Хулара
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренекен студентка, Египетран килнӗскер, лавккаран япаласем вӑрласа тухма хӑтланнӑ. Алӑк патӗнче ӑна хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, юпан 31-мӗшӗнче вӑл Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ лавккаран тӗрлӗ япала вӑрласа тухма хӑтланнӑ, вӗсене кутамккана чикнӗ. Урапа ҫинче выртакан таваршӑн кӑна укҫа тӳленӗ вӑл. Анчах алӑк патӗнче ӑна хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mospravda.ru сайтри сӑн 22.12.2022. Ҫак пилӗк "иккӗллӗ" кун республикӑра 38 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Чи ҫамрӑк хӗр 21 ҫулта пулнӑ, чи асли - 51 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ 62-ре пулнӑ. Ытларахӑшӗ, хӗрсем, 20-ре мӑшӑрланнӑ. Чи ҫамрӑк каччӑ 21 ҫулта пулнӑ. Шупашкарти Мускав районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ЗАГС пайӗнче ытларах ҫемье ҫавӑрнӑ. Иккӗшӗнче те ҫичшер мӑшӑр хут уйӑрттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишек ялӗнче Хӗрлӗ Ҫар салтакӗн ӳт юлашкине тивӗҫлипе пытарнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Михаил Кириллович Кириллов 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ. Унӑн ӳт юлашкине кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче шыравҫӑсен отрячӗ тупнӑ. Ун чухне вӗсем Хӗрлӗ Ҫарӑн 28 салтакӗн ӳт юлашкине шыраса тупнӑ. Пӗрин кашӑкӗ ҫине "Кириллов М" тесе ҫырнӑ. Унӑн япалисем те тупӑннӑ: салтак каски, кӑранташ, ҫӑлтӑр, ҫӗҫӗ, 20 тата 2 пуслӑх укҫа. Салтак ӳчӗн юлашкине пытарнӑ ҫӗре тӳре-шара, Михаил Кирилловӑн тӑванӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() дпг38.рф сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын 11 ҫул хӗрӗшӗн алимент тӳлемен, пулӑшман. Парӑм 557 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ӑна административлӑ майпа та, уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ. Арҫыннӑн хваттер сутма тӑрсан алимента тӳлемех тивнӗ. Ҫӗнӗ Шупашарта унӑн хваттерте 1/4 пай чухлӗ харпӑрлӑх пур-мӗн. Анчах парӑм пуррипе вӑл ӑна сутайман. Кун хыҫҫӑн ун часах алимента татма укҫа тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра пассажирсене саккуна пӑсса турттаракансене тупса палӑртассипе ӗҫлесси малалла пырать. Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче черетлӗ рейд ирттернӗ. Унта ведомствӑн специалисчӗсемпе пӗрлех патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем тухнӑ. Пассажирсене йӗркене пӑсса турттарнине Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче 2 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. «Шупашкар-Мускав» маршрутпа ҫула тухнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем водительсемпе «бла-бла-кар» урлӑ калаҫса татӑлнӑ-мӗн. Ятарлӑ ирӗк илмесӗр ӗҫлекен водительсем тӗлӗшпе адмирнистративлӑ протоколсем ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Аса илтерер: унта Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче хыпарланӑ тӑрӑх, ларура филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Ольга Скворцова доцент палӑртнӑ тӑрӑх, «Автор литература саккунӗсене пӗлни сисӗнет. Сӑнарсене кӑтартса пама тӗрлӗ мелпе усӑ курать вӑл – ӑшри шухӑшлав, ытти сӑнарпа хутшӑнни, ҫутҫанталӑк улшӑнӑвӗ урлӑ сӑнлани... Юратуллӑ туйӑмсем ҫинчен пӗр евӗрлӗрех ҫырнӑ». «Александр Пӑртта прозинче те артист, драматург пулни сисӗнет. Вӑл сӑнарсене те ӗҫ-пулӑм урлӑ сӑнласа парать, прозаик пек ирӗклӗн сарӑлса каймасть», — тесе хакланӑ, сӑмахран, Людмила Сачкова прозаик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me.enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ёлкӑна чӑваш теттисемпе капӑрлатни пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗнче ёлка вырнаҫтарнӑ, ӑна чӑвашла теттесемпе капӑрлатнӑ. Чӑвашла теттесемпе Шупашкарта та ёлка капӑрлатакансем тупӑннӑ. Ун пеккине хулари «Салют» культура керменӗнче вырнаҫтарнӑ. Хитре ӗлка сӑнӳкерчӗкне Телеграмри «Ентешсем/Земляки» каналта вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри кашни хулара фермерсен апат-ҫимӗҫне сутма тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑри кашни хуларах пӗчӗк пасарсем уҫасшӑн. Унта пырса фермерсем хӑйсен продукцине сутайӗҫ. «Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ун пеккине уҫрӑмӑр. Асӑннӑ формӑна ҫӗнетсе пырӑпӑр. Хысна тата уйрӑм ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнипе укҫа хывса ҫак ене аталантарӑпӑр. Ку ӗҫе фермерсем те хутшӑнасшӑн», — тенӗ Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта хими класӗ уҫасшӑн. Ӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йӗркелесе ярасшӑн. Кунашкал класра ачасем хими предметне тарӑннӑн вӗренӗҫ. Педагог ятарлӑ квалификациллӗ пулӗ. Хими класне ачасем конкурс витӗр тухсан кӑна лекме пултарӗҫ. Унта вӗреннӗ ача техникума кӗме, виҫӗ ҫултан квалификациллӗ должноҫ илме пултараҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 5-6-мӗш классен хими предмечӗпе база пӗлӗвӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри виҫӗ хула Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе гранта тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем хулана хӑтлӑх кӗртӗҫ. Пӗтӗмпе 276,8 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Ку укҫапа Ҫӗнӗ Шупашкарта Тӗкӗрҫ ращине хӑтлӑлатӗҫ. Ҫӗмӗрлере пионер организацийӗ пуҫланса кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ парка илемлетӗҫ. Улатӑрта вара грант укҫипе хулан истори пӗлтерӗшлӗ пайне хӑтлӑх кӳрӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкар - 106 миллион тенкӗ, Улатӑр - 80,8 миллион тенкӗ, Ҫӗмӗрле 90 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |