Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян кӑнтӑрла, 13 сехетре, Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑл хӗрринче сумка тупнӑ. Унта вара ҫар припасӗсем пулнӑ: патронсем, обрез. Сумкӑна арҫынсем асӑрханӑ. Вӗсем пӗр тӑхтамасӑр полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫийӗнче ҫитнӗ, ҫав лаптӑка карса илнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, сумка хуҫине шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Вӗренӳ
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула ҫӗртме уйӑхӗччен утса пӗтересшӗн. ЧР строительство министрӗ Павел Данилов объектӑн 80 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: шкула малтанах 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Кайран кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ ав ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли уйрӑм режим пуҫланнӑ. Вӑл ятарлӑ хушу тухиччен вӑйра пулӗ. Паянтан вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть. Ҫавӑн пекех вӑрман, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарнишӗн явап тытма тивӗ. Куншӑн ахаль ҫынсене - 20 пин таран, должноҫри ҫынсене - 60 пин таран, организацисене 800 пин таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Языковая ситуация в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ) ҫавра сӗтел ирттерӗҫ. Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине тата Тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ. Ларӑвӑн модераторӗ — филологи наукисен докторӗ, ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова. Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, филологи наукисен кандидачӗсем Артём Гаврилов тата Алевтина Долгова — тухса калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Научное наследие Н.И. Ашмарина» (чӑв. Н.И. Ашмаринӑн ӑслӑлӑх еткерӗ) ҫавра сӗтел ирттерет. Ун вӑхӑтӗнче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографие сӳтсе явӗҫ. Темиҫе автор хатӗрленӗ ҫав ӗҫ 2020 ҫултах кун ҫути курнӑ-ха. Монографие 2022 ҫулшӑн ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Ҫавра сӗтеле ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗ Чӑваш Енре кӑҫал та иртӗ. Унта уйрӑм авторсем те, авторсен ушкӑнӗсем те хутшӑнайӗҫ. Ӗҫсене ҫак номинацисемпе йышӑнӗҫ: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн шкул ҫулӗсенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (конкурс ҫӗнтерӳҫине 50 пин тенкӗ тивӗҫӗ), вӑтам шкул ҫулӗнчи ачасем валли ҫырнӑ хайлав (75 пин тенкӗ премипе хавхалантарӗҫ), аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ хайлав (ҫӗнтерӳҫӗне 75 пин тенкӗ лекӗ). Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш ҫурти 2-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 56-50-57 (хушма номер 2537). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Музыка композицийӗн ӳнерӗнчи чӑваш халӑх юрри» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл ыран, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 15 сехетре пуҫланӗ. Ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Л.И. Бушуеван «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографине сӳтсе явӗҫ. Кӗнеке 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ. Асӑннӑ ӗҫе, сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе пашалӑх премине илме тӑратнӑ. Ҫавра сӗтелте искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата ыттисе мтухса калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫуракине тухнӑЯл хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприяийӗсем ҫуракине тухнӑ. Ҫак ӗҫе республикӑмӑрӑн кӑнтӑр енчи районӗсенче пурӑнакансем ыттисенчен маларах кӳлӗнеҫҫӗ. Паянхи кун илсен уй-хирте Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка тата Пӑрачкав муниципалитет тӑрӑхӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри аграрисем ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 3007 гектар ҫинче акнӑ, рапса — 10 гектар. Ҫуракине ирттерме хуҫалӑхсен вӑрлӑх ҫителӗклӗ. Кондициллӗ вӑрлӑха кирлинчен 96 процент чухлӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Мамликассинче ӗнер «Унга-2» сад юлташлӑхӗнче, дачӑра, 5 ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Унта типӗ курӑк ҫунтарма тытӑннипе инкек сиксе тухнӑ. Пӗтӗмпе 1 гектар ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ. Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫунакан типӗ курӑкран ҫулӑм 50 ҫулти арҫынн кил-ҫурчӗ ҫине куҫнӑ. «Хӗрлӗ автан» мунчана тата вутӑ сарайне сиенлетнӗ. Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ 28 тӗслӗхе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |