Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.
Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.
Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.
Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.
Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе
«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.