Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Чӑвашлӑх
![]() Мускав облаҫӗнчи информаци политикин управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей кунӗнче Коломенск районӗнче наци туйӗсен фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗр ҫӗршыв — пӗр ҫемье» ятпа йӗркелеҫҫӗ. Ведомствӑра каланӑ тӑрӑх, уяв программи пуян. Унта мӑшӑрсен дефиле кӑтартмалла, наци туйӗсен йӑли-йӗркипе, апат-ҫимӗҫӗпе паллаштармалла. Ҫавӑн пекех ачасемпе аслисем валли интерактивлӑ программа, ташӑ флешмобӗ хатӗрленӗ, спорт аттракционӗсем ӗҫлӗҫ. Мероприятие Пушкӑртстан, Дагестан, Кабарда-Балкар, Калмӑк Республики, Коми, Мӑкшӑ, Тутар республикисем, Удмурт, Чечня, Чӑваш республикисем хутшӑнӗҫ. Фестиваль кӑнтӑрла пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускавра ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӗнеке фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Александр Пушкин ҫуралнӑ кунне тата Вырӑс чӗлхин кунне халалланӑ. Курава Раҫҫейри 300 издателсьтво хутшӑннӑ. Фестивале Чӑваш кӗнеке издательстви те кайнӑ. Вӗсем курава 300 ытла кӗнеке тӑратнӑ – истори, культура пирки, илемлӗ хайлавсем, ача-пӑча литератури. Экспозиципе Дмитрий Медведев премьер-министр паллашнӑ. Ӑна Чӑваш энциклопедийӗн тӑватӑ томне кӑтартнӑ. Дмитрий Медведев проект тӗлӗшпе ӗҫ малалла пынипе пыманни ҫинчен интересленнӗ. Чӑвашсем электронлӑ версине аталантарнине каланӑ. Премьер-министра Чӑваш кӗнеке издательстви мӗн чухлӗ кӑларни тӗлӗнтернӗ. Юлашки 3 ҫулта предприяти 940 пин экземпляр кӗнеке кӑларнӑ. Чӑвашран килнисем Дмитрий Медведева «Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ» кӗнеке парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускав хулин думин комиссийӗ хулара чӑваш халӑхӗн Ҫуттакӑларуҫине, чӑваш алфавичӗн йӗркелӳҫине Иван Яковлева халалланӑ палӑка лартас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ыйтӑва сӳтсе явас ҫӗре элчелӗх пайташӗсем, Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ, Раҫҫей архитекторӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Владимир Филатов хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Иван Яковлевӑн Чӗмпӗрте вырнаҫтарнӑ палӑкӗн авторӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Владимир Нагорнов скульптор та пулнӑ. Палӑка Мускаври Пысӑк Уҫланкӑ урамӗнче лартма палӑртнӑ. Ку «Полянка» метро станцийӗнчен инҫех мар. Палӑка лартсан сквер та Иван Яковлев ячӗпе хисепленӗ. Ку ыйтӑва Якиманка муниципалитет округӗнче ҫу уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӗкленӗ ӗнтӗ. Анчах ун чухне палӑк вырӑнне тӗплӗн тишкерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗпхури чӑвашсен вырсарни шкулӗнче ӑс пухнисенчен пӗри Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ чӑвашсен вырсарни шкулӗнче вӗренӳ ҫулӗнчи чи пултаруллӑ ачасене чысланӑ. Вӗренӳре тата хулапа республикӑн культурӑпа вӗренӳ проекчӗсене хастар хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагогсен коллективӗн тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Шкул директорӗ Иван Тарасов «Башинформ» агентствӑна пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал вунӑ ача Ольга Миронован ятарлӑ дипломне тата премине тивӗҫнӗ. Ку премие Пушкӑртстанри чӑвашсен «Канаш» ӗҫтӑвкомӗ Расҫей математикӗн Павел Мироновӑн мӑшӑрӗн Ольга Миронован (Думнован) 140 ҫулхине халалласа ҫирӗплетнӗ. Вӑл Мариинскинчи хӗрарӑмсен гимназине кӗмӗл медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Унтах географи вӗрентекенӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — «География Уфимской губернии» тата «География Башкирской АССР» кӗнекесен авторӗ. Ӗпхӳри чӑваш педтехникумра та преподавательте вӑй хунӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Ен элчин Леонид Волков пирки сахал мар шавлаҫҫӗ. «Пуканӗ» ҫӳллӗскер те унта ларакан ҫын пирки сас-хура халӑха кӑсӑклӑ. Пӗрисем савӑнаҫҫӗ, теприсем — кулянаҫҫӗ. Паллах, коррупципе кӗрешни питӗ кирлӗ япала. Ку кӗрешӳре «пирӗннипе» «сирӗннисем» ҫине уйӑрни пӗрре те вырӑнлӑ мар. Патшалӑх ҫине ӗҫлетӗн пулсан, ҫӳллӗ пукан йышӑнатӑн пулсан — саккуна пӑхӑнса ӗҫле, йӗрке ан пӑс. Ҫавах та кунта тепӗр ен те пур — кирлӗ пулсан пуҫлӑхсем саккунсемпе хӑйсене майлӑ выляма пултарасси. «Суровость российских законов компенсирует необязательность их исполнения», — теҫҫӗ вырӑссем. Чӑвашла каласан, Раҫҫейри ҫирӗп саккунсене вӗсене пӑхӑнас тӗлӗшпе ҫирӗп ыйтманни ҫемҫетет. Анчах ку каларӑш ахаль чухне ҫеҫ ӗҫлет. Сан ӗҫӳ е сан вырӑну кама та пулин интереслентерме пуҫларӗ пулсан каларӑшри иккӗмӗш пайӗ пирки тӳрех манса каяҫҫӗ те ҫирӗп ыйтма пуҫлаҫҫӗ. Кӑлтӑкӗсене вара, кирлӗ пулсан, темӗнле ӗҫре те тупма пулать. Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахра та тӗп сӑлтавӗ вӑрттӑн-кӗрттӗн вӑйӑпа (выр. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ. Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ. Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем). Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи. Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров. Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ. Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ. Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пухӗҫ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра пулмалла. «Ача-пӑча Акатуйне» йӗркелекенсем чӑвашсен ырӑ йӑлине тӗпе хурса ирттересшӗн. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне (фольклор, халӑх тата эстрада сӗмӗллине те хаклӗҫ), «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурсене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗ. Фестиваль-конкурса хутшӑнас текенсенчен Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ кӑмӑл пуррине палӑртакан ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать. Вӗсене О. Беспалов урамӗнчи 2 «а» ҫурта ҫитерсе те, rovesnik@cbx.ru электрон пуштӑпа та ярса пама юрать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-04-66. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ акци пуҫланӑ — чӑвашла хӑю салатассине. Чӑвашла хӑю сарӑ тӗслӗ, хӗрлӗ йӑрӑмлӑ. Сарлакӑшӗ 2,5 см. Ҫапла май вӑл чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлать. Акцин срокӗ ҫук, ӑна хастарсем ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планлаҫҫӗ. Чӑвашла хӑю валеҫнӗ май «Ирӗклӗх» ятарлӑ конкурс та пуҫланӑ, ӑна «Хӑюллӑ пул, пурне те хӑюллантар!» ят панӑ. Чӑвашла хӑйӑва тум ҫине ҫаклатнӑ хыҫҫӑн сирӗн сӑн тумалла та «Ирӗклӗх» хастарӗсене ярса памалла (вӗсене «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра тупма пулать). Чи хӑюллисен йышӗнчен пӗрне суйласа мӗнле те пулин парнепе чыслама та палӑртнӑ. Чӑвашла хӑю илес тесен «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пайташӗсемпе ҫыхӑнӑр. Инҫетрисем ҫак хӑйӑва «СУМ» лавкка урлӑ туянма пултараҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |