула «Шупашкар – Канаш» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑс машинисчӗн тӑрук чарӑнма тивнӗ.

Машинист ҫывӑхра ачасем кӗтӳ пӑхни пирки полицие пӗлтернӗ. Темиҫе сехетрен чулсене 12 ҫулти ача хунине палӑртнӑ. Вӑл ҫывӑхри ялта пурӑнать.

Арҫын ача айӑпне йышӑннӑ. Ҫав кун вӑл кӗтӳ пӑхнӑ. Ачапа профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ. Унӑн ашшӗне 100-500 тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

 

Персона
Пётр Клементьев
Пётр Клементьев

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, чӑваш сценин ӑсти пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ ҫын – Чӑваш пукане театрӗн артисчӗ Пётр Клементьев. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.

Пётр Клементьев – Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ. Ун пирки тӑван театрӗнче пукане театрӗн артисчӗ пулмах ҫуралнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ тапса тӑнине ӗҫтешӗсем курнӑ ҫеҫ мар, театр критикӗсем витӗр туйнӑ. Чи пахи – куракансем: пӗчӗккисемпе пӗрлех аслисем те – юратни.

Чӑваш пукане театрӗнче Пётр Клементьев 1973 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан – пулӑшакан артистсен йышӗнче. Кайран пуканесене хӑй чӗрӗлӗх кӗртме пуҫӑннӑ. Театрта Клементьев пек артист ҫукки пысӑк ҫухату тесе палӑртаҫҫӗ.

Артистпа ыран, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫӑнса 12 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.

 

Раҫҫейре

Чӑвашран тухнӑ ҫар ҫыннин ывӑлӗ, Саранскра пурӑнакан Андрей Сапожников, хӑйӗн гаражӗнче «МиГ-23» истребителе юсаса ҫӗнетнӗ. Кун пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.

«Андрей Сапожников Абхазире ӳснӗ. Унӑн ашшӗне, Геннадий Сапожникова, Чӑваш Енрен ҫав тӑрӑха ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама янӑ. Вӑл «Ми-8» вертолетпа вӗҫнӗ. Ашшӗне Ростов облаҫне куҫарсан ҫемье унта пурӑнма тытӑннӑ. Каярах Андрей мордва хӗрӗпе мӑшӑрланнӑ та Саранска куҫнӑ», — пӗлтернӗ хыпарта.

Каччӑ кабинӑна пӗлтӗр туяннӑ. «Ӑна хӑй тӗллӗнех гаража илсе ҫитернӗ те ӗҫе пуҫӑннӑ. Мӗн кирлине пӗтӗмпех туяннӑ. Халӗ пур пускӑч та ӗҫлет», — хыпарланӑ сайтра.

«МиГ-23» истребитель ҫине Андрей ачасем валли экскурси йӗркелеме ӗмӗтленет.

 

Политика
Виктор Горбунов. МЦК–ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ
Виктор Горбунов. МЦК–ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ

71 ҫулти Алексей Судленков Регионсем хушшинчи компетенци центрне — Шупашкарти электромеханика колледжне ертсе пыма пӑрахассине эпир ҫу уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗн директорӗ пулма 59 ҫулти Виктор Горбунова шаннӑ.

Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе коллектива паян паллаштарнӑ. Ӗҫе Горбунов ыран, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӳлӗнӗ.

1962 ҫулта Пӑрачкав районӗнчи Любимовка ялӗнче ҫуралнӑ Виктор Александрович вӗренӳ сферинче нихӑҫан та ӗҫлемен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫейӗн патшалӑхӑн ҫул-йӗр ҫыхӑнӑвӗн уҫӑ техника университетӗнче, Мускаври гуманитарипе экономика институтӗнче вӗреннӗ.

Ҫак тарана ҫитиччен Горбунов транспортпа ҫыхӑннӑ предприятисенче ӗҫлесе пурӑннӑ. 1993 ҫултанпа «Пӗрлештернӗ чукун ҫул хуҫалӑхӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ пулнӑ. Асӑннӑ предприятин устав капиталӗ — 12,5 миллион тенкӗ, обществӑн пӗртен-пӗр учредителӗ — Горбунов хӑй.

Виктор Горбунов — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ, Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне юлашки виҫӗ созывра кашнинчех суйланнӑ, юлашки икӗ созывӗнче асӑннӑ пухӑвӑн председателӗн ҫумӗ шутланнӑ.

Малалла...

 

Хулара

Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури.

Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов.

 

Страницӑсем: 1 ... 952, 953, 954, 955, 956, 957, 958, 959, 960, 961, [962], 963, 964, 965, 966, 967, 968, 969, 970, 971, 972, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.