Ленинград тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Акатуй ирттернӗ. Ҫакӑн пирки унти хастарсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ӗнер пӗлтернӗ.
Уява Приютинӑри литературӑпа художество музей-ҫуртӗнче пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне чӑвашсемпе пӗрлех ҫармӑссен ҫав тӑрӑхри «Ший корно» организацийӗ «Пеледыш пайрем» уяв йӗркеленӗ. Икӗ халӑхӑн наци мероприятийӗсене ирттерме Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ пулӑшнӑ.
Акатуя вырӑнти чӑвашсен шурсухалӗ Николай Осипов уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн «Юрату» чӑваш ансамблӗ «Алран кайми аки-сухи» шӑрантарнӑ.
Мероприятие юрӑ-ташӑпа 17 тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ малалла тӑснӑ. Тӑван ҫӗртен аякра тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине палӑртса чунтан савӑннӑ.