Ял хуҫалӑхӗ
![]() Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ Шупашкарта пахалӑхсӑр пахча ҫимӗҫ вӑррине сутнине тупса палӑртнӑ. Хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче «РБК» редис тата ир пулакан сортсен хутӑшне, «Детская сладкая» кишӗр, «Кудрявая» петрушка сутнӑ. Вӗсене вара селекци ҫитӗнӗвӗсен патшалӑх реестрне кӗртмен. Эппин, вӗсен пахалӑхӗ ҫирӗпленмен. Юридици сӑпатне асӑрхаттарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал ведомство заявленисем пулнӑран 10 пин ытла хутаҫ вӑрра пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Хӑшӗ-пӗри питех те чӑваш халӑхне катӑк тесе кӑтартма тӑрӑшать. Ун пеккине сахал мар курнӑ. Хамӑр чӑвашсем те «ахах»-па «мерчен» шырама ютталла ытларах тӗмсӗлеҫҫӗ. Ытти халӑхсенчен вӗреннинче ним япӑххи те ҫук, кӑна ырламалла кӑна. Анчах та ҫав хушӑрах хамӑра ыттисенчен катӑкран теме хӑтланни ман шутпа киревсӗр япала. Сӑмахӑм ман паян «Илемлӗ, илемлӗ…» чӑваш халӑх юрри пирки пулӗ. Нумайӑшӗ, вӑл илемлӗ юрӑ тесен, хирӗҫ пулмӗҫ ӗнтӗ. Ку чӑнах та ҫапла. Пӗр енчен ансат юрӑ. Анчах ҫав хушӑрах питӗ илемлӗ вӑл. Августа Уляндина шӑрантарниех епле ҫепӗҫ янӑрать: Чи малтан юрӑ текстне илсе парар:
|
Политика
![]() pnz.pnzreg.ru сайтри сӑн Правительство ҫурчӗ телефон хумалли тимӗр шкапсем туянмашкӑн аукцион ирттернӗ. Кашни шкапӑн стенаран ҫакмалли хатӗр пулмалла. Телефон хумалли кашни ячейкӑн вара уйрӑм уҫӑ пулмалла. Аукционра "Альянс Торг Плюс" организаци ҫӗнтернӗ. Унта хутшӑнаканни те вӑл кӑна пулнӑ. Организаци шкапсене 163 пин те 850 тенкӗпе тивӗҫтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫарӗҫ комиссариачӗсен умне видеокамерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, камерӑсем асӑннӑ комиссариатсем умне пымалли ҫула тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ӳкерсе илеҫҫӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитетсенче 15 видеокамера вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗн ӳкерсе илни тӳрех полицин уйрӑмӗсене кайса тӑрать. Пӗтӗмпе пирӗн республикӑра 4 пин ытла видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пуринчен ытла, пурӗ 2944 камера, — Шупашкарта. Ҫул ҫинче стационарлӑ 248 комплекс ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Узбекистанри ача пахчисемпе больницӑсене Чӑваш Енри хӗвел батарейисем ӑшӑтӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Хӗвел» предприятин 400 кВТ хӑватлӑ гетероструктурӑллӑ моделӗсене Бухара облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенче вырнаҫтарнӑ. 5 кВтран пуҫласа 15кВт таранччен хӑватлӑ хӗвел батарейисем 18 ача пахчипе 24 поликлиникӑна ӑшӑтса тӑрӗҫ. Узбекистанра сывлӑх сыхлав тата вӗрентӳ сферисенчи хысна учрежденийӗсене ҫавӑн пек электростанцисемпе тивӗҫтерес программа пурнӑҫа кӗрет иккен. 2023 ҫултан унти социаллӑ объектсене (кунта сӑмах супермаркетсем, магазинсем, пасарсем, суту-илӳ склачӗсем, бензин тата газ автозаправкисем, аэропортсем, чукун ҫул тата автовокзалсем, уйрӑм ҫынсем тытса тӑракан вӗренӳ тата сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем, банксем пирки пырать) ҫавӑн пек батарейӑсем вырнаҫтарма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ. Ҫав енӗпе Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче ӗҫлекен стоматологсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем мобилизациленӗ 1000 ытла салтак шӑлне юсанӑ. Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ. Мобилизациленисен унти вӗренӳ центрне ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ. Чӑваш Енри стоматологсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи салтаксене 938 пломба лартнӑ, кариеслӑ пине яхӑн шӑла юсанӑ, шӑл та кӑларма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Федераци Канашӗнчи кунӗсем иртӗҫ. Вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Ҫавӑн йышши мероприяти унччен вунӑ ҫул каялла пулса иртнӗ. 2022 ҫулта вара Федераци Канашӗнче Валентина Матвиенко хутшӑннипе «Женщина в тылу. Подвиг. Любовь. Победа» (чӑв. Тылри хӗрарӑм. Паттӑрлӑх. Юрату. Ҫӗнтерӳ) пысӑк курав йӗркеленӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавма хутшӑннисене хисеп туса ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пыл туяннӑ. Тавара хваттерех пырса панӑ. Хайхи сутуҫӑ кайсан кил хуҫи 700 пин тенки ҫухалнине асӑрханӑ. Кайран аса илех кайнӑ: сутуҫӑ банкӑна пушатма ыйтсан кил хуҫи ҫав ӗҫпе кӑштӑртатнӑ. Ҫав вӑхӑтра сутуҫӑ хваттерти 700 пин тенке йӑкӑртнӑ. Ставрополь крайӗн арҫыннине часах ярса тытнӑ. Полицейскисем ку тӗллевпе ятарласа командировкӑна кайнӑ. 41 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗпе Вӑрнар муниципалитет округӗн администрацийӗ пӗрле пулса ирттернӗ «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра!» фестиваль-конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта чӑваш халӑх музыка инструменчӗсемпе калама пӗлекенсем хутшӑннӑ. Конкурса чӑваш музыка инструменчӗсем хатӗрлекен ӑста пулнӑ Владимир Михайлова асра тытса йӗркеленӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхи тӑххӑрмӗш хутчен иртет. Унта хутшӑнакансен йышӗ нумайлансах пырать. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӑҫал та темиҫе номинаципе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри кулинарсем Тунисра кулинари искусствипе иртнӗ чемпионатран виҫӗ ылтӑн тата пӗр пӑхӑр медаль илсе килнӗ. Унта 30 ытла ҫӗршыври командӑсем тупӑшнӑ. Пирӗн командӑна Чӑваш Енри кулинарсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Уездный ертсе пынӑ. Юрий Сиволоб, Анна Яровая тата Алевтина Покровская ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ. Анна Яровая чӑваш йӑли-йӗркине сарнӑшӑн та пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Николай Уездный пӗтӗм тӗнче шайӗнчи судьян орденне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |