Культура
![]() chfila.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри «BELCANTO» классик-ушкӑнӗ «Звезда» телеканалӗн «Новая звезда» конкурсне хутшӑнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑрач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Конкурса Раҫҫейӗн Хӳтлӗх тата Культура министерствисем ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кашни регионтан пӗрер ушкӑн е юрӑҫ хутшӑнӗ. Ҫӗнӗ сезонти ҫӗнтерӳҫе паллӑ музыкантсем палӑртӗҫ. «BELCANTO» классик-ушкӑн йышӗнче: Маргарита Финогентова, Динара Юнисова, Татьяна Васильева, Иван Снигирев, Сергей Кузнецов, Юрий Катков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Россия 1" телеканалпа пыракан "Привет, Андрей!" телекӑларӑма Чӑваш Ен ҫынни хутшӑннӑ. Паян экран ҫинче Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Шоркинӑна курма май пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Мускаври "Москонцертра" ӗҫлет. Ирина Шоркина эфирта ашшӗн юратнӑ юррине, чӑвашлине, юрланӑ. Станислав Садальский вӑл хитре юрланине палӑртса "Чӑваш Ен кеверӗ" тенӗ. Юрӑҫ Етӗрне районӗнчи хурамалсене, ентешӗсене, пысӑк салам каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() vk.com сайтри сӑн Мускавра Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ. Ӑна виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш Енри ҫынсем лартаҫҫӗ. Ку ӗҫе хутшӑнакансем - Етӗрне районӗн арҫыннисем: Иван Жержен, Алексей Баклаков, Сергей Мурзин, Алексей Мурзин, Павел Пугачев, Сергей, Владимир тата Станислав Мокеевсем. Тепри Шупашкартан: Павел Павлов. Кӑҫал каснӑ чӑрӑш 95 ҫулта. Вӑл 27 метр ҫӳллӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче пульницӑсем мӗнле ӗҫлени паллӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен канмалли кунсем пулӗҫ. Амбулатори тата стационар условийӗсенче графикпа килӗшӳллӗ медпулӑшу парӗҫ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче, кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче тата 7-мӗшӗнче 8-13 сехетсенче тухтӑртан пулӑшу илме май пулӗ. Вакцинаци пӳлӗмӗ те ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ. Кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче тата 8-мӗшӗнче 8-20 сехетсенче васкавлӑ медпулӑшу илме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() akinshin-roman сайтри сӑн Паян республикӑра каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Каллех ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 6 районта пӑрлӑ ҫумӑра пула ҫутӑ сӳннӗ: Пӑрачкав, Красноармейски, Вӑрнар, Вӑрмар,Ҫӗрпӳ тата Йӗпреҫ районӗсенче. Пӗтӗмпе 225 ялта пурӑнакан 2 пин ытла ҫын (2729 кил) электричествӑсӑр юлнӑ. Авариллӗ бригадӑсем вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян 14 сехетре Кӳкеҫре общежитире пушар пулнӑ. Ҫулӑма сӳнтерсен пӗр ҫын виллине тупнӑ. Первомайски урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пулнӑ ку. Общежитири пӗр пӳлӗмре пушар тухнӑ. 20 ҫын хӑйсем тӗллӗн урама тухнӑ. Тепӗр 9 ҫынна ҫӑлавҫӑсем тухма пулӑшнӑ. Ҫулӑма 17 минутран сӳнтернӗ. Пушар тухнӑ пӳлӗмре ҫын виллине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/varkashklub сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Александр Пӑрттан пӗлтӗр пичетленсе тухнӑ «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине тишкерӗҫ. Александр Степанов (Пӑртта) — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ. Вӑл — драма хайлавӗсен авторӗ те. Унӑн ӗҫӗсемпе чӑваш театрӗсем спектакльсем лартаҫҫӗ. Александр Степанов 1963 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ. Сӑмах май, унӑн ашшӗ сӑвӑсемпе юптарусем хайланӑ, вӗсене район хаҫатӗнче «Пӑртта Иванӗ» хушма ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑй Пӑртта йӑхӗнчен пулнине пӗлсен Александр Степанов та ҫав псевдонимпа усӑ курма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнче роботлӑ ферма уҫӑлнӑ. Вӑл — «Новый путь» хуҫалӑхра. 200 пуҫ ӗне тытмалли фермӑна пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Проект 60 миллион тенке кайса ларнӑ, ҫав шутран ҫурри оборудовани туянма тухса кайнӑ. Хуҫалӑх федераци тата республика хыснинчен 18,2 млн тенкӗ илнӗ. Ҫӗнӗ фермӑра йӑлтах автомат. Ӑслӑ аппарат шӑварать те, тислӗк те кӑларать. Сӗт сумалли тытӑм та ӑслӑскер. Сунӑ чухнех сӗт пахалӑхне тӗрӗслесе тӑрать, япӑх пулсан оператора систерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче Зоя Нестерован «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Издательствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр литература хайлавӗ ҫулсем иртсен те кивелмест, вулакана кӑсӑклантарма пӑрахмасть». Асӑннӑ кӑларӑм пӗрремӗш хут 1987 ҫулта кун ҫути курнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен кун ҫути кӑтартнӑ. Зоя Нестерова 1925 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енри шкулсенче тата Магадан облаҫӗнче учительте ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» (1987), «Ылтӑн пӗрчисем» (1991), «Тӑватӑ асамҫӑ» (2005), «Кил хуралҫи» (2006). Зоя Нестерова 2013 ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Вӗренӱ институчӗ «Ҫӗнӗ ҫул саламӗ» акци ирттерет. Вӑл ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен пырӗ. Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать. Ҫӗнӗ ҫул, Сурхури, хӗл ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илсе е открытка хатӗрлесе #ҫӗнӗҫулсаламӗ хештегпа «Контактра» е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |