Чӑвашлӑх
![]() Воронеж облаҫӗнче нумаях пулмасть «Русь песенная, Русь мастеровая» (чӑв. Юрӑллӑ Руҫ, ӑсталлӑ Руҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх культурине кӑтартнӑ май чӑвашсем те сумлӑ вырӑн йышӑннӑ. «Чӗрӗ ремесло» курав-ярмӑрккӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫӗр ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем тӑмран ӑсталаҫҫӗ, теприсем — тимӗрҫӗсем, виҫҫӗмӗшӗсем мамӑкран хитре япала ҫыхаҫҫӗ... Пирӗн республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн фольклор енӗпе тӑрӑшакан методисчӗ Светлана Тяхмусова хӑй те декоративлӑ прикладной ӳнер ӑсти пулнӑ май чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ. Фестивале уҫма 30 ытла ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӑл шутра Йӗпрӗҫ районӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ертӳҫи — Александр Федулов). «Эреветпе» пӗрле куракансем те ташша тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Гудимир кӗслеҫӗ Питӗр хулинчи Максим Анухин (пултарулӑхри хушма ячӗ — Гудимир) «Хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан» (выр. Березовый лист) юрра кӗслепе пуҫласа шӑрантарнӑ. «ГУДИМИР» проекта халӑх тетелӗнче саракан ҫав ҫамрӑк ӗнер юрланӑ. Сӑмах май каласан, ку юрра шыраса тупма йывӑр мар. Малтанласа кӗсле ҫепӗҫҫӗн янӑрать, кайран сасӑ хаватланса-вӑйланса пырать, унтан кӗслеҫӗ чӑвашла юрласа ярать. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ. Хӗрсем ваййа, хӗрсем вӑййа, хӗрсем вӑййа тухсассӑн килет урам, килет урам, килет урам илемӗ», — чуна лӑпкаса янӑраҫҫӗ кӑштах кӑна акцент сисӗнекен сасӑра. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче маттур ҫав каччӑ Сайра тата хай тӗллӗн пурӑнакан ушкӑнсемпе халӑхсен юррисене шӑрантаракансен Шупашкарти «Радуга» центрӗнче иртнӗ форумӗнче сцена ҫине тухнӑ. Гудимир тӗрлӗ халӑх юррисене илемлетсе юрлать. Академилле классикӑна та вӑл ҫӑмӑллӑнах парӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» организацийӗн инфостикерӗсем «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗ черетлӗ хутчен чӑвашла инфостикерсем пичетлесе кӑларнӑ. Хальхинче вӑл «Чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ», «Хупӑ», «Пушар тухасран асӑрхаканӗ», «Туртса уҫ», «Тӗксе уҫ», «Чӗлӗм ан турт», «Пушар тухсан 01 шӑнкӑравла. Моб. 112», «Ют ҫынсен кӗме юрамасть», «Уҫӑ», «Ҫутта сӳнтерсе хӑвар», «Кӗме», «Тухма», «Кайри алӑк» йышшисене хатӗрленӗ. «Кунта видеосӑнав пырать» текеннине унччен хӑш-пӗр ҫӗрте асӑрхама тивнӗччӗ-ха, хальхинче те ӑна илме пулать. «Ирӗклӗх» Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, кирлӗ пулсан — ушкӑн ертӳҫисем патне ҫырмалла е irekleh@gmail.com адреспа шӑрҫаламалла «Пурне те парнелетпӗр :)», — тесе хыпарланӑ. Ҫу уйӑхӗнче ҫак организаци хастарӗсем чӑвашла хӑю салатма пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлакан хӑю сарас акцие ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗчӗк чухне, 1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче, 1970-мӗшсен пуҫламӑшӗнче вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пире шкулта ҫӗнӗ кӗнекесем паратчӗҫ: чӑвашлисене, вырӑслисене… Ҫӗнӗ кӗнекесенчен ырӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗретчӗ. Инҫетри Шупашкартан ярса панӑ кӗнекесем темӗскерле чӑваш ӳкерчӗкӗсемпеччӗ, чуна туртакан тӑван шрифтпа тата илӗртӳллӗрех, кӑсӑклӑрахчӗ… «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсене тупма ҫукчӗ. «Пионер сассине» чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ. Кампурпа Ваҫҫук ҫинчен юратса вуланӑ. Чӑвашла куҫарнӑ киносене курма ҫынсем хаваспа лӑк тулли пуҫтарӑнатчӗҫ. Ҫулла чӑваш ҫӗрӗнчен тӗрлӗ театрсем (драма, пукане) килсен — клубра тӑма вырӑн ҫукчӗ… Спектакль пӗтсен артистсене «тӑвансем» тесе, хӑналама килсене сӗтӗретчӗҫ... Эпир — «тулашри чӑвашсем», «аякри тӑвансем» пулнӑ… Апла пулсан та, пирӗн пуҫра, шухӑшсенче ялан чӑн-чӑн, тӗрӗс чӑвашсен илемлӗ Ҫӗршывӗн, Шурӑ Шупашкарӑн мӗлки илӗртсе тӑнӑ, туртнӑ… Ачасем те Чӑваш Ҫӗршывӗнче туссем тупас тесе хаҫатсене ҫырусем ҫырса яратчӗҫ. Вӑт, ҫаплаччӗ... Ӗнер, паян пӗлнинчен… Эпир ҫапла ӗмӗтленнӗ, шаннӑ, вӑхӑтрах Сар Хӗвел Ҫӗршывӗнче «чӑн чӑвашсем» мӗн хӑтланнӑ? |
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи ют ҫӗршывсенче те республикӑн тулли праваллӑ элчелӗхӗсене йӗркелесшӗн. Пӗрлешӗвӗн хастарӗсем ку сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне сӗнӳпе тухнӑ. «Ирӗклӗхҫӗсем» асӑрханӑ тӑрӑх, Раҫҫей субъекчӗсен тӗнчери хутшӑнусене йӗркелеме май пур. Ҫакна саккунсемпех пӑхса хӑварнӑ. Апла пулсан регионсен элчелӗхӗсене ют ҫӗршывсенче йӗркелени саккунлӑ япалах. Саккунлӑ пулсан, мӗншӗн йӗркелес мар? Элчелӗх суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тата гуманитари тӗлӗшӗнчен ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелесе яма май парӗ. Экономикӑри кризис саманинче ку ыйту татах та ҫивӗчленни каламасӑрах паллӑ. Тутарстанӑн, ав, Турцинче тулли праваллӑ элчи пур. Эпир мӗнрен кая тет? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех. Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та. Хаклаканӗсем — хыпара вулаканӗсем. Вӗсем вара расна йышӑннӑ. «Крымра халӗ шӑпах ҫавӑ ҫитмест те. Чума вӑхӑтӗнчи ӗҫкӗ-ҫикӗ», — тӳрех хурланӑ хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн пӗри. Ку шухӑшпа килӗшмесӗр тепри Крымра мӗн чухлӗ чӑваш пурӑнни пирки статистика чӗлхипе хуравланӑ. Пурӑнччӑр. Аван. Уявлаччӑр. Анчах Ҫуркуннепе ӗҫ уявне мӗншӗн утӑ уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ? Ҫапларах тӗлӗнни сисӗнет тепӗр комментатор ҫырнинче. «Крымра пахча ҫимӗҫ виҫӗ хутчен туса илеҫҫӗ», — тенӗ май ку уява утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттернинче тепри ним начаррине те курмасть. |
Чӑвашлӑх
![]() Асӑну чулӗ. Сергей Щербаков тунӑ сӑн Чунҫӳрев–2016 (кӑҫал вӑл 27-мӗш хут ҫула тухнӑ) ҫак кунсенче Краснодар тӑрӑхӗнчи Хӑнакур хула ларнӑ вырӑна ҫитнӗ. Кунта вӗсем чӑвашсен мӑн аслашшӗсене сума суса асӑну чулне лартнӑ. Унта «Ку тӑрӑхра VII ӗмӗрте Атӑлҫи палхар-чӑвашӗсемпе Дунай пӑлхарӗсен Аслӑ Пӑлхар патшалахӗн тӗп хули Фанагори пулнӑ» тесе ҫырнӑ. Асӑну чулне ӗнер вырнаҫтарнӑ. Унсӑр пуҫне унта Чӑваш Енӗн халӑх академикӗ Николай Кондрашкин кӳлепеҫӗ хатӗрленӗ барельеф та вырӑн тупнӑ. Ӑна чул тӑррине вырнаҫтарнӑ. Барьельеф ҫинче Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӑн патши Купрат тата унӑн тӑхӑмӗсем — Аспарухпа Кӑтра-паттӑр — сӑнланнӑ. Аса илтеретпӗр, Аслӑ Пӑлхар патшалӑхӗ 632–671 ҫулсенче палӑрса юлнӑ. Ӑна тӗрлӗ пӑлхар йӑхӗсене пӗрлештерсе йӗркеленӗ пулнӑ. Купрат вилнӗ хыҫҫӑн пӗр чӑмӑра пухӑннӑ йӑхсем каллех саланнӑ. Пӗр пайӗ Питпуянпа пӗрле вырӑнтах юлнӑ, тепӗр пайӗ Тан урлӑ каҫса вырнаҫнӑ. Каярах Кӑтра-паттӑр вӗсене Атӑл тӑрӑхне илсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ — Аспарух — хӑйӗн ҫыннисене Танай юханшывӗ патне илсе кайнӑ. Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш ывӑлӗсем хӑйсен ҫыннисемпе хальхи Македони тата Итали ҫӗрӗсене илсе кайнӑ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп. Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу. Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм. Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх? Мӗн-ха вӑл чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлени? Чӑваш та чӑваш тесе кӑшкӑрса-янӑракансем сахал мар тесшӗнччӗ те, тӗрӗс мар пуплетӗп. Нумаях та мар вӗсем. Пӗр ҫынсемех. Ҫавсемех митингсем ирттереҫҫӗ, темле пухусене пуҫтарӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ сӑлтав тупса пӗр-пӗр палӑк умне тӑрса одӑсем вулаҫҫӗ. Чӑвашлӑх темипе вӗсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те хастар: хаҫатра статья ҫыраҫҫӗ, телекуравпа тата радиопа тухса калаҫаҫҫӗ. Чӑваш-чӑваш теҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пӗтет теҫҫӗ, ӑна упраса хӑвармалла теҫҫӗ. Ҫапла, тӗшши пур ҫав сӑмахра. Калаҫни аван. Чӗлхене пуплеме туса панӑ та, вылятмалла ҫав органа. |
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 3, 8, 14 тата 19-мӗш шкулсенче ачасен Акатуйӗ иртнӗ. Уявра шкул ҫумӗнче ӗҫлекен уйлӑхсене ҫӳрекен ачасем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 700 яхӑн шӑпӑрлан пулнӑ унта. Уява ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене те чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, администраци ӗҫченӗсем, хулари хисеплӗ ҫынсем пулнӑ. Акатуй линейкӑран пуҫланнӑ. Унта ачасем Чӑваш Республикин гимне юрланӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем тухса калаҫнӑ. Унтан ачасене маршрут листисем валеҫнӗ. Вӗсем тематика станцийӗсем тӑрӑх кайнӑ. Конкурссем Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ: Чӑвашри эрешсем, тӑван тӑрӑха пӗлни, наци юррисемпе ташшисем, тупмалли юмахсемпе юмахсем, чӑваш тумӗсем… Акатуя хутшӑннӑ ачасене хисеп грамотипе тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасем ҫамарта кустараҫҫӗ Ӗнер, Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Пӗтӗм чӑвашсен халӑх уявӗ «Ҫимӗк» иртрӗ. Вӑл, Чӑваш ентешлӗхӗсемпе районсенчи (регионсенчи) таврапӗлӳҫӗсен уйрӑмӗсене халалланӑскер, маларах иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗн тӑсӑмӗ евӗр иртрӗ. Ҫимӗке Самар, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Эстони тата ытти тӑрӑхри чӑвашсем ҫитнӗ. Уяв тӑван чӑваш чӗлхипе иртрӗ. Уявра ирттерме палӑртнӑ йӑла-йӗрке йышӗ сахал марччӗ, «Чемен карти» этнохулашра вӗсене пурне те кӑатртрӗҫ. Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ. Ҫимӗк тӗлне хатӗрленӗ таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳҫӗсен пуххине Чӑваш таврапӗлӳҫисен председателӗ Сергей Сорокин ертсе пычӗ. Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗраки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах. Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |