Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Party е Самарти чӑвашсем клуб пурнӑҫӗ ҫӗнӗ трендне пуҫарать тесе пӗлтернӗ «Аван | Самар калаҫу клубӗ» «Контактра» тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Нумаях пулмасть унта пуҫласа чӑвашсен ташӑ каҫӗ иртнӗ. Уява вӑл тӑрӑхри 120 ҫын пырса савӑннӑ. Культура мероприятине Александр Моисеев чӑваш пуҫарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уявсене Александр унччен те йӗркеленӗ, анчах чӑвашсене пӗр ҫӗре пуҫтарса капла каҫра пӗрремӗш хут савӑнтарма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ ҫамрӑка Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ. «Аван» клуб юпа уйӑхӗн 23-мӗшенче чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленине, тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли тӳлевсӗр занятие Галина Цыганкова ертсе пынине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ. «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, юпан 24-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иккӗмӗш хут уҫӑлчӗ. Символла нумератора шаплаттарнӑ хыҫҫӑн пухӑннӑ халӑх умне конкурса хутшӑнакан фильма кӑтартрӗҫ. Енчен те пӗлтӗр иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ӳкернӗ «Киремет кати» фильмпа паллаштарнӑччӗ пулсан кӑҫал куракансем «История великого народа» (чӑв. Аслӑ халӑхӑн историйӗ) документаллӑ фильма пахалама пултарчӗҫ. Ю. Сергеев режиссёр ӳкернӗ фильм чӑваш халӑхӗ историйӗ пирки каласа парать. Авторсем хунсенчен пуҫласа Хусан ханлӑхӗн вӑхӑтӗчченхи тапхӑра илнӗ. Халӑх кун-ҫулӗ чӑн та куракансемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ пулас — зал лӑк тулли пулчӗ, халӑх саланмарӗ. Авторсем хӑйсен фильмӗн никӗсне Юхма Мишшин теорине хунине пула килӗшменнисем те пулчӗҫ. Андрей Суварин, сӑмахран, фильмра сӑварсене асӑнманнишӗн кулянчӗ. Аса илтеретпӗр, «Асам» кинофестивале шӑматкун пӗтӗмлетӗҫ. Унччен вара куракансем конкурса кӗнӗ 27 фильмпа тата тулашри 22 фильмпа паллашма пултарӗҫ. Кино ӳнерӗпе кӑсӑкланакансен вӗсене курма наци вулавӑшне е электронлӑ тата кинодокументацин патшалӑх архивне (И. Яковлев проспекчӗ, 12а ҫурт) ҫитмелле. |
Чӑвашлӑх
![]() Кашни орнаментӑн хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ Самара хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» клубӗ чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗнчи вӑрттӑнлӑхпа паллашас шухӑшлисем паян 11 сехетре унти Чернореченский урамри 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вулавӑша пухӑннӑ. Тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли заняти тӳлевсӗр иртнӗ. Мастер-класа Галина Цыганкова ертсе пынӑ. Галина Вениаминовна чӑвашсен тӗрри пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхӑн ҫак ӑсталӑхӗ пирӗннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Орнаментсемпе паллаштарнӑ, тӗрӗ техники пирки ӑнлантарса панӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Зинаида Аниськина Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнче халӑх театрӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫатра Константин Малышев журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна халӗ Зинаида Аниськина ертсе пырать. Акӑ епле ҫырса кӑтартнӑ вӑл: «Ачасемпе ҫулталӑкне 2 спектакль хатӗрлет Зинаида Владимировна. 15 ача ун патне актер ӑсталӑхне вӗренме ҫӳрет. Эрнере икӗ хутчен шкул хыҫҫӑн пухӑнаҫҫӗ вӗсем клуба. Денис Аниськин, Ангелина Агапова, Карина Яшмурзина, Полина Григорьева, Роман Чухунов, Вадим Ефремов – чи пултаруллисем. Ялти театр сезонӗ кӗркунне клуба ӑшӑ парсан пуҫланать. Премьерӑсене ял-йыш та кӗтет. Декорацисене те ял театралӗсен хӑйсен тума тивет. Клубри хӗрарӑмсене мӑшӑрӗсем пулӑшаҫҫӗ. Костюмсемпе ҫеҫ йывӑр. Уйрӑмах ачасем валли тӗрлӗрен выльӑхсен тумӗсене тума хӗн. Аслисен репертуарӗ – йӑлтах чӑвашла. Аслӑ ушкӑна шкулта тата ача пахчинче ӗҫлекенсем ҫӳреҫҫӗ, пенсионерсем те сахал мар. Анчах кунта та йывӑрлӑхсӑр мар. Зинаида Аниськина шухӑшӗпе, хальхи драматургсен пьесисемпе хатӗрленӗ спектакльсене ялта лартма йывӑр. Чебановӑн комедийӗсене кӑна сцена ҫине кӑларма ҫӑмӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсем пысӑк уявне паллӑ тӑвӗҫ. «Хӗрлӗ Октябрь» культура керменӗнче наци уявне «Кӗр сӑрине» пухӑнӗҫ. Унта пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Уявра Чӑвашра туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе те тутанма май пулӗ. Сӑмах май, Мускаври чӑвашсем ку уява ҫулленех паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. «Кӗр сӑри» ҫӳлерех асӑннӑ культура керменӗнче 15 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутскри чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр. «Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ. Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравлать. Вулавӑшри кружок виҫӗ ҫул ӗҫлет. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, халӑх академикӗ, Раҫҫей халӑх ӑсти Евгения Жачева педагог чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ май ҫак ӑсталӑха алла илме те хӑнӑхтарать. Асаннесемпе кукамайсен пултарулӑхне манӑҫа кӑларас мар, кашни тӗрӗ мӗн пирки ӑнлантарнине ӑша хывас текенсене вулавӑш ӗҫченӗсем «Асамлӑ тӗрӗ» кружока каллех йыхравлаҫҫӗ. Занятисем ҫитес уйӑхра, чӳкӗн 12-мӗшӗнче, пуҫӑнмалла. Унта шӑматкунсерен 10 сехет тӗлне чӗнеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗнчи ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 23-02-17 (хушма номер 144). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() APTӐRA-fest таврӑнать! Ҫапларах пӗлтернӗ Фейсбукри хӑйӗн страницинче Мария Савельева ятлӑ пике. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ку мероприяти чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. «Чӑвашла «аптӑра» тата тутарла «аптырау» пӗр пӗлтерӗшлех», — малалла ӑнлантарнӑ маларах асӑннӑ ҫав хыпарта. Унта тутарсемпе чӑвашсене унчченхиллех курман пек кӑтартма шантараҫҫӗ. Наци республикисен ӳнерӗ авангардлӑ пулнине ӗнентерсе пама тӗллев лартнӑ мероприяти йӑлана кӗнине тата ахальхи форматлӑ маррине, модӑпа килӗшсе тӑраканнипе музейрине кӑтартса памалла. APTӐRA-fest фестивале пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерӗ. Пӗлтӗрхи ун пек фестивальте чӑвашсемпе удмуртсемпе паллаштарнӑ. Ӑна удмурт хӗрӗ Дарали Лели (чӑн ячӗ Алена Петрова) чӗлхеҫӗ, писатель, поэт, сценарист, кинорежиссер, журналист, блогер, модель агентствин пуҫлӑхӗ йӗркелени паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.
Тӑван чӗлхемӗр кӑвайт ҫинчи хӗртнӗ хурҫӑ пек тӗлкӗшсе тӑрать. Таптаса килекен пӗрпеклетӳ тискерлӗхне ӑнланмасӑр, лайӑх шалуллӑ вырӑнти хӑшпӗр чӗлхеҫӗсемпе аслӑ тӳресем тӑван чӗлхене пӑтратма пӑрахаймаҫҫӗ. Хӑватлӑ халӑхсем хӑйсен чӗлхисене хӑюллӑн хӳтӗлеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑвашсем тӑван сӑмаха упрассишӗн ҫине тӑма пуҫларӗҫ. «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш тӗнчи» хаҫатсенче, Чӑваш халӑх сайтӗнче, «Идель.Реалии» сайтра ҫивӗч статьясем тухрӗҫ. Тӑван чӗлхене хӳтӗлесе ҫынсем судсене ҫитрӗҫ. Ыйтӑва Патшалӑх Канашӗн шайӗнче ятарласа сӳтсе явнӑ пулин те, Чӗлхе комиссийӗ каллех унталла-кунталла турткаланнипе шкул ӗҫне пӑтратса тӑрать. Татах капла хӑтлансан чӗлхемӗре тепӗр ӑру ӗмӗрӗнче сӳнтерсе лартатпӑр.
Пирӗн пӗрремӗш сӑмах — ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫасси ҫинчен. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |