Республикӑра
"Регнум" сайтри сӑн Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх - Шупашкарта. Уявӑн тепӗр лапамӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инфраструктурӑна аталантарма 10 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Республика кунӗ Куславкка районӗнче иртнӗ. Вӑл та ҫакӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ уяв мероприятийӗсен планне хатӗрлесе ҫирӗплетӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянпа ыран Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикл премьери пулӗ. Мускаври Игорь Зубков композитор тата Александр Вулых поэт классикӑна пачах та урӑхла, ҫӗнӗллӗ, кураҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аслисемшӗн те, шкул ачисемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Мюзикла хатӗрлессипе аякран чӗнсе илнӗ ӑстасем тимленӗ. Юрӑ-кӗвӗшӗн явапли — ҫӗршыври паллӑ продюсерӑн Тимур Ведерниковӑн вокал проекчӗсене хутшӑннӑ юрӑҫ тата педагог Елена Максимова, актер ӑсталӑхӗшӗн – театрпа кино ҫӑлтӑрӗ Янина Мелехова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pro-ugolovnoe.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын суя укҫапа усӑ курнӑшӑн судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче ҫак арҫын телеграмра 2 пин тенкӗлӗх икӗ суя укҫа туянасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Сутакан ҫын ӑна вӑрттӑн вырӑна хурса хӑварнӑ. Ку кайса илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын лавккана кайса электрон пирус туяннӑ. Сутуҫӑ ӑна сдача панӑ. Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Азербайджанри тӗлпулусем. minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туса илекен продукцие Азербайджана ӑсатӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри предприятисем бизнес тӗллевпе Азербайджанра пулнӑ. Виҫӗ кунта стройиндустрин тӗрлӗ компанийӗнче чылай тӗлпулу ирттернӗ. Сӑмахран, азербайджансене «Берсеркер» компани алӑкӗсем килӗшнӗ. Пахалӑх тӗлӗшӗнчен те, хакӗпе те. Ҫавӑнпа та Чӑваш Енри заводӑн хӑйӗн продукцине курттӑммӑн тата ваккӑн сутакан лавккасемпе дистрибьюторсем урлӑ та, строительство компанийӗсене те сутас шанчӑк пур. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Спектр» ӑслӑлӑхпа прозводство предприятийӗ туса кӑларакан сӑрӑ та Азербайджанри строительсене килӗшнӗ. «Гервент Рус» компани ҫӗнӗ йышши вентиляци оборудованийӗ туса кӑларать. Вӗсене те азербайджансем ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, республикӑри спорт лапамӗсене, тренажер тата фитнес залсене, катоксене, бассейнсене тӳлевсӗрех кайма май пулӗ. ЧР Спорт министерствин сайтӗнче сывлӑх кунӗнче мӗнле мероприятисем пулнипе, спорт организацийӗсенче тӳлевсӗр мӗнле пулӑшусемпе усӑ курма май пуррипе паллашма пулать. Сӑмах май, сывлӑх кунӗсене Чӑваш Енре 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 4 пине яхӑн спорт сооруженийӗ ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗмӗрле районӗнче хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Ӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 14 сехет те 45 минутра ҫӑлав службине хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл телевышка патӗнче аташса кайнине каланӑ. Хӗрарӑма часах тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
/chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын савнин упӑшкине вӗлернӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Аксарин ялӗнче пурӑнакан 23 ҫулти ҫамрӑка РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. 2021 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӳсӗрскер хӑйӗнпе арлӑ ҫыхӑнура пурӑннӑ хӗрарӑм патне пырса кӗнӗ. Анчах савнин килӗнче упӑшки пулнӑ. Кӗвӗҫнипе ҫамрӑк арҫын арҫынпа хирӗҫме тытӑнса кайнӑ. Ӑна вӑл пуҫӗнчен чышкӑпа 13 хутран кая мар ҫапнӑ. Суранланнӑ арҫын кӑштахран пульницӑра вилсе кайнӑ. Ҫынна вӗлернӗ арҫынна суд 8 ҫул та 30 кунлӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
somanyhorses.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта суя правапа ҫула тухнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хулари Ашмарин урамӗнчи 85-мӗш ҫурт тӗлӗнче «Ford Focus» автомобиле чарнӑ. 33 ҫулти арҫыннӑн водитель удостоворенийӗ суя пулнӑ. Вӑл тунса тӑман — тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗпе права туяннине йышӑннӑ. Хӑйӗн вара водитель прави нихӑҫан та пулман-мӗн. Суя правапа ҫӳренӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейре Географи диктанчӗ иртӗ. Чӑваш Енре кӑҫал та ӑна Шупашкарти Наци музейӗнче ҫырӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Географи диктантне тӑватӑ вариантран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен кашнинех 40 ыйту кӗрӗ, вӗсене икӗ пая пайлама пулать. Никӗс шайӗ шутланакан пай 10 ыйтуран тӑрӗ. Ута пурте пӗлекен географи факчӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗш пайӗнчи 30 ыйтӑва хуравлама пуҫа кӑштах ватма, ӗҫлеттерме тивӗ. Диктант ҫырасси музейра юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Географи пӗлӗвне dictant.rgo.ru сайтра та тӗрӗслеме пулать. Онлайн-тест юпа уйӑхӗн 30-мӗшенче 14 сехетре пуҫланӗ те чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Олег Николаев. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Паянах унӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ. Ҫав штаб регионти тата муниципалитетри влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен территорири органӗсен ӗҫне йӗркелесе пырӗ. Штабӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Гражданла хӳтӗлевпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗ яваплӑ. Халӑха инкеклӗ тата техногенлӑ лару-тӑруран сыхлассипе пирӗн тӑрӑхра никӗс шайӗнче хатӗр пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |