Персона
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн центрӗнче Александр Дымников сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ уҫӑлӗ. Александр Дымников 1961 ҫулта Ленинградра (халӗ — Питӗр) ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх университетӗнчи физика факультетӗнче вӗреннӗ. Паян вӑл — физик, куҫман пурлӑх специалисчӗ, фотограф, ҫулҫӳревҫӗ, Раҫҫейри фотохудожниксен союзӗн Питӗрти филиалӗн председателӗ. 1980 ҫултанпа физик ту туризмӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ, ту туризмӗн ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑннӑ. Ҫулҫӳреве вӑл велосипедпа та, йӗлтӗрпе те тухса кайнӑ, байдаркӑпа тинӗс тӑрӑх ҫӳренӗ. Авалхи цивилизаци йӗрӗсене тупса палӑртас тӗллевпе Перу, Боливи, Египет, Сири, Ливан, Иран, Турци, Греци тата Израиль ҫӗршывӗсенче экспедицисенче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ҫӗршывӑн тӗп хулинче "Мускав ярмӑркки" лапамра хамӑр регионти ял хуҫалӑх продукцине сутмалли павильон уҫасшӑн. Халӗ кун пирки мускавсемпе калаҫаҫҫӗ. Павильона "Верхние Лихоборы" метро станцийӗн районӗнчи ҫуртра вырнаҫтарасшӑн. "Мускав ярмӑркки" патшалӑх учрежденийӗ унта 14 суту-илӳ вырӑнӗ, холодильниксемпе тарасасем хатӗрленӗ. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх продукцине сутакан павильон Ҫӗнӗ ҫул тӗлне ӗҫлесе кайма пултарать. Малтан унта нумай вӑхӑт упранакан ҫимӗҫсене сутма палӑртнӑ. Халӑх нумай туянсан кӗске вӑхӑт упранаканнисене те сутасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Сӑр юханшывӗ урлӑ хӗлле каҫмалли кӗпере уҫнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районӗнчи Нават ялне ҫыхӑнтарать. Сӑр урлӑ ҫак кӗперпе каҫмашкӑн тӳлевлӗ: 150-200 тенкӗ. Хакӗ машина йывӑрӑшӗнчен килет. Унта 3 тоннӑран ытларах тайман транспорта кӗртеҫҫӗ. Пассажирсен пулмалла мар. Палӑртмалла: машинӑсем тата ҫуран ҫӳрекенсем валли хатӗрленӗ кӗпер 150 метр тӑршшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта ҫынсем газпа наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тепӗр тӗслӗх пулнӑ. Хальхинче – Карл Маркс урамӗнчи 46-мӗш ҫуртра. 41 ҫулти хӗрарӑм, унӑн 12-ри ачи газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланнӑ. Вӗсене Васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Пациентсен сывлӑхӗ йывӑр. Аса илтерер: нумаях пулмасть Кривов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тата Энтузиастсен урамӗнчи 7-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче ҫынсем газпа наркӑмӑшланнӑ. Кривов урамӗнче пурӑнакан ҫемьере 8 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗ тӗлне республикӑра 4349 ҫын ӗҫсӗр пулнине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 29,4 пин ҫынна ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшнӑ. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта ӗҫсӗр пек регистрациленекенсене уйӑхсерен пособи параҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн чи пысӑк виҫи 12792 тенкӗпе танлашать, чи сахалли – 1500 тенкӗпе. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла-юпа уйӑхӗсенче, МОТ методологийӗпе шутласан, ӗҫсӗрлӗхӗн вӑтам шайӗ 2,8 процентпа танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/Chuv_today сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри педагогсем Раҫҫейре иртекен тӑван чӗлхе учителӗсен ҫӗршыври съездне хутшӑнаҫҫӗ. Съезда Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Александр Степанов, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мш вӑтам шкулти Оксана Ильина, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасене вӗрентекен 2-мӗш шкулти Ираида Матьянова тата Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулти Алёна Ядрицова тухса кайнӑ. Мероприятире педагогсем «Тӑван чӗлхе тата тӑван литература», «Тӑван чӗлхе тата тӑван чӗлхепе литература вулавӗ» предметсене вӗрентессине, ҫак ӗҫ пахалӑхне ӳстерессине сӳтсе явӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Александр Ганичев страницинчен илнӗ скриншот «Жар Птица» вырӑс халӑх каналӗ (кун пекки те пур иккен. — Т.Т.) Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсемпе паллаштарӗ. Ку хыпара Александр Ганичев хуткупӑсҫӑ «Контактра» пӗлтернӗ. Маларах асӑннӑ каналта пирӗн тӑрӑхри Родион Петров купӑсҫӑпа, «Ямаш» тата «Шуҫӑм» пултарулӑх ушкӑнӗсемпе паллаштарӗҫ. Кӑларӑм эфира темиҫе хутчен тухӗ: раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 12 тата 22 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 12 тата 18 сехетсенче. Кӑларӑма Александр Ганичев тата Сергей Ижукин ертсе пырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ирхи 7 сехет валли республикӑра 12 муниципалитетри 79 ял ҫутӑсӑр пулнӑ: Вӑрнар, Канаш, Йӗпреҫ, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсем. Аса илтерер: шӑматкун каҫхине пӑрлӑ ҫумӑра пула 17 муниципалитетра электроэнерги сӳннӗ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне 214 ялти 55 пин ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Бригадӑсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Хамӑраннисем ӗлкӗрейменрен кӳршӗ регионсенчен те специалистсене чӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра энергетиксен 72 бригади ӗҫлет. Пӗтӗмпе – 235 специалист, 92 техника. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци радиовӗн сӑнӳкерчӗкӗсем Шупашкарта «Раҫҫей чӑваш пики — 2022» конкурс иртнӗ. Ҫав ята хальхинче Муркаш районӗн хӗрӗ Анастасия Поркина тивӗҫнӗ. Конкурса республикӑри районсенчен тата чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсенчен 21 пике хутшӑннӑ. Чӑваш Ен наци радиовӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «Вице-чӑваш пики» ята Тутарстан хӗрӗ (хыпарта хӗрсен ячӗсене асӑнман. — Т.Т.) ҫӗнсе илнӗ, «Ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пике» номинацире Йӗпреҫ район хӗрӗ ҫӗнтернӗ. «Чи хӳхӗмми» тесе Пушкӑрт тӑрӑхӗнчен ҫитнӗ пикене палӑртнӑ. Шупашкар хулинчен хутшӑннӑ хӗр «Чи тараватли» пулса тӑнӑ. Елчӗк район хӗрне «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» тесе йышӑннӑ. «Чӑваш Ен тулашӗнчи пике» ята Пушкӑрт, Пенза тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗсенчи хӗрсене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() nasledie.nbniki-i-arkhitektory сӑнӳкерчӗкӗсем Паян, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, паллӑ чӑваш художникӗ Анатолий Миттов (1932-1971) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Анатолий Миттов чӑн-чӑн чӑваш ӳнерне пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ. Художникӑн хӑйне евӗр стилӗ тӑван халӑхӑмӑр культурине, йӑли-йӗркине уҫса пама пулӑшать. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче символсемпе усӑ курма пӗлнӗ, чӑвашӑн чунне таҫтан темле майпа тарӑннӑн курса-туйса тӑнӑ. Анатолий Миттов — Канаш чӑвашӗ. Вӑл унти Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнипех ҫырлахман, Ленинградри (халӗ — Питӗр) И.Е. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренме кӗнӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнче студентсене вӗрентнӗ, Чӑваш кӗнеке издательствипе туслӑ ҫыхӑну тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |