Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнче Горький чукун ҫулӗ хушма пуйӑссем ҫӳреттерессине пӗлтернӗ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫав вӑхӑтра хушма 16 пуйӑс пулӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫӳретӗҫ. Билетсене кассӑсенче те, Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен сайчӗпе ятарлӑ приложенийӗнче те туянма пулать. Расписани пирки пӗлес тесен 8-800-775-00-00 тӳлевсӗр телефон номерӗпе шӑнкӑравлама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Ертӳҫӗсен команди-2022» республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Чӑваш Енри экспорт енӗпе ӗҫлекен пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене пулӑшакан центр» организацин директорӗн заместителӗ Владимир Терентьев, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп врачӗн заместителӗ Милана Быстрова, «Релематика» обществӑн реклама менеджерӗ Евгения Иванова, Улатӑр районӗнчи Ахматово шкулӗн директорӗ Татьяна Емельянова, Шупашкарти 45-мӗш вӑтам шкул директорӗ Татьяна Юдина тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Надежда Сильвестрован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш тӗррин музейӗн заведующине Надежда Сильвестровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Надежда Сильвестровӑна эпир чӑваш сӑвӑҫи евӗр те пӗлетпӗр. Вӑл 1971 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1993-1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче корреспондентра, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн Чӑваш тӗррин музейӗнче тӑрӑшать. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята паян Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) преподавательне Галина Смирнова та тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раштав уйӑхӗнче юр самай ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш декада Шупашкар историнче чи юрли пулма пултарӗ. Канмалли кунсенче каллех юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ талӑкра 30 мм ытла юр ӳкме пултарӗ. Шӑматкун ирхине ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне кӑна пуҫланӗ. Ҫӗрле каллех пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Вырсарникун чылай районта ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче кӑна юр ӳкӗ. Кун пек ҫанталӑка пула каллех йывӑҫсем, электропралуксем пӑрланса ларма пултараҫҫӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ те тунтикун сивӗтме пуҫлӗ.Тунтикун ҫӗрле 25 градус таранах сивӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 9111.ru сайтри сӑн Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмне 2,5 миллион тенкӗсӗр хӑварнӑ. Вӗсем ӑна патшалӑхран компенсаци паратпӑр тесе улталанӑ. Ултавҫӑсене вӑл кӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пулӑшаять – ҫапла суйнӑ 38 ҫулти хӗрарӑма. Вӗсем хӑйсемпе Тӗп банк тата ФСБ ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма укҫи-тенкине сыхласа хӑварма сӗннӗ – нухрата «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе займ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() AquaDom. «Коммерсантъ» телеграмӗнчи сӑн Берлинти Dom Aquaree отельти тӗнчери чи пысӑк AquaDom цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 1 млн литр пулнӑ, унта 1,5 пин пулӑ пурӑннӑ. Der Spiegel пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула икӗ ҫын шар курнӑ. Вӗсене госпитализациленӗ. Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ. Халӗ пӑтӑрмах вырӑнӗнче ҫӑлав службисем ӗҫлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле вӗсен йышӗ 100 ҫынна яхӑн. AquaDom-а 2003 ҫулта уҫнӑ, проект хакӗ — €12,8 млн. Аквариум ҫӳллӗшӗ 16 метр, диаметрӗ — 11,5 метр. Ун ӑшӗнче 100 яхӑн тӗс пулӑ ишсе ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Республикӑра
Туризм Хальлӗхе йывӑҫ ҫуртра та — ҫӑтмах! Туризма аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн, ҫывӑх ҫулсенче Баскак паҫҫулккинче виҫӗ хутлӑ эко-гостиница тума палӑртнӑ. Ҫук, ку пӗрре те шӳтлесе калани мар: пирӗн тӑрӑх туристсем валли ҫав тери илемлӗ пулнине Мускав та ӑнланса илнӗ. «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ малашне Раҫҫейри чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри пулмалла. Проектпа смета документацине хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Строительствӑри мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр — асаттесем тытман упа тирне сӳме хушманнине асра тытар. Ҫакна ҫеҫ калар: хӑна ҫурчӗн комплексӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 50 миллион тенкӗрен кая лармӗ. «Мускавшӑн ҫак укҫа нумай-и вӑл?» — тейӗҫ хӑшӗсем. Бюджет укҫи питӗ шутлӑ пулнине, ҫиччӗ виҫсе пӗрре касма тивнине манар мар. Туризма аталантарас тесен, районта тирпей-илем енӗпе ҫав тери нумай ӗҫлемелле. Шӑтӑк-путӑк ҫулсемпе, ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ ҫырмасемпе, хыт-хура ҫеҫ ашкӑрса ӳсекен пушӑ ҫуртсен пахчисемпе эпир туристсене илӗртме пултарӑпӑр-ши? Тирпей тума чӑн малтан район центрӗнчен пуҫламалла. |
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 196,8 миллион ҫӑмарта туса илнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку 33,3% нумайрах. Ҫӑмарта нумайрах туса илме пуҫлани чӑх-чӗп хапрӑкӗсем ҫӗнелнипе ҫыхӑннӑ. Ҫапла пӗлтерет регионти Ял хуҫалӑх министерстви. Сергей Артамонов министр палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки икӗ ҫулта чи пысӑк проектсенчен пӗрне "Муркаш" чӑх-чӗп хапрӑкӗ пурнӑҫланӑ. Республикӑра туса илнӗ ҫӑмартан 86,6 проценчӗ - ҫак предприятин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пӗр-пӗр вокзал патне утса пынӑ чухне машинӑпа республикӑн тӗрлӗ кӗтесне (уйрӑмах Канаш, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсене) илсе каяс кӑмӑллисем яланах йышлӑ. Вӗсем — ятарласа регистрациленмен, вӑрттӑн ӗҫлекен усламҫӑсем. Ҫавсене тупса палӑртас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви патшалӑхӑн ҫул-йӗр автоинспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 7 тӗрӗслев ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра 6 водителе административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Пассажирсене вӑрттӑн турттаракансем ҫинчен ӗнер республикӑн Правительствинче иртнӗ ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ, тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнасси пирки сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер кӑна республикӑра электролинисене юсаса пӗтерни пирки хыпарларӑмӑр. Ӗнер каҫхинех ялсенче каллех ҫутӑ сӳнме пуҫланӑ иккен. Канаш, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пурӑнакансем килте электричество ҫукки пирки пӗлтерме тытӑннӑ. Ҫак тӑрӑхсенче авари бригадисем ӗҫлеҫҫӗ. Электролинисене ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртме шантарнӑ. Аса илтерер: республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн электролинисем йывӑҫсем ӳкнипе татӑлма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |