Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӳршӗре
Мари Эт прокуратури тунӑ сӑн
Мари Эт прокуратури тунӑ сӑн

Паян Мари Элте "Звенигово - Шелангер - Морки" ҫул ҫинче трассӑн пӗр пай ишӗлсе аннӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна ейӳ шывӗ татса янӑ.

Ҫав вырӑнтан халӗ машинӑсем ҫӳреймеҫҫӗ, ӑна хупса хунӑ. Ҫул 6-10 метр тӑршшӗ ишӗлнӗ. Тарӑнӑшӗ - 6 метр.

Машинӑсене вӑхӑтлӑха Волжск районӗнчен "Помары - Коркатово" ҫулпа яраҫҫӗ. Ҫула юсас ӗҫ пырать-ха. Анчах юр шывӗ йӑлтах кайса пӗтмен, тепӗр талӑк вӑйлӑ анмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-150180358_10869
 

Ӑслӑлӑх
3D принтерпа хатӗрленӗ чизкейк. Ҫӑлкуҫ: Jonathan Blutinger/Columbia Engineering
3D принтерпа хатӗрленӗ чизкейк. Ҫӑлкуҫ: Jonathan Blutinger/Columbia Engineering

Тӗнчере «цифрӑллӑ тӗпел» аталанма пуҫлать пулас. Апла-и, капла-и, виҫӗ виҫеллӗ пичет пулӑшнипе нумаях пулмасть нумай сийлӗ торт хатӗрлеме май килнӗ.

Америка университетӗнче 7 компонентран — печенирен, арахис ҫӑвӗнчен, шӑккалат массинчен, банан нимӗрӗнчен, ҫӗр ҫырли повидлинчен, чиерен тата глазурьтен — тӗрлӗ чизкейк хатӗрлеме пултаракан ятарлӑ аппарат шутласа кӑларнӑ. Тутлӑ апат-ҫимӗҫе хатӗрленӗ чухне питӗ тӗрӗс кӑтартакан лазерпа та усӑ курнӑ.

Ҫиелтен пӑхсан ӑстаҫӑсем хатӗрленӗ апат сумлӑ кулинари конкурсӗсене хутшӑнаканнисенчен чылай япӑхрах курӑнать пулин те, ҫапах та ҫакӑ апата хатӗрлес ӗҫре виҫӗ виҫеллӗ пичетпе усӑ курма май пуррине кӑтартса парать.

Ингредиентсене лазерпа усӑ курса (урӑхла каласан, пысӑк температура унта самай витӗм кӳрет) хатӗрленине пула кун пек апата ытлах усӑллӑ теме ҫук. Ҫапах та асӑннӑ меслетпе усӑ курсан апата хатӗрленӗ чухне калори виҫине тӗп-тӗрӗс пӑхӑнма май пур.

Тен, ӑстасем кӑтартнӑ ҫак технологие тӗпе хурса, каярах кашни уйрӑм ҫын валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлемелли меслете лайӑхлатма та пултарӗҫ, вӑл тухӑҫлӑрах ӗҫлеме тивӗҫ тата усӑллӑ апат хатӗрлеме пултармалла.

Малалла...

 

Ҫул-йӗр
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫул ҫинче кӑҫалхи пек шӑтӑк-путӑк нихӑҫан та пулман. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче.

"Кӑҫал республикӑра 600 пин тӑваткал метр ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсамалла. Кун пекки унччен пулман", - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич каналта.

Кӑҫал ҫулсем мӗншӗн вӑйлӑ арканнӑ-ха? Республика влаҫӗ ҫакна ҫанталӑк условийӗсемпе тата М-12 федераци ҫулне тунипе ҫыхӑнтарать.

Хальччен 1,5 пин тӑваткал метр ҫул ҫинче шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ку ӗҫе ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Канмалли кунсем ӑшӑ килчӗҫ. Ҫавна май юр нумай ирӗлчӗ.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайнӑ. Ҫакна Красноармейски районӗнчи Хусакасси ялӗнче пурӑнакансем асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.

Мӑн Ҫавал ҫыранран тухса кайса уй-хирте сарӑлнӑ, асфальт ҫул патне ҫывхарма пуҫланӑ.

Аса илтерер: ӗнер Ҫӗмӗрлере, Элӗк районӗнче ейӳ сарӑлни пирки хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85893
 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче Кивӗ Тутайкасси ҫыннисем Ҫӗпӗр мурӗпе чирлени ҫинчен хыпарласах тӑратпӑр. Ҫак кунсенсе пуснӑ вӑкӑр какайне камсем туяннине палӑртнӑ. Вӗсем - Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче пурӑнакансем.

Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче инфекциллӗ какая крематорире ҫунтарса янӑ. Аш упраннӑ вырӑна дезинфекци тунӑ. Явӑшра Ҫӗпӗр мурӗпе чирлеме пултаракан выльӑх ҫуккине палӑртнӑ. Ҫаксене шута илсе ку ялта карантин тесе йышӑнман.

 

Культура

Марина Карягина поэтӑн тавтограммипе усӑ курса мультфильм хатӗрленӗ.

Хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх,

Наталья Софронова профессор Марина Карягинӑна хӑй ҫырнӑ юмахсене ярса пама ыйтнӑ. Сӑвӑҫ «Чӗвӗлти чӗкеҫ чӗппи», «Сас палли ҫӗршывӗнче» кӗнекесенче пичетленнӗ тавтограммӑсене ярса панӑ.

Ҫак кунсенче Наталья Викторовна «Шӑплӑх» тавтограммӑпа мультфильм хатӗрленӗ. Юмахри сӑмахсем пурте «Ш» сас паллирен пуҫланаҫҫӗ.

Наталья Софронова — математик, педагогика наукисен докторӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall296698703_2895
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Васильев (1948-2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлаласа концерт иртӗ.

Александр Георгиевич — Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри профессилле музыка ӑстисенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсен шутӗнче — поэмӑсем, симфони увертюрисем, пьесӑсем, ярӑмсем, фортепианопӑ ытти инструмент валли сонатсем, ансамбльсем, камерна оркестрӗ, оперӑсем. Александр Васильев хайлавӗсем Мускавра, Вильнюсра, Минскра, ҫавӑн пекех Италире, Германире, Чехословакире, Венгрире, Бельгире, Францире янӑранӑ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ те ҫынсене ейӳ аптӑратма пуҫларӗ. Республикӑри хӑш-пӗр ял-хулара шыв сарӑлнӑ.

Элӗк районӗнчи Ҫӗнкас Юнтапа ялӗнче урамӗпех ейӳ сарӑлнине видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ. Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнче пурӑнакансен те подъездран тухсанах ишме тивет. Урицкий урамӗнчи 20-мӗш ҫурт патне те шыв ҫитнӗ. Коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем вырӑнта ӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/85884
 

Спорт
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ
Ҫӑлкуҫ: Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗ

Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнче ӗнер тӳре-шара хушшинче шашкӑпа шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Вырӑнти влаҫ органӗсен официаллӑ сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх ӑмӑртӑва мӗнпурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем: округ администрацийӗпе территори пайӗсенчи ӗҫченсем.

Ӑмӑртӑва администрацин вӑй-хал культури, спорт тата ҫамрӑксен политикин сектор заведующийӗ Николай Чангайкин чаплӑн уҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хутшӑнакансемпе паллаштарнӑ кӑна мар, ҫак спорт тӗсӗ ыттисем хушшинче 8-мӗш вырӑн йышӑннине те палӑртнӑ. Ӑмӑртун тӗп тӳри Сергей Иовлев хутшӑнакансене вӑйӑ йӗркине ӑнлантарса панӑ.

Шашкӑлла вылянӑ май пӗрремӗш вырӑна Хутар территори пайӗнчи Дмитрий Александровпа Анат Кӑмаша территори пайӗнчи Валентина Губанова йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑн Юманай тӑрӑхӗнчи Олег Яковлева лекнӗ.

Шахмат енӗпе вара пӗрремӗш вырӑна Юманай территори пайӗнчи Сергей Измайлов йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑн Егоркино территори пайӗнчи Ольга Улисовӑпа Турхан территори пайӗнчи Вениамин Яскея лекнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 7 сехет те 25 минутра М-7–Туҫи–Куснарпуҫ ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗньял ялӗ ҫывӑхӗнче «Киа Спектра» водителӗ руле итлеттереймесӗр ҫул ҫинчен тухса кайнӑ та плотинӑн юхмалли вырӑнне персе аннӗ.

49 ҫулти водителе, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ. Каярахпа ҫак арҫын пульницӑра вилнине хыпарланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 660, 661, 662, 663, 664, 665, 666, 667, 668, 669, [670], 671, 672, 673, 674, 675, 676, 677, 678, 679, 680, ... 3967
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 25

1906
119
Дмитриев Митрофан Дмитриевич, чӑваш тӑлмачӗ вилнӗ.
1959
66
Альбина Юрату, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...