Спорт
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашсем спорт туризмӗ енӗпе тӗнчере палӑрнӑ. Минск хулинче Спорт туризмӗн тӗнчери чемпионачӗн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрӗ иртнӗ. Чӑвашсем унта хутшӑнса кӗмӗл тата бронза медальсене тивӗҫнӗ. Тӳресем спортсменсен маршрутне хакланӑ май кӑткӑслӑха, хӑрушсӑрлӑха, ҫӗнӗлӗхе тата ытти нумай ене шута илнӗ. Кӗмӗл медале чӑваш спорстменӗсем кӑткӑслӑх енчен пиллӗкмӗш категорие кӗрекен ту маршручӗпе ҫӗнсе илнӗ. Ҫав ҫул Тӗп Кавказ тӑвӗсенчен пуҫласа Караугом, Дигори тата Суган районӗсем патӗнчен иртнӗ. Кӑткӑслӑх енчен улттӑмӗш категорие кӗрекен маршрутшӑн пирӗннисене бронза медаль панӑ. Асӑннӑ маршрут Кӑркӑстанри Тянь-Шань тӑвӗнчен пуҫӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() k-kompas.ru сайтри сӑн Пушӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса хӑй ултавҫӑсен серепине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне темле арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫин ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Такам хӗрарӑм ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Ҫакна пӑрахӑҫламалла имӗш. Хӗрарӑма укҫана банка кайса илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна кредит илме ыйтнӑ. Ҫапла хайхискер палламан ҫынна 3,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 219 пин тенки унӑн хӑйӗн пухни пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fishki.net сайтри сӑн Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын «Спортлотора» выляса 4 миллион тенкӗ илнӗ. Вӑл – 69297-мӗш участник. Пирӗн ентеш 4 миллион тенкӗ те 188 тенкӗ выляса илнӗ. Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: вӑл укҫана илме документсене тӑратман. Ҫак ҫын мобильлӗ сарӑмра 60 тенкӗпе билет туяннӑ иккен. Лотерея йӗркипе килӗшӳллӗн, билетри иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш ретсенчи пӗтӗм хисепсене пӗлмелле. Чӑваш Ен ҫынни вара пурне те тӗрӗс палӑртса миллионер пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре кӑҫал ҫырла фестивальне пӗрремӗш хут йӗркелесси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ӑна утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Хальлӗхе фестиваль ятне суйламан. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви 10 ят шутласа тупнӑ. Вӗсенчен пӗрне суйламалла. Сасӑлав «Уҫӑ хула», «Халӑх тӗрӗслевӗ», «Госуслуги» порталсенче пушӑн 31-мӗшӗччен иртет. Министерство ҫак ятсене сӗнет: Фестиваль «Ягода», Ягодная Чувашия, Ягодный фестиваль Чувашии, Ягодный день, Ягодный бум, Ярмарка ягод, ЯгодаFest, Ягодный микс, Фестиваль ягод «Поляна», Сказочные ягоды Чувашии. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чӑваш Енре, Чулхула облаҫӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫула тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Халӗ ӗҫсен улттӑмӗш тапхӑрне пурнӑҫлаҫҫӗ. «Автодор» ГК правленийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫул-йӗр тата строительство объекчӗсене тума хушма ресурсем уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 федераци трассин пур участокне те 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() m.region29.ru сайтри сӑн Республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗркуннеччен ҫине тӑрсах кӗрешесшӗн. Пӗлтӗр вӑл 839,2 гектар ҫинче сарӑлнине палӑртнӑ. Кӑҫал вара лаптӑк 12 процент нумайланӗ - 938 гектарпа танлашӗ. Наркӑмӑшлӑ пултӑран ытларах Етӗрне, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче вӑл сахалрах сарӑлнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче вара ҫак курӑк ҫуккине пӗлтереҫҫӗ. Наркӑмӑшлӑ пултӑранпа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Ку тӗллевпе 20,9 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Улатӑр тӑрӑхӗнче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррине унччен хыпарланӑччӗ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта ҫӑлавҫӑсене, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсене янӑ. Пӗтӗмпе - 68 ҫын. Иртнӗ талӑкра Сӑр юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнине палӑртнӑ. Унчченхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах. Норма 633 сантиметр пулмалла тӑк халӗ 560 сантиметр. Ейӳ сарӑлас тӑк ҫынсене эвакуацилеме Алтышево тата Чуварлей шкулӗсенче вӑхӑтлӑх пункт хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Наталья Ахмеда «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Наталья Ахмед 1982 ҫулта Иркутск облаҫӗнчи Плишкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. 2003 ҫулта ӑна, студент чухнех, Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан хӗр «Драма театрӗпе киновӗн актёрӗ» специальноҫа алла илнине ҫирӗплетекен дипломлӑ пулса тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл режиссёр ассистенчӗ пулса та ӗҫленӗ, интерактивлӑ спектакльсен режиссёрӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Новостная барахолка» страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта Хальхи вӑхӑтри ӳнер музейӗнче пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗрти ӑстан куравӗ уҫӑлӗ. «Маленький мир» (чӑв. Пӗчӗк тӗнче) ят панӑ ярӑм пукане миниатюрисенчен тӑрать. Ӑна Ҫӗнҫӗпӗрте пурӑнакан Ирина Верхградская ӑсталать. Хӗрарӑмӑн коллекцийӗнче 1600 ытла ӗҫ. Ҫак енӗпе ӑста виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать. Унӑн хальтерех хатӗрленӗ коллекцийӗ — «Дорогие мои старики» (чӑв. Хаклӑ манӑн ватӑсем). Ку темӑпа хатӗрленӗ сюжетсенче ватӑ ҫынсен пурнӑҫне кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш Енри тата темиҫе ҫынна нумаях пулмасть «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Ҫав йышра — халӑх ӳнер промыслисен ӑсти, Чӑваш Енри ремесленниксен гильдийӗн пайташӗ Любовь Вазюкова; Чӑваш Республикин Ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Наталия Мисина; республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министӗн ҫумӗ Надежда Павлова. Надежда Ивановна патшалӑх службинче чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |