Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать. Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ. Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Николай Балтаев медальерпа тата граверпа «Idel.Реалии» интернет-хаҫатра Эрсубай Янгаров кӑсӑклӑ интеревью пичетленӗ. Ӑста Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче халӑх художество пултарулӑхен кафедринче доцент пулса ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Людмила Балтаева — пусма енӗпе ӑста технолог иккен. Балтаевсен аслӑ ывӑлӗ Азамат Чехинче ювелира вӗренет, кӗҫӗнни Аттила – Питӗрте тимӗрҫе. Пӗрле пулса вӗсем сӑвар-пӑлхар тумтирӗпе капӑрлӑхне ӑсталаҫҫӗ. Николай Балтаев этнос усламӗпе ӗҫлеме ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл мӑшӑрне: «Ку улӑпла ӗҫ», — тесе хӑш чухне калать-мӗн. Интервью авторӗ интеллигенци Балтаевсен таварӗпе кӑсӑкланнипе кӑсӑкланманни пирки те ыйтнӑ. Туянакансем вӗреннӗ ҫынсен хушшинче сахал иккен. «Интеллигентсенче эпӗ шанчӑка ҫухатнӑ. Вӗсем килте чӑвашла калаҫманпа пӗрех, вӗсен ачисем те чӑвашла пуплемеҫҫӗ. Хӑйсен ачисемпе тата мӑнукӗсемпе чӑвашла сӑмахлакансене шутласа кӑларма пӗр алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫӗ», — тенӗ Николай Балтаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫапла ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра. «Наци телевиденийӗ уҫӑлсан савӑннӑччӗ — ҫур ҫул курнӑ хыҫҫӑн курма пӑрахрӑм — кичемлӗх! Наци радиовӗ уҫӑлсан - итлерӗм, Олег Прокопьев тухса кайсан — каллех кичемлӗх! Тӑван радио уҫӑлсан та савӑннӑччӗ — ҫур ҫул шанса пурӑнтӑм, малалла — кичемлӗх! «Киремет» ушкӑн уҫӑлсанах шанчӑк ҫуралнӑччӗ, хӑш-пӗр чӑваш эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та — чӑваш пулас килми пулчӗ...», — чун ыратӑвӗ сисӗнет ҫак йӗркесенче. Ҫак поста вулакансенчен пӗри, Наталья Корнеева, темӑна сӳтсе явнӑ май ҫапла ҫырса хунӑ: «Поэт-писательсем ҫинчен передача ертсе пыраҫҫӗ — пӗр интонаци, пӗр эмоци ҫук вӗт каласа параканӑн... Мӗнле пӑхмалла ҫавӑн пек чунсӑр передачӑсене...». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсенче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх иртет. Ҫав вӑхӑтра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх сехечӗсем, лекцисемпе музейри уявсем йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш наци музейӗнче (Шупашкар хули, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2; ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-55-66, 62-35-10) «Чӑваш тӑрӑхӗнче авал пурӑннисене археологипе палеонтологи мелӗпе палӑртни», «Чӑваш тӑрӑхӗн тата халӑхӗн IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗчченхи историйӗ», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫутҫанталӑк» яланхи экспозицисем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ курав та кураканшӑн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ. Шупашкарти Ехрем Хуҫа бульварӗнче вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, Карл Маркс урамӗнчи Чӑваш тӗррин музейӗ те, Ленинград урамӗнчи К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ те, Ҫеҫпӗл урамӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те кӑмӑлтан йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ. Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(кунҫыру типтерӗнчен, 2018, пуш, 24) Чӗмпӗрти таврапӗлӳҫӗсен 25-ҫуллӑх уявне паллӑ тӑвасси пирки Николай Казаковпа пӗлтӗрех калаҫса килӗшнӗччӗ. Уява ирттересси виҫ-тӑват кун юлсан Николай Кондрашкин йыхравларӗ, сире ҫула май Тимсӗрҫене илсе каятӑп тесе хытарчӗ. Ун хыҫҫӑнах Олег Мустаев ыйтрӗ: «Килетӗр-и. Кӗтетпӗр. Эсӗр килсен эпӗ хамӑн ӗҫ планне улӑштарсах кӗтсе илетӗп», — терӗ. Кам каять-ха чӗмпӗрсен канашлӑвне тесе СЧК председателӗпе Сергей Сорокинпа калаҫатӑп. Ӑна чӗнмен иккен. СЧК секретариатне шӑнкӑравлатӑп — Галина Соловьева та йыхрав илменнине калать. Мӗнле-ха капла. Хамӑр уйӑрса кӑларнӑ ывӑл ача пире ним картне те лартмасть пулать-и-ха? Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне мар, хамӑрӑн тепӗр усрав ачана — Чӑваш халӑх академине — чӗннӗ иккен. Лашине Евгений Ерагин кӳлет-мӗн, сӗлӗ хакне тӳлесен мана валли те вырӑн тупӑнма пултарать терӗ. ...Чӗмпӗр ҫӗрӗ ҫинче таврапӗлӳҫӗсем шупашкарсене ҫӑкӑр-сӑрапа ҫав тери тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Йӗрӗх» кӗнеке хӑтлавӗнчи тӗпчевҫӗсем хӗрсе калаҫнӑ пӗр самант Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗн «Йӗрӗх» ятлӑ тӗпчев кӗнекин хӑтлавӗ пулса иртрӗ. Йӗрӗх — чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗнче паянчченех сыхланса юлнӑ, кил-йышпа хӗрупраҫ ырлӑх-сывлӑхне упрама хистекен йӑла пулӑмӗ. Пӗрисем ӑна турӑ вырӑннех хураҫҫӗ, теприсем чунӑш (сывлӑш, чун хӑвачӗ) теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсемшӗн вӑл кӗлетри кӗтесре упранакан пуканеллӗ, парнеллӗ е йывӑҫ-курӑклӑ пӗрнепе кунтӑк. «Йӗрӗх» кӗнекере ырӑ-усал вӑйсем пирки, йӗрӗх пулӑмӗ, пӗлтерӗшӗ, пурнӑҫри ӗлӗкхи тата хальхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай енлӗн те тарӑн, халиччен мӗн ҫырни-илтнине пухса ӑнлантарса панӑ. Кӗнеке умне алҫырупа паллашнӑ тӗпчевҫӗсен ӗнчӗхӗсене (рецензийӗсене) лартнӑ. Унта институт ӗҫченӗсем Георгий Матвеев, Николай Егоров, Вячеслав Ендеров шырав ӗҫне ырланӑ, вӑл паха пулнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑтлавра та кӗнекене ырӑ сӑмахсемпех хакларӗҫ. Паллӑ ӑсчахсем Виталий Иванов, Виталий Родионов, Алексей Леонтьев тата институтри ытти ӑстасен сӑмахӗсем пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнеке аякран пынисене те (Тимӗр Акташ журналиста, Валерий Виноградов таврапӗлӳҫе, Сергей Щербаков историҫе) хытах килӗшнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Яковлев вулавӗсем иртнӗ. Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, актер, поэт, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра юратакансен клубне уҫмалла. «Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – тенӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене хаклама тата театр ҫинчен пӗтӗмӗшле калаҫма палӑртнӑ. Хальхи тӗл пулура «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» тема тавра калаҫнӑ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те. «Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ. Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |