Мускаври теар критикӗсем шупашкара килӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӑватӑ спектакльне хаклӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейри театр ӳнерӗн институчӗн — ГИТИСӑн икӗ театровечӗ пулӗ.
Чӑваш театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ аслӑ шкулпа 1940 ҫултанпах ҫыхӑну ытаҫҫӗ. Ҫав ҫулхине ГИТИС ҫумӗнче чӑваш театрӗн студине йӗркеленӗ, 1947 тата 1961 ҫулсенче унтан чӑваш театрӗ валли актёрсем вӗренсе тухнӑ.
Хальхинче Шупашкара искусствоведени кандидачӗ, Константин Райкинӑн театр шкулӗн доценчӗ Екатерина Морозова тата драматург тата режиссёр, театр лабораторийӗсемпе фестивалӗсен кураторӗ Александр Вислов килӗҫ.
«Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен кунта килекен кашни театр критикӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Кирек мӗнле театра та ырӑ критика кирлӗ, унсӑр аталанаймастӑн», — тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.