Чӑвашлӑх
![]() «АиФ-Казань» хаҫатра Тутарстанра пурӑнакан, чӑн тӗне тытса пыракан чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Старшая мать и покупка ребёнка: обычаи чувашских язычников» статьяра чӑн тӗне пӑхӑнакансем Тутарстанра 15 пине яхӑн ҫын пулнине хыпарланӑ. «Аксу районӗнче пурӑнакан чӑвашсене те авалхи тӗн культурине упраса хӑварма май килнӗ», — ӑшшӑн пӗлтернӗ хаҫатҫӑсем. 37 пин ҫынтан чӑвашсем 15 пин тесе пӗлтернӗ. Тӗне кӗменнисем виҫӗ пине яхӑн тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӑла-йӗркепе паллаштарни кӑсӑклӑ. Туй кӗркунне иртнине асӑннӑ. Ачана ӗлӗк хӗлле пӳртре, ҫулла мунчара ҫуратнине каланӑ. Кӑвапана касакан ҫын кӑмӑлӗ пепкене лекнине ӗненнине палӑртнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ чи малтан хӑйӗн ҫывӑх тусне, хӗрарӑма, тытма ирӗк панӑ. Вӑлах ӑна чи малтан ӗмӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.
Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ. Сӑвӑ ӑҫта ҫырӑнни те пӗлтерӗшлӗ – Шупашкарта, чӑвашсен тӗп хулинче.
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Чӑвашлӑх
![]() Екатреинбургри журналистсене тӗлӗнтернӗ тум Нумаях пулмасть Екатеринбургри «Таганская слобода» паркра Халӑхсен культурин кунӗ иртнӗ. Ҫулсерен йӗркелекенскере хальхинче 16-мӗш хут пухнӑ. Унта Свердлов облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Куйвашев та хутшӑннӑ. Вӑтам Урал тӑрӑхӗнче пурӑнакан 160 халӑх хушшинче пирӗн чӑвашсем те тӗлӗнтерме пултарнӑ. Иртен-ҫӳрене те, уява пухӑннисене те, журналистсене те. Ӗмӗрне ҫырас ӗҫе халалланисем ентешӗмӗрсен тухйисене уйрӑмах сӑнанӑ. «Чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли кӑсӑклӑ», — пӗлтернӗ, сӑмахран, «Облгазета.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат. Уявра чӑвашсен «Ентеш» фольклор ушкӑнӗ такмаксене чӑвашла та вырӑсла каласа ташланӑ. Ҫавӑн чухне иртен-ҫӳрен чарӑнса тӑрса вӗсен пултарулӑхӗпе киленнипех ҫырлахман — ташша тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Эктор Алос-и-Фонт социолингвист Шупашкарти ача-пӑча паркӗнчк чӑвашла пӗлтерӳсем ҫукккине асӑрханӑ. Ҫын вӑл е ку вырӑнта пулса курнине Google Maps приложенинче хаклама май пуррине тӗнче тетелеӗнче час-часах пулакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Эктор Алос-и-Фонт ӑсчах та ун пеккипе усӑ курнӑ. Вӑл Шупашкарти Андриян Николаев ача-пӑча паркне хакланӑ. Анчах парка вӑл чи пысӑк хаклавпа (вӑл 5 балпа танлашать) тивӗҫтерме тӑхтанӑ, мӗншӗн тесен унта чӑвашла ӑнлантарса ҫырнисем ҫук. «Сӑмах саккуна пӑхӑнманни пирки пымасть, мӗншӗн тесен ҫынсене республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе пӗлтермеллине унта палӑртман. Эпӗ хамӑн шухӑша, потребитель тата туянакан пулнӑ евӗр, пӗлтеретӗп», — ӑнлантарнӑ ӑсчах хӑй мӗншӗн 4 паллӑ лартнине. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Максимовӑн «Майра патша парни» хайлавӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, историлле романри ӗҫ-пуҫ Иккӗмӗш Кӗтерне патша вӑхӑтӗнче пулса иртет. Атӑл тӑрӑхне ҫитсе курма шут тытнӑ майра патша Улатӑрта хӗсметре тӑракан хӑюллӑ чӑваш каччине, Эпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ Сентиере, куҫ хывать, ӑна хӑйне хураллама службӑна илет. Тӑлӑх ӳснӗ каччӑран казак, каярах сержант пулса тӑрать, унтан Кӗтерне патша хушнипе ӑна фельдфебель чинӗ панӑ. Кайран тӗп сӑнар тӑван яла таврӑнать. Унта ӑна хӑйне евӗр шӑпа кӗтет. Ольга Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, «хайлав хӑвӑрт вуланать, ҫыравҫӑ чӗлхи ансат та пуян. Тӗрлӗ истори событийӗсене автор тӗрлӗ ӳсӗмри вулаканшӑн та ӑнланмалла кӑтартса парать. Патшан вӑл е ку указӗ чӑваш халӑхӗн пурнӑҫне мӗнле витӗм кӳнине те курӑмлӑн палӑртнӑ». Историлле романа ҫыравҫӑ 2010-2017 ҫулсенче калӑпланӑ. Кӗнеке редакторӗ – В.Г. Кошкин, ӳнерҫи – А.И. Алексеев, тиражӗ – 1000 экземпляр. |
Чӑвашлӑх
![]() Шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтупа Виталий Станьял ӑсчах иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫырнӑччӗ. Анчах халӗ вӑл унта кӑлӑхах шӑрҫаланине палӑртнӑ. Ҫук, чӑваш чӗлхи хӑйӗншӗн ик айкки те тӑвайккине ҫаврӑннӑшӑн мар. Усси ҫуккишӗн. «Идель-Реалии» сайта Виталий Станьял пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршыв пуҫлӑхӗ Владимир Путин патне янӑ ҫырӑва Чӑваш Ен ертӳҫисем хуравланӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та мар. Чӑваш Ен Правительствин ертӳҫи Иван Моторин. Виталий Станьял шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑйлӑ халӑхсемпе вӗсен чӗлхисем ҫеҫ упранса юлайӗҫ. Шурсухал, сӑмах май, нумаях пулмасть республикӑн клиника пульницине инсульта пула лекнӗ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
"Тилли кӑна Тилли тееҫҫӗ, Тилли камне пӗлмеҫҫӗ..." (Петӗр Хусанкай, "Тилли юррисем"). 29, август, 1991-мӗш ҫул. Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ытларах сасӑпа – 171 сасӑ 200-тен – Чӑваш республикин президенчӗн постне туса хунӑ. 8, декабрь, 1991-мӗш ҫул: Чӑваш республикин Президентне суйлани: суйлавҫӑсен 58,6% хутшӑннӑ. 22, декабрь, 1991-мӗш ҫул. Иккӗмӗш сасӑлав: хутшӑннӑ электорат 56,7%. Пуринчен ытларах сасӑ пухни — А.П. Хусанкай. Анчах та вӑл пурпӗрех Президент пулса тӑрайман. Сӑлтавӗ — ун чухнехи саккун хӑйевӗрлӗхӗ. Урӑхла каласан, енчен те саккун кӑшт урӑхларах пулнӑ пулсан, Атнер Петрович Чӑваш республикин пӗрремӗш Президенче пулса тӑратчӗ. Ҫак пулӑм хыҫҫӑн президентлӑх институчӗ пирки пӗр вӑхӑт шавлама пӑрахнӑ (мораторий). Ҫапах та тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Президенчӗн суйлавӗ ҫӗнӗрен пулса иртнӗ-иртнех. Н.В.Фёдоров ҫӗнтернӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Томскри «Палан» чӑваш ансамблӗ шӑматкун Кузбасри VII чӑвашсен фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗ. Чӑваш культурин Пӗтӗм Кузбасри фестивальне Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнчи чӑвашсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ял йӗркеленнӗренпе 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак йӗркесен авторне Томск облаҫӗнчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Яков Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале «Чӑваш наци конгресӗ, шел те, ҫитеймен». Михайловка ялне чӑвашсем пуҫарнӑ. Вырӑнтисемпе савӑнма Томскри «Палан» ансамбль те кайнӑ. Ушкӑн йышӗнче, сӑмах май, — Яков Мульдияров та. Вӑл Тутарстанри ялта ҫуралнӑ, Томскра пурӑнать. «Палан» ансамбле Кузбасра «чӑваш культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн, халӑхра сарнӑшӑн тата аталантарнӑшӑн», фестивале хастар хутшӑннӑшӑн дипломпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тобольскра Иртыш юханшывӗн ҫыранӗ ишӗлнипе унти чӑваш сӑмахӗ шар курнӑ. Асӑннӑ хулари «Тобольск-Информ» интернет-портал ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче юханшыв ҫыранӗ черетлӗ хутчен ишӗлнӗ. Ҫавна май унти чӑваш сӑмсахӗн пайӗ анса ӳкнӗ. Ирина Трофимова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш сӑмсахӗнче хӗрес вырнаҫтарнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ҫыран ишӗлнӗ. Асӑннӑ вырӑнтан ҫӗр вунӑ метрта йӑтӑнса аннӑ. Ҫав кун аслати авӑтнӑ, вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ишӗлнӗ вырӑнпа ҫынсем пӗрех иртсе ҫӳреҫҫӗ иккен. Тобольск хулинчи чӑваш сӑмсахӗ — историлле вырӑн. Унта Ермакпа Ҫӗпӗр патши Кучум ҫапӑҫнӑ. Ҫав саманта каярах Василий Суриков вырӑс художникӗ «Покорение Сибири Ермаком» (чӑв. Ермак Ҫӗпӗр ҫӗнсе илни) ӳкерчӗкре сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |