Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Туризм эрни иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Мероприятисен ҫирӗплетнӗ графикӗпе килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра «Чӑвашсен ӗҫми-ҫимине тутан» гастрономи турӗ пирвайхи хут иртӗ. Мероприяти йӗркелӳҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тур вӑхӑтӗнче аякран килнӗ хӑнасемшӗн кӑна мар, хамӑр республикӑра тахҫантанпах пурӑнакансемшӗн те кӑсӑкли, курса тӗлӗнмелли, пӗлмелли чылай пулӗ. Тура пыракансем чӑваш наци апат-ҫимӗҫне, ӗҫмине астивсе пӑхма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсене авалхи тӗрӗк халӑхӗн пуян культурипе те тӗплӗн паллаштарӗҫ. Ҫавӑн пекех палӑртса хӑварар: гастрономи турне вырӑнти туризм енӗпе ӗҫлекен фирмӑсене те йыхравланӑ. Чӑваш шӑрттанне, шӳрпине, хуран куклине, сӑрине астивсе курас килет-и? Тура хутшӑнӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пирӗн пӳлӗмӗн алӑкӗ Чӑваш халӑх сайчӗ паянхи кун 12 тултарчӗ. Эпир — сайтӑн тӗп редакторӗ тата корреспонденчӗсем — пурте те ҫак кун ячӗпе саламлатпӑр! Паянхи кун «Чӑваш халӑх сайчӗ» электронлӑ массӑллӑ информаци хатӗрӗ шутланать. Пирӗн МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ те пур — ЭЛ № ФС 77 - 68592, ӑна 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Кӑҫалхи тепӗр ҫитӗнӳ — Чӑваш халӑх сайчӗн халӗ хӑйӗн пӳлӗмӗ те пур. Вӑл Пичет ҫуртӗнче (Иван Яковлев пр., 13-мӗш ҫурт) 6-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Кӑмӑл пуррисене паян 621-мӗш пӳлӗме йыхравлатпӑр (16:30). Ҫавах та Чӑваш халӑх сайчӗ вӑл хыпарсем ҫеҫ мар. Пирӗн портал анлӑшӗ самай пысӑк. 12 ҫул хушшинче эпир электронлӑ вулавӑш, сӑмахсарсен пуххине, чӑвашла терминсем ӑсталамалли сайта, чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ ҫӳпҫине, чӑвашла ҫырнӑ текстсене тӗрӗслемелли хатӗре тата ытти нумай-нумай япалана ӑсталаса хатӗрлесе! Пирӗн сайта пулӑшакансене, хыпарсемпе тивӗҫтерекенсене, пирӗн сайтра информаципе паллашакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! |
Чӑвашлӑх
![]() Паян Шупашкарти Гладков микрорайонӗнче 1-мӗш номерлӗ шкул уҫӑлнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ заведенине унта пулса курнӑ «Хыпар» журналисчӗ Валентина Смирнова: «Чӑваш хутлӑхӗнчи чи хӑтлӑ шкул», — тесе хаклать. Гладков микрорайонӗнче пурӑнакансен ачисем унччен хулари 10 тата 24-мӗш шкулсене ҫӳренӗ. Халӗ микрорайон валли ятарласа уҫнине 960 ача паян ура ярса пуснӑ. Шкул урати урлӑ тин кӑна каҫнисем ҫав шутра — 213-ӗн. 21-мӗш ӗмӗрти шкула хальхи пурнӑҫ ыйтнипе тивӗҫтермелле йӗркеленӗ: бассейнӗ те пур унта, баскетболпа волейбол лапамӗсем те, хореографи класӗпе мастерскойсем. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗрремӗш шӑнкӑрав пама хутшӑннӑ икӗ каччӑран пӗри чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпепе пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина сӑнӳкерчӗкӗ «Хальхи ҫамрӑксем тӑван культурӑна тата чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхепе калаҫмаҫҫӗ», — чунне ыраттарнӑҫи пулса калаҫаҫҫӗ хӑшӗсем. Фейсбукра Марина Карягина тележурналист, поэт, драматург кӑсӑклӑ пӗр пулӑма ҫырса кӑтартни шухӑша янӑран сире те унпа паллаштарас килчӗ: «Шупашкарӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пулнӑ май культурӑпа искусство институчӗ умӗнчи Петӗр Хусанкай палӑкӗ патне ҫитсе Аслӑ поэта пуҫ таяс терӗм. Палӑк патӗнчи арҫын ачасенчен ыйтатӑп: — Камӑн палӑкӗ ку? Ачасем мана пулӑшма васкаса хыпаланса ӳкрӗҫ, ҫырса хунине шыраҫҫӗ. — Петр Хузангай, — терӗ пӗри. — Кам вӑл? — питӗ ӑнӑҫлӑн (ютран килнӗ ҫын вырӑннех йышӑнчӗҫ) пӗлмӗше перетӗп ҫаплах. — Куллен тенӗ пек ҫакӑнта ҫӳресе, вуламасӑр мӗнле пӗлеймерӗр-ха камӑн палӑкӗ иккенне? — Эпӗ пӗлнӗ! — Тӳрех асилеймерӗм кӑна... — Эпӗ те пӗлнӗ! — пӗр-пӗрне пӳлсе хуравлаҫҫӗ ачасем. — Астуса юлӑр та нихҫан та ан манӑр: Петӗр Хусанкай — пысӑк поэт, — терӗм те хуллен пӑрӑнса утрӑм. Ачасем шӑпланса хытса юлчӗҫ». Унтан Марина Карягина ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: «Ҫак шӑплӑх мана питӗ килӗшрӗ: унта пӗр ытлашши хускану тусанах ҫак Ята манса каясран хӑрани, эпӗ каланӑ сӑмах пӗлтерӗшне ӑнланса юлас тени пурччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск крайӗнче кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут «Чӳклеме» уява пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх культурине халалланӑ уява крайри чӑвашсем ҫулсерен урӑх хулара е ялта ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӗсем ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ачинскра уявланӑ. Уяв Чӳклемене халалланӑ юрӑпа тата вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ паркӗнче нацисен 20 картишне йӗркеленӗ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ. Арҫынсем спорт лапамӗнче кире пуканӗ йӑтассипе, ачасем кӗвенте йӑтса чупассипе тупӑшнӑ. Вӑйӑ картине Ачинск хула мэрӗ Илай Ахметов тӑнӑ. Красноярск крайӗнчи чӑвашсен автономине ертсе пыракан Геннадий Храмов та уявра халӑхпа савӑннӑ, унта тӗрлӗ мероприяти ялан йӗркелет. Геннадий Храмов — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсем хастарлӑхпа палӑрнине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те асӑрхарӗҫ пулӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Китайри Хулумбир хули ҫывӑхӗнчи Хайлар провинцийӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери эрешсемпе тумсен фестивальне хутшӑннӑ. Унта аякри йӑхташӑмӑрсем тивӗҫлипех палӑрнӑ. Китайри курава ҫитнӗскерсене ылтӑн турилккепе, дипломпа чысланӑ. Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине ҫав фестивале хутшӑнма Этнодизайнерсен Евразири ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Иркутск тӑрӑхӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсем Байкал кӳлли хӗрринче, «Тальцы» уҫӑ сывлӑш айӗнчи музей комплексӗнче, Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сарӑту облаҫӗнчи Пасар Карабулак районӗнчи Ӗшнеуй (выр. Шняево) ялӗ никӗсленнӗренпе 325 ҫул, Сарӑту облаҫӗнчи чӑваш наципе культурин «Ентеш» автономийӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче регионта пысӑк уяв иртнӗ. Кун пирки «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат пӗлтернӗ. Унта Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Чӗмпӗр, Пенза облаҫӗнчи делегацисем те кайнӑ. Сарӑту облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине Сергей Васильев ертсе пырать. Хӑнасене ял халӑхӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Уява валли чӑваш, вырӑс, мӑкшӑ, тутар тата ытти халӑх картишӗсем йӑла-йӗркепе паллаштаракан курав йӗркеленӗ. «Уяв театрализациленӗ акаран пуҫланнӑ. Аслӑраххисем ака пуҫне йӑтса утнӑ, хӗрсемпе каччӑсем тырӑ акнӑ. Ҫакӑ хирти ӗҫсене сӑнланисӗр пуҫне пурнӑҫӑн пӗр чарӑнми ҫаврӑнӑвне те палӑртать: ака пуҫӗ — арҫын, ҫӗр аннемӗр — хӗрарӑм», — тесе ҫырнӑ «Чӑваш хӗрарӑмӗнче». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре пурӑнатпӑр пулин те чӑвашла ҫырнӑ баннерсене, стендсене, учрежденисен ячӗсене курсан ачалла хӗпӗртетпӗр. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫӗнче нумаях пулмасть уҫнӑ культура ҫуртне аякран курӑнмалла пысӑк саспаллисемпе тӑван чӗлхепе ҫырни куҫа илӗртет. Нумай ҫул хушши клубсӑр пурӑннӑ ялти культура ҫуртне ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӗҫлеттесре янӑ. Вӑл — 150 вырӑнлӑх. «Хыпар» издательство ҫурчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «культура вучахӗнче вулавӑш та, санузел та пур. Юнашарах — спорт площадки, ҫуллахи сцена. Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кунта Чӑваш патшалӑх академи театрӗн артисчӗсем «Ыйӑх ҫухатнисем» спектакль лартнӑ. Паян вара асӑннӑ культура керменӗнче республика пӗлтерӗшлӗ пӗрремӗш мероприяти иртнӗ. Унта Вӑрмар районӗн пӗрремӗш ҫур ҫулти социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Шупашкарта тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ уҫӑлнӑ. Унта Самар, Ӗрӗнпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи, Омск облаҫӗсенчи, Тутарстан, Калмӑк, Пушкӑртстан, Мӑкшӑ, Мордва республикисенчен, Алтай крайӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем Шупашкарти тӗп сцена ҫинче пултарулӑха кӑтартнӑ. Унччен куракансене тӗрӗк халӑхӗсен историйӗпе паллаштарнӑ, вӗсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа панӑ. Паян пултарулӑх ушкӑнӗсем тӗрлӗ сцена ҫине тухнӑ. 18 сехетре вӗсен гала-концерчӗ пуҫланнӑ. Унтах чи пултаруллисене дипломсемпе наградӑлама палӑртнӑ. Чӑваш тӗррин музейӗнче паян тӗрӗк халӑхӗсен ҫавра сӗтелӗ иртнӗ. Аса илтерер, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче иртет. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн культура министерстви, Раҫҫейӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Дина Гаврилова кӗнеки Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Эстонире пурӑнакан Дина Гаврилова ҫыравҫӑн «Путешествие Пуси Югорской из Сибири в Эстонию» кӗнекине хӑтлӗҫ. Ҫӗпӗртен Эстоние ҫитнӗ кушак ҫинчен ҫырнӑ юмаха социаллӑ сатира шутне кӗртнӗ. Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ Ялтӑра чӑваш ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн чӑн ячӗ — Надежда Григоренко. Политехника техникумӗнче, каярах Ленинградри политехника институтӗнче вӗреннӗскер 1985 ҫултанпа Эстонире пурӑнать. Ҫиччӗре чухне вырӑс интернатне лекнӗ пулин те тӑван чӗлхене манман. Кӗнекисене те ентешӗсем ҫинчен ҫырать. Хӑй калашле, малашне те пултарулӑхне вӗсене халалласшӑн. Чӑваш Енре Эстони ҫыравҫи Раиса Сарпи, Альбина Юрату тата Валерий Туркай сӑвӑҫсемпе тӗл пуласшӑн. 2015 ҫулта Пушкӑртстан ҫӗрӗ ҫинче «Силпи» фестиваль иртнӗ чух ҫав чӑваш поэчӗсемпе паллашнӑ та вӗсем тӑван культурӑшӑн хыпса ҫуннине курнӑран килӗштернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |