Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашлӑх анлӑхӗнче вӑй хуракансем паянхи куна кашни ҫул асра тытаҫҫӗ — Митта Ваҫлейӗн асӑну хӑми ҫине чечек хураҫҫӗ. Кӑҫал та, чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ ачине тытса кайнӑ кунхине, вӗсем Карл Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫурт умне пухӑнчӗҫ. Асӑну хӑми умне чечек хума Чӑваш наци конгресӗн Президиум пайташӗ Николай Егоров, чӑвашсен паллӑ ваккачӗ Николай Столбов, «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем Дмитрий Степановпа Юлия Романова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Николай Енилин, Митта Ваҫлейӗн ячӗллӗ преми фончӗн ертӳҫи Илле Иванов тата чӑваш ҫыравҫи Юрий Сан хутшӑнчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Тавлашу кӗтесӗ Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.
— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ? — Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем. Ку ыйтӑва ӑнланас тесен, тӗслӗхрен Библипе паллашмалла. «Кивӗ Халалта» мӗнле ҫырнӑ? Яхве Турӑ пӗрремӗш ҫынсене Тухӑҫра пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Анӑҫ ӑнлав ҫук унта, Тухӑҫ пирки ҫеҫ сӑмах. Ҫакна та палӑртса хӑварас пулать: пур аслӑ моно-тӗнсем те Тухӑҫра ҫуралнӑ (анчах та ку урӑх ыйту, ун пирки каярах сӑмах хушӑпӑр). Пӗрремӗш ҫынсене Ҫӑтмаха пурӑнма вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Яхве вӗсене каланӑ: «Пурӑнӑр, Анчах та Ырӑпа Усал Пӗлӗвне упракан йывӑҫ патне ан пырӑр. Ӑна тутанмасан эсир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр». (Тӳрех палӑртатӑп, ӑнланмалларах пултӑр тесе эп хам сӑмахсемпе каласа паратӑп. |
Чӑвашлӑх
![]() Конкурсра палӑрнисемпе Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта Альбина Юрату сӑвӑҫа, публициста, 20 ытла кӗнеке авторне халалланӑ поэзи уявӗ иртнӗ. Хӑнасене кӗтсе илме классенче чӑвашла «Класс кун-ҫулӗ», «Асӑрханса пурӑнар» стендсем туса хатӗрленӗ. Шкулта ӗҫлекенсем шкула тата ытларах хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ П.Е. Барабанов художникӑн куравне те йӗркелерӗҫ. Ал-ӗҫ ӑсталӑх кружокне ҫӳрекенсем чӑваш тӗрри тӗрленӗ. Аслӑрах класра вӗренекенсем сӑвӑҫ пултарулӑхӗ пирки хӑтлав хатӗрленӗ. Уява ирттерме ялти усалмҫӑсем — Андрей Клементьевпа Петр Белов тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн «Сӗнтӗр Ен» ентешлӗхӗ — пулӑшнӑ. Малти вырӑнсене илемлӗ вуласа Е. Анкудинов, Р. Петров, А. Перлова тухнӑ. Кӗҫӗн классем хушшинче 4-мӗш класра вӗренекен Д. Димитриев тата А. Демьянова, 3-мӗш класри М. Белова йышӑннӑ. Вӑтам классенчен 9-мӗш класри Д. Федотов, 7-мӗшӗнчи А. Колесникова, 8-мӗшӗнчи А. Андреева ҫӗнтернӗ. Аслӑ ӑрурисем хушшинче Г.В. Соловьева, Е.В. Матюшова, М.Н. Николаева ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» общество организацийӗн хастарӗсем Чӑваш Енӗн Конституцийӗн кунне йышӑнтарасшӑн. «Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче раштавӑн 9-мӗшӗнче (ку куна тӗрӗссипе раштавӑн 12-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ-ха) Раҫҫей Федерацийӗн Конституци кунӗпе ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе салам пичетленӗ. Ҫӗршыв шайӗнче «Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ҫинчен» 1994 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ саккун пур», — ӑнлантарса ҫырнӑ Чӑваш халӑх сайтне асӑннӑ пӗрлешӳ хастарӗсем. «Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин Конституцине йышӑннӑ кун та (2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ), унччен те, маларах та Чӑваш Республикин Элтеперӗн сайтӗнче те, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те республикӑн тӗп саккунӗпе Михаил Игнатьев саламлани пулмарӗ», — пӑшӑрханаҫҫӗ «Ирӗклӗх» пайташӗсем. Унтан вӗсем Чӑваш Ен Элтеперӗ патне Чӑваш Ен Конституцийӗн кунне йышӑнма ыйтса ҫыру ҫырнине пӗлтернӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» аккаунтра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Эпӗ Чӑваш Ене юрататӑп» проект хастарӗсем килӗшӳллӗ чӑваш элемеллӗ ҫипуҫ хатӗрленӗ. «Пирӗн Чӑваш Ен — пирӗн тӑван ҫӗршыв, нумай ӗмӗрлӗ историпе пуян, пирӗн мӑн асаттесен тумтирӗсенче палӑртнӑ пӗртен-пӗр символӗсемпе паллӑ. Эпир сире ҫав кун-ҫулӑн пайӗпе паллашма, пирӗн ӑрура хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн унӑн илсе ҫӳрекен элчӗ пулма сӗнетпӗр», — ҫырнӑ унта. «Пирӗн кӗпесем — уникаллӑ тата пӗртен-пӗр ҫамрӑксен модипе тӑван ен синтезӗ!» — шухӑшлаҫҫӗ хастарсем. «Хамӑрӑн тымарсем ҫинчен астӑвар! Тӑван культурине аталантарма Ялав© проекта хутшӑн», — тесе чӗнекенсем тӗнче тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗсен адресӗсене пӗлтернӗ: «Контактра» — vk.com/yalovechuvashiya; Инстаграмра — yalav_21. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Александра Прокопьева И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӑваттӑмӗш курс студентки Александра Прокопьева Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен культура эткерлӗхӗ, экологи тата пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе «ЮНЭКО» форумра палӑрнӑ. Историпе филологи факультетӗнче ӑс пухаканскер I степеньлӗ диплома тата «За лучшую научную студенческую работу» (чӑв. Студентсен чи лайӑх ӑслӑлӑх ӗҫӗ) медале тивӗҫнӗ. Пӗтӗм ҫӗршыври ҫамрӑк ӑсчахсем пуҫтарӑннӑ пуҫтарӑннӑ форума пирӗн республика хӗрӗ хальхи вӑхӑтри диалект вӑрттӑнлӑхне тӗпченӗ ӗҫпе хутшӑннӑ. Ӑна вӑл Алина Ахвандеева доцент пулӑшнипе хатӗрленӗ. Хӗр хӑйӗн ӗҫне наци шкулӗсенче тӑван чӗлхене вӗрентнӗ чух та усӑ курма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ май унӑн ӗҫӗ усӑллӑ пуласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхӗнчен пассажирсене рейссем пирки чӑвашла та пӗлтерме ыйтнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Халӗ пассажирсене чӑвашла та хыпарлаҫҫӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе нумаях пулмасть кӗртнӗ. Унтанпа пӗр эрне те иртмен. Малтан рейссем пирки вырӑсла, унтан чӑвашла пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери рейссене вара акӑлчанла та хыпарлаҫҫӗ. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ Шупашкарти аэропортӑн тӗп директорӗ патне утӑ уйӑхӗн варринчех ҫыру янӑ. Вӗсем ун чухне аэропорта информаци хӑмисемпе тивӗҫтерме те ыйтнӑ. Унта вара, вӗсен шухӑшӗпе, вырӑсла тата чӑвашла ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш пуканисем синтепонран та хитре пулаҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑк хӗрарӑм чун канӑҫне пуканесенче тупнӑ. Ачалӑхри йӑли-йӗрки, пуканепе вылясси, иртсе пӗтменнишӗн мар. Лилия Жукова синтепонран пуканесем хӑй аллипе ӑсталать. Тем тӗрли хушшинче чӑваш тумне тӑхӑннисем те пур. Ал ӑсти асӑннӑ районти Турханта ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл Тралькассинчи Культура ҫуртӗнче методистра тӑрӑшать. Унта тимленипе пӗрлех ӳркенмен хӗрарӑм общество ӗҫне те хастар хутшӑнать. Ун патӗнче хӑнара пулса хавхаланнӑ «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫырнӑ тӑрӑх, «хӑш-пӗр ҫын ӑшӑ кӑмӑлӗпе, хавхаланӑвӗпе, ӗҫченлӗхӗпе палӑрса тӑрать. Вӗсен ӑсталӑхӗнчен, ҫаврӑнӑҫулӑхӗнчен тӗлӗнсе пӗтереймӗн. Лайӑх тӗслӗх ыттисенче те ырӑ вӑрлӑх шӑтарасса шанас килет». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ. Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ. Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ. «Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта. Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ. Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман. Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |