Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ, чӑвашла букварь хатӗрленӗ Иван Яковлевӑн хӗрӗ Лидия чӑвашла ҫырнӑ. Кун пирки Станислав Убасси журналист, блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян хыпарланӑ. Иван Яковлевӑн виҫӗ ачинчен (вӗсем – Алексей, Лидия, Николай) пӗри, маларах асӑннӑ Лидия, 12 чӗлхепе калаҫнӑ, ҫав шутра вӑл ашшӗн чӗлхине те пӗлнӗ, чӑвашла ҫырнӑ. Станислав Убасси Фейсбукри постра Любовь Пижанован «Ефремов и чуваши» статйи пирки асӑннӑ, ӑна вулама сӗннӗ. Чи кӑсӑкли – Лидия Ивановнан лагерьте ҫырнӑ ҫырӑвӗсем упранса юлни. Вӗсене Иван Яковлевӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш патшалӑх университетне панӑ, халӗ ҫавсем унта тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Лидия Ивановна чӑвашла шӑрҫаланӑ ҫырусенчен пӗринче этем шӑпи пирки каланӑ. Шел те, ҫав ҫырӑвӑн чӑвашла варианчӗ пирӗнте ҫук. Этеме хуйхӑпа асап ҫӗлен пекех ҫавӑрса илни, телей вара хирти чечек пек пулни ҫинчен ҫырнӑ. Хӗвел пӑхсанах чечек савӑнать, анчах хуйхӑпа асап пуҫа устараҫҫӗ тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Мĕншĕн уйрăлнă-ха?
Мĕтри Юмана ĕненес пулсан, хайхи мăшăра уйăраканни — наци ыйтăвĕ. Иловайскийсем пурте хайсен шовинизмĕпе паллă пулнă. Çавна май «чăваш кинĕпе» конфликт сиксе тухнă.
Лидия Ивановна — паттăр хĕрарăм. Унăн ГУЛАГри нушине тата вилĕмне шута илсе те ăна пирĕн пысăк хисеп тăвас пулать.