Виҫӗ уйӑхра Чӑваш Енри тата Мари Элти пуйӑссемпе самолётсем ҫинчен ӳсӗр 100 ытла ҫынна антарса хӑварнӑ. Транспортра эрех ӗҫме тата ӳсӗр пуҫа ларма юрамасть. Ун пеккисене административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Транспорт полицейскийӗсем пӗлтӗрхи юпа-раштав уйӑхӗсенче 118 ҫынна явап тыттарнӑ — 500 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран штраф хурса панӑ. Унсӑр пуҫне ӳсӗрсене 1 талӑкран пуҫласа 15 талӑк таран хупса хума та пултараҫҫӗ.