Чӑвашлӑх
![]() Нурлат хулинче ҫуралса ӳснӗ чӑваш хӗрӗ Александра Цыганова ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине пӗлмест пулин те чӑваш чӗлхине тӗпчет. Ҫакӑн пирки вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ. «Александра Хусанти федераллӑ университетӑн Халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусен факультетне пӗтернӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Турцири Анкара университетӗнче вӗренме грант ҫӗнсе илсен востоковед-африканист должноҫне хӑварса ют ҫӗршыва вӗренме кайнӑ. Турцири ӗҫтешӗсемпе пӗрле пулса вӑл Тутарстан чӑвашӗсемпе Чӑваш Енрисен уйрӑмлӑхне тӗпчет. Нумаях пулмасть аспирантка тӑван тӑрӑха информаци пуҫтарма килнӗ. Унччен асӑрхаман япаласем кӑсӑклантарнӑ ӑна. Александра Цыгановӑна ентешӗсем, вырӑнти Чӑваш наципе культура центрӗ пулӑшнӑ. Тӗпчев анлӑ та тӗплӗ пултӑр тесе Якуркелти фольклор ансамблӗпе ЧНКЦ хуплу пӗҫерсе, сӑра вӗретсех кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑс уйӑхӗн 14-24-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш кӗввин фестивалӗ иртет. Нумаях пулмасть ку тӗлӗшпе пресс-конференци йӗркеленӗ. Чӑваш кӗввин фестивальне йӗркелес шухӑш 2010 ҫулта ҫуралнӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Сӑмах май, чӑваш композиторӗсен кӗввисемпе хывнӑ спектакльсене иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех лартма тытӑннӑ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Григорий Хирпӳн «Нарспи» опери сцена ҫине тухӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» спектакльне кӑтартӗҫ. Вӑл — пӗрремӗш чӑваш балечӗ, ӑна 1970 ҫулта лартнӑ. Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперине кӑтартӗҫ. Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вара гала-концерт иртӗ. Унта куракан валли чылай интересли пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та ҫырса хатӗрленӗ. Кун пирки Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче хыпарланӑ. «Шупашкарти Университет урамӗн 34-мӗш ҫуртӗнчи ҫӗнӗтсе уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене чӑвашла та тунӑ! Питӗ паха тата хисеплемелли япала!» — ҫапларах хакланӑ ку ӗҫе халӑх тетелӗнче, унпа пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Лавкка хуҫисен ӗҫне мухтаса та ырласа 116 ҫын «килӗшет» палла пусма, 19 ҫын хӑйӗн страницине куҫарса лартма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри вара комментари те хӑварма ӳркенмен. Акӑ, сӑмахран, Оксана Антонова: «Пятёрочка» маттур. Пирӗн район центрӗнче те кӑтартмӑшсем тутарла тата вырӑсла (Тутарстанра)» — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ольга Антонова (варринчи) Тӗменти чӑваш пуканине ӑсталакан маттурсемпе вӑл тӑрӑхри «Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен облаҫӗ паян) интернет-хаҫат паллаштарнӑ. «Тюменские чуваши берегут свадебный наряд весом пятнадцать килограммов» ят панӑ материалта Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ тӑван халӑх культурине упраса хӑварассипе хастар ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Аса илтерер, «Тӑван» ассоциацие унти аслӑ шкулта ӗҫлекен Ираида Маслова ертсе пырать. Пӗрлешӗве Чӑваш Енри Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен тухса кайнӑ Антоновсен ҫемйи (вӗсем — усламҫӑсем) те самай пулӑшать. Кун пирки Ираида Маслова ҫак йӗркесен авторне паян пӗлтерчӗ. Тӗменти чӑваш культурин центрӗнче иртнӗ «Народная кукла своими руками» (чӑв. Хамӑр алӑпа халӑх пукани) маҫтӑр-класа та Ольга Антонова ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ. Наци Конгресӗн I-мӗш Президенчӗ Атнер Петрович Хусанкай пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра Атнер Петрович Конгресӑмӑрӑн хисеплӗ Президенчӗ пулса ӗҫлет. 1993-мӗш ҫулта Атнер Петрович Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ҫула тухрӗ. Нью-Йорк хулинче ООН (Чӑмӑртаннӑ Нацисен Пӗрлӗхӗ) йышне кӗмен Патшалӑхсен Мӑн Пухӑвӗн ӗҫне хутшӑнчӗ вӑл! Шупашкартах Конгресӑн Аслӑ Пухӑвӗнче «Пирӗн хамӑрӑн Патшалӑха ҫӗнсе илмелле» текен вӑрӑм сӑмахпа халӑх умне тухрӗ! 1993-мӗш ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне суйларӑмӑр. |
Чӑвашлӑх
![]() Иккасси шкулӗ. Н. Плотников тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи Иккассинчи шкула вырӑнти пӗлтерӗшлӗ истори палӑкӗсен статусне парасшӑн. Кун пирки кӑшт маларах «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗччӗ. Вӑл шкулта Николай Шупуҫҫынни сӑвӑҫ, Федор Павлов композитор пӗлӳ илнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ҫине тӑнипе уҫнӑ ӑна. Унта паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Елена Атаманова пулнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫитнине халалласа «Иван Яковлев уҫнӑ шкулсем» ҫӗнӗ рубрика уҫасшӑн. Хаҫатҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «шкул ҫурчӗ паянхи кун та ҫирӗп. 1997–1999 ҫулсенче вӑл вӗренекенсене хӑйӗн ытамне ҫӗнӗрен йышӑннӑ. Ҫурта ӗлӗкхилле кӑмака хутса ӑшӑтнӑ». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ. Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.
|
Чӑвашлӑх
![]() Иртнӗ шӑматкун «Аталану» ассоциацийӗнче лекци иртнӗ. Ачасене чӑвашла ӳстерес тата вӗрентӳре чӑваш чӗлхипе усӑ курассине аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ пӗрлӗх пайташӗсен умӗнче Елена Суслова нейропсихолог доклад каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫын хӑйӗн тымарӗсене пӗлнипе пӗлменни ун пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки каласа панӑ. Хӑйсен чӑвашлӑхӗнчен тарман ҫынсем хӑйсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен лайӑхрах туйнине унӑн тӗпчевӗ палӑртнине пӗлтернӗ. Елена Суслова хӑйӗн пурнӑҫӗнчи саманчӗсене те илсе кӑтартнӑ. 2011 ҫулччен, Мускав лекиччен, имӗш вӑл хӑйӗн чӑваш тымарӗсене палӑртма юратман, пытарма тӑрӑшнӑ. Ют тӑрӑха лексен ҫеҫ хӑйӗнче чӑваша тупма пултарнӑ, именме пӑрахнӑ. Енчен те малтан хӑйӗн ҫуралнӑ вырӑнне «Чулхулапа Хусан хушшинче» тесе палӑртнӑ пулсан, Мускавра тӑватӑ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн кӑна ҫуралнӑ кӗтесӗ Шупашкар пулнине калама хӑват тупнӑ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе ӳстерес кӑмӑл тупнисене Елена лекци-семинарта шӑп та лӑп хӑйсен тымарне пытарманни ачан кӑмӑл-сипетне лайӑхлатма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ та. Сӑмах май, «Аталану» пӗрлӗх пайташӗсем хӑйсен ачисемпе кашни шӑматкун пухӑнаҫҫӗ, ачисемпе чӑвашла вӑйӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма тӗрлӗ майсем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Владимир Милютин тунӑ сӑн Ӗнер, чӑваш халӑх сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунӗнче, ҫулсеренхи йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллӑ поэтӑн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Яланхи пекех ку мероприятие чӑваш хастарӗсем пухӑнчӗҫ — Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Алексей Иванов–Сӗрмек, Владимир Милютин, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ. Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. Чи паллӑ хайлавӗ — «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ. Петр Петрович куҫару ӗҫӗпе чылай ӗҫленӗ, тӗслӗхрен вӑл Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмах май, унӑн сӑввисене те чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ольга Павлова Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулассине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен) йӗркелӳ комитетӗнче 15-е яхӑн ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Питӗрти ӳркенмен ентешӗмӗрсем ытти чух та тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарассипе ҫине тӑраҫҫӗ, шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ, ачасене чӑваш юмахӗсем каласа кӑтартаҫҫӗ. Питӗрте иртнӗ Сурхуринче Ольга Павлова хастара хулари чӑвашсен пӗрлешӗвӗ Хисеп грамотипе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |