Улатӑр муниципаллӑ округӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — аҫа ҫапни.
Инкеке ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 15 сехетре асӑрханӑ. Ҫалавҫӑсем пушар вырӑнне вӑхӑтра пырса ҫитсе вут-ҫулӑма ытлашши сарӑлса кайма паман, васкавлӑн сӳнтернӗ.
Эйпеҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи вӑрманти йывӑҫа аҫа ҫапнине пула пушар 0,035 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, мӗнпур ӗҫе 17 сехет те 30 минутра вӗҫленӗ.
Ҫак ӗҫе Вӑрман хуралӗн 5 ӗҫченӗ тата вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан 10 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем техникӑпа, ҫав шутра, плуглӑ тракторпа, ӗҫленӗ.