Сывлӑх
Грипран ҫулсерен вакцинӑланни инсультран сыхлама пултарать. Испан ӑсчахӗсем 40 ҫултан аслӑрах 86 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ обсерваци тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туни пирки Science Daily ҫырать. Тӗпчеве хӑй ирӗкӗпе хутшӑнакан 14 пин ытла ҫын хӑй вӑхӑтӗнче пуҫ мимине юн пыми пулнине чӑтса ирттернӗ. Ыттисен вӑл нихӑҫан та пулман. Ӑсчахсем инсульт умӗн икӗ эрне маларах та пулин кам-кам грипран прививка тунине тишкернӗ. Унтан миҫе ҫулта пулнине тата ытти чирсене шута илнӗ. Кӑтартусене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн вакцинӑланнисен инсульт аталанас хӑрушлӑх 12% пӗчӗкрех пулнине курнӑ. Пневмонирен тӑвакан вакцина унашкал усӑ паман. Тӗпчев обсервациллӗ пулнӑран ӑсчахсем шӑпах та грипран прививка туни инсульт хӑрушлӑхне чакарать тесе калаймаҫҫӗ. Хальлӗхе икӗ пулӑмӑн ҫыхӑнӑвне ҫеҫ асӑрханӑ. Тӗплӗрех пӗтӗмлетӳсем тума информацие ытларах пухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Чулхулари автобус. nn.ru сайт сӑнӗ «Нижний Новгород Онлайн» портал Чулхулари пӗр водительпе калаҫнӑ. Автобус рулӗ умӗнче 30 ҫул патнелле ларакан ҫын Чулхула облаҫӗн тӗп хулинче пассажирсене турттарас ӗҫри чи пысӑк ҫитменлӗхсем ҫинчен каласа панӑ. Автобус водителӗсене ытларах енӗпе ӗҫ укҫин виҫи тивӗҫтермест иккен. Норма тӑрӑх уйӑхне 176 сехет ӗҫлемелле, анчах 50 пин пулин те ӗҫлесе илес тесе водительсем руль умӗнче 250–300 сехет те ирттереҫҫӗ. Чулхулари тепӗр ҫитменлӗх: рейсра автобуссен йышӗ кирлинчен сахалрах пулни. Интервью илнӗ водитель каланӑ тӑрӑх, унӑн маршрутӗнче 10 автобус ӗҫлемелле, анчах чи лайӑх вӑхӑтра та ҫиччӗшӗ ҫеҫ ҫула тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне тӑваттӑн ӗҫлени те пулкалать имӗш. Ҫакӑ саппас пайсем ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Автобус гарантире пулсан саппас пайне савут ярса парать, ытти чухне вара вӗсене туянма пассажирсене турттаракан предприятийӗн укҫа ҫук. Паркра 130–135 автобус, анчах рейссене ҫӗртен сахалрах тухаҫҫӗ. Водительсене уйрӑмах ватӑ ҫынсем питӗ килӗшмеҫҫӗ иккен — вӗсене тӳлевсӗр турттарма тивет. Парка таврӑннӑ хыҫҫӑн миҫе проезднойлӑ ҫынна е пенсионера турттарнине пӗрре те шута илмеҫҫӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Вконтакте сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче прокуратура 1 миллиона яхӑн тенке патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарма пулӑшнӑ. Ҫак укҫа Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, банк счечӗсем ҫинче юлнӑ укҫан ҫын вилнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул иртсен суд урлӑ патшалӑх харпӑрлӑхне куҫмалла. Ҫавна май район прокуратури суда 35 тавӑҫ тӑратнӑ. Судья вӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. Ҫапла патшалӑх харпӑрлӑхне 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӑрмана ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме юрамасть. Республика ертӳлӗхӗ йышӑннӑ чару ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Халӗ вӑрмансенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑвайт чӗртекенсене явап тыттараҫҫӗ. Атӑл леш енчи Изьяр кӳлли патӗнче кӑвайт чӗртсе апат пӗҫернӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Айӑплисене штраф ҫырса панӑ. Унӑн виҫи 40-50 пин тенкӗпе танлашать. Рейд вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсене хальлӗхе вӑрманта ирӗклӗ ҫӳреме юраманнине ӑнлантараҫҫӗ, ҫав вырӑнтан кайма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Саранск хулинче «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑмпа килӗшӳллӗн Топ-100 списока кӗнӗ Раҫҫейри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан чи лайӑх вӗренӳ организацийӗсене чысланӑ. Топ-100 списока Чӑваш Енри 5 вӗренӳ организацийӗ кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ, Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫак кунсенче Строительство министерствинче 18 ҫул тултарман 7 е ытларах ачана ӳстерекен ҫемьесене сертификат панӑ. Вӗсем унпа мӗн тӑвассине пӗлтернӗ. Пӗрисем хатӗр кӗтес туянасшӑн, теприсем ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах чи кирли - ҫак сертификатпа ҫулталӑк вӗҫлениччен усӑ курмалла. Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал пулӑшупа ҫитес ҫул та тивӗҫтерӗҫ. Ҫитменнине, 2023 ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Васильевсем Правительство ҫуртне ҫемйипех килнӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ. Васильевсем 42 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Паллах, хӗсӗк. Ку сертификат вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӗп суйлав комиссийӗн архивӗнчи сӑн Паян республикӑра - пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Сасӑлав участокӗсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Паян ирхине кашни участокрах ӗҫе Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫланӑ. Паянхи кун Чӑваш Енре 780 сасӑлав участокӗ ӗҫлет. Сӑмах май, халӗ хӑвӑрӑн сасӑлав участокне тупма ансат. Тӗп суйлав комиссийӗн сайтне кӗмелле ҫеҫ. Унта хӑвӑрӑн адреса ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
http://worldaroundme.canalblog.com сайтран илнӗ сӑн Париж мэрийӗ Эйфель башнине ҫутатмалли сехете кӗскетмелли план хатӗрленӗ. Кун пирки Le Journal du Dimanche тата Franceinfo пӗлтереҫҫӗ. Халӗ башня ҫинчи юлашки ҫутта 01:00 (02:00 мск) хыҫҫӑн сӳнтереҫҫӗ. Мэри планӗпе вара 23:45 (00:45 мск) вӑхӑт ҫитсенех ҫутатнине сӳнтерӗҫ. Ку вӑхӑтра башньӑран чи кая юлнӑ хӑнасем таврӑнаҫҫӗ. Эйфель башнин эксплуатаци обществин (Socit d’exploitation de la tour Eiffel) пуҫлӑхӗ Жан-Франсуа Мартен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак утӑм ытларах енӗпе «ячӗшӗн» ҫеҫ пулать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗрлехи вӑхӑтра башньӑна ҫутатма усӑ куракан энерги ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле тӑкакран 4% ҫеҫ йышӑнать. Утӑ уйӑхӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Раҫҫей газпа тивӗҫтерессине чакарнине пула, тата Electricite de France франци компанийӗ ҫӗршыври АЭС реакторӗсен ҫуррине юсав тата тӗрӗслев тӗллевӗпе чарма шутланине пула энергие яваплӑ усӑ курас плана хатӗрлеме шутлани пирки пӗлтернӗ. Макрон господин сӗннипе килӗшӳллӗн, чи малтанах хуласенчи объектсене «усӑсӑр ҫутатнине» чакармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Видеори скриншот Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ. Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем хӑйсен видеосене авӑнӑн 10-мӗшӗнче халӑх тетелӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫинче фейерверксем тӳрех асфальт ҫине ӳкнине асӑрхама пулать. Тыва Республикин Пуҫлӑхӗ Владислав Ховалыг палӑртнӑ тӑрӑх, яваплӑ службӑсем пурте пӑтӑрмах мӗнле сӑлтавсене пула тухнине тишкереҫҫӗ. «Лару-тӑрӑва хам тӗрӗслесе тӑратӑп. Подрядчик хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманни ҫиеле тухсан, унӑн саккуна пӑхӑнса ҫирӗп явап тытма тивӗ», — палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех Владислав Ховалыг шар курнисем пирки пӗлтернӗ, вӗсене халӗ пулӑшу параҫҫӗ. Сайзан Товуу ача-пӑча омбудсменӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха пула ҫул ҫитмен виҫӗ ача шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
pxhere.com сайтран илнӗ сӑн Авӑрланма лартнӑ Redmi 6A смартфон сирпӗнсе хӑйӗн хуҫине вӗлернӗ. Пӑтӑрмах Индире пулса иртнӗ. Хӗрарӑм ҫывӑрма выртнӑ та телефонне авӑрлама минтер ҫине хунӑ, тахӑш самантра вӑл унӑн пуҫӗпе юнашар сирпӗннӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм йывӑр сурансене пула вилнӗ, унӑн юнланса пӗтнӗ виллине тӑванӗсем тупнӑ. Вилнӗскер паллӑ видеоблогерӑн тӑванӗ пулнӑ, пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки лешӗ халӑх тетелӗсенче каласа кӑтартнӑ. Арҫын палӑртнӑ тӑрӑх пӗтӗм айӑп смартфона туса кӑларакан ҫинче. Компанин вырӑнти уйрӑмӗ пӑтӑрмах пирки хурав панӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗне пула сиксе тухнине тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Асанкасси (Каҫал тӑрӑхӗ) ялӗнче земство училищине уҫнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Виктор Леонтьевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тутаркас районӗ вырӑнне Сӗнтӗр районне туса хунӑ. | ||
| Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп кӗнекине пуҫарса янӑ. | ||
| Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар вӑтам шкулне И.Н. Ульянов ятне панӑ. | ||
Пулӑм хуш... |