Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.4 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн 50 ҫулти арҫыннӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 8 ҫул ирттерме тивӗ. Суд ҫапла йышӑннӑ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан ҫак арҫын савнине кӗвӗҫнӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ та ку ӑна мӑйӗнчен, сулахай аллинчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Хӗрарӑм йывӑр сурансене, юн нумай юхтарнине пула тепӗртакран вилнӗ.

Нумаях пулмасть кӗвӗҫ арҫын тӗлӗшпе суд пулнӑ. Судья приговор вуланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79664
 

Культура
«Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
«Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри делеагци Хусанта пулнӑ. Сумлӑ йыш чӑвашран тухнӑ сумлӑ ӑсчахсене: Николай Ашмарина тата Николай Никольские — асра тытнине палӑртса вӗсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе килнӗ.

Йышра философи наукисен докторӗ Василий Федотов; Чӑваш Енри Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ Тамара Афанасьева; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов; Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Шупашкарти ветерансен совечӗн членӗ Нина Димитриева; биологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ лесовочӗ Кузьма Захаров; Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петр Митрофанов пулнӑ.

 

Культура
«Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
«Контактра» страницӑри Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче чӑваш кӗнеки кунӗ иртнӗ. «Чӑваш кӗнекине чыслакан уява пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче пуҫласа ирттертӗмӗр», — пӗлтернӗ Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен регионсем хушшинчи общество ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров.

Чӑваш кӗнеки кунне 1769 ҫулта чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики пичетленсе тухнине халалланӑ.

«Хусан епархийӗн пуҫлӑхӗ В.Пуцек-Григорович хушнипе чӑваш чӗлхин пирвайхи грамматикине – «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ҫырса хатӗрлекенӗ – Ермей Иванович Рожанский (1741–1801) – чӑвашсен кивӗ ҫырулӑхне йӗркелекенӗ, вӗрентӳҫӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чулхулара тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ, Кӑрмӑшра тата Етӗрнере ӗҫленӗ. Чӑвашла словарьсем, тӗрленчӗксем, ҫырусем пичетлесе кӑларнӑ. Ҫамрӑксене ҫыру ӗҫне явӑҫтарнӑ. Ермей Рожанский тӑрӑшнипе Чулхула тавра чӑваш ҫырулӑхне аталантаракан ушкӑн йӗркеленӗ», — каласа кӑтартнӑ Геронтий Никифоров.

Чӑваш кӗнеки кунне халалланӑ тӗл пулура Чӑваш наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Галина Соловьева, Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗсен регионсем хушшинчи общество ассоциацийӗн председателӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш кӗнеке издательствин ача-пӑча литературин тӗп редакторӗ Ольга Федорова тата Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗн филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Кириллова тухса калаҫнӑ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи
«Контактри» «Ӑнӑҫу чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем
«Контактри» «Ӑнӑҫу чӗлхи» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Мускавра чӑваш чӗлхи ҫинчен каласа кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

«Хӗрлӗ лапам» кӗнеке фестивальне Александр Блинов (Алпарух) хутшӑннӑ. Аса илтерер: пысӑк калапӑшлӑ литература уявӗ ҫӗртме уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче иртнӗ. Кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ мероприятие писательсем, поэтсем, кӗнеке кӑларакансем, библиотекарьсем, актёрсем, музыкантсем тата вулама юратакансем ҫӗршывӑн 60 регионӗнчен пырса ҫитнӗ.

Фестиваль вӑхӑтӗнче Наци литературисен фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Блинов (Алпарух)

чӑваш чӗлхи ҫинчен кӑсӑклӑн каласа кӑтартнӑ.

 

Республикӑра
discover24.ru сайтри сӑн
discover24.ru сайтри сӑн

Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ.

Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ.

Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта Гастелло урмӗнче ача машина айне лексе суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Ку паян 13 сехет те 40 минутра Гастелло урмӗнчи 19-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юраман ҫӗрте, «зебрӑран» 20 метрта, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Ниссан» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 56 ҫулти арҫын ларнӑ.

ШӖМ хыпарланӑ тӑрӑх, ачан ури хуҫӑлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
iriney.ru сайтри сӑн
iriney.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 62 ҫулти арҫын кӳршӗ хӗрачисен тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 12 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен кӳршӗри 13 ҫулти хӗрача тата унӑн 11-ти шӑллӗпе тепӗр хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Хайхискер ар органне кӑтартса ачасене унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗме пӗрре мар ӳкӗтленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/79640
 

Тӗнче тетелӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Влаҫ органӗсен порталне хакерсем тапӑннӑ. Юлашки 2 эрнере вӗсем 17 хутчен тапӑннӑ. Кун пирки ЧР цифра министрӗ Кристина Майнина паян пӗлтернӗ.

Ҫавна май ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе влаҫ органӗсен порталӗ тата cap.ru домен ҫинчи сайтсем йӗркеллӗ ӗҫлемеҫҫӗ.

«Хакерсен тӗллевӗ — сайтсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркерен кӑларасси. Эпир тапӑнусем пулнӑ IP-адрессене хуплатпӑр», — пӗлтернӗ министр.

 

Республикӑра
kugoo-russia.ru сайтри сӑн
kugoo-russia.ru сайтри сӑн

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче 50 ҫулти арҫын кил-хуҫалӑхӗнче электросамокат зарядкӑра ларнӑ чухне ҫунса кайнӑ. Каярахпа палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл йӗркеллӗ ӗҫлемен, авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ.

Каҫхи 5 сехетре ача-пӑча электросамокачӗ гаражра зарядкӑра ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм гаражӑн шалти отделкине тата электропралука сиенлетнӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта Элкер урамӗнче самокатпа пынӑ ача машина кустӑрми айне лекни пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Политика

Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Дмитрий Захаровӑн икӗ ҫӗнӗ заместителӗ ӗҫе кӳлӗннӗ.

Республика ертӳҫин Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн министрӑн ҫумӗсем пулса Наталья Поздеева тата Надежда Никандрова ӗҫлӗҫ.

Наталья Поздеева Шупашкар хулин вӗренӳ управленийӗнче пай пуҫлӑхӗн заместителӗ пулнӑ. Надежда Никандрова вара 2016-2018 ҫулсенче Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ.

Юлашки уйӑхра республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче министрӑн икӗ заместителӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӗсем — Алексей Иванов тата Ольга Хлебникова.

 

Страницӑсем: 1 ... 677, 678, 679, 680, 681, 682, 683, 684, 685, 686, [687], 688, 689, 690, 691, 692, 693, 694, 695, 696, 697, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...