Паянхи кун, Пӗтӗм Тӗнчери тус-юлташсен кунӗнче, «Ирӗклӗх» наци пӗрлешӗвӗ хӑйне евӗр акци пуҫарса ярассине пӗлтернӗ.
«Чӑваш нацин уйрӑмлӑхӗ вӑл - йӑхташӑмӑрсем Раҫҫей Федерацийӗн кашни тӑрӑхӗнче тенӗ пекех тӗпленсе пурӑнни. Раҫҫейӗпех сарӑлса пурӑнакан чӑвашсем вырӑспа ытти халӑх хушшинче «ирӗлсех» каяҫҫӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ҫухатса вырӑсланса пӗтме пултараҫҫӗ. Республикӑмӑрта та ҫав чир пур», — тесе ҫырнӑ пӗрлешӳ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Акци тӗллевне ҫапларах ӑнлантарнӑ. «Ҫак уява халалласа эпир халӑхӑн вӗҫӗмсӗр акцине пуҫарса яратпӑр:
Интернетри халӑх тетелӗсенче (facebook, vk, instagram, ok, twitter т.ыт.т) тӑван чӑваш чӗлхипе, хамӑрла пурӑнакан хастар чӑвашсене пӗтӗҫтермелле, пӗр-пӗринпе хутшӑнтармалла, хамӑр хушӑра тӑван чӗлхепех калаҫмалла», — шухӑшлаҫҫӗ пӗрлешӳ хастарсем.
Ҫак тӗллевпе халӑх тетелӗсенче кашнин пост лартмалла, унта хӑй пирки пӗр-ик сӑмах ҫырмалла, кама шыранине, кампа паллашас, туслашас килнине палӑртмалла. Постра #МАНПАТУСЛАШ хэштег лартмалла. Посчӗсене чӑвашла ҫырмалла.