Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев право хуралӗнче тӑрӑшакансемпе Юристсен кунне халалласа иртнӗ «ҫавра сӗтеле» хутшӑннӑ. 2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрӑмне йӗркелесе янӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Чӑваш Енре кӑҫал Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑччӗ. Республикӑра мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен 8 процент ӳснӗ. Уйрӑлакансен йышӗ чакнӑ. «Килӗштерсе пурӑнакан ҫемье – Раҫҫей тӗрекӗ. Обществӑн тӗп никӗсӗ тесен те йӑнӑш мар», — ҫак шухӑша палӑртнӑ юристсемпе тӗл пулӑва кайнӑ Элтепер. Унтан вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫемьесене пулӑшма нумаях пулмасть тунӑ йышӑнусем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май, виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫа-тенкӗпе пулӑшас йӗркене Чӑваш Енре нумаях пулмасть тепӗр хут йышӑнса хӑварчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта шӑматкун «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Республикӑри журналистсем халӗ ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, халӑх тетелӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Акӑ Тӑвай район хаҫачӗн корреспонденчӗ Алексей Александров та пултарулӑх тупӑшӑвӗ пирки тиркевлӗ куҫпа ҫырмасӑр чӑтайман. «Чӑваш халӑхӗн культури калама ҫук пуян пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Халӑх юрри-ташши, ҫи-пуҫӗ, апат-ҫимӗҫӗ пӗр ҫынна та тӗлӗнтермесӗр хӑвармасть пулӗ. Ҫак эткере мӗн ӗмӗртен ҫамрӑк та хӳхӗм, сӑпайлӑ, ал-ӗҫне ӑста чӑваш хӗрӗсем тата вӗсен амӑшӗсем ламран лама куҫарса пынӑ. Ҫавӑнпах-тӑр ӗнтӗ пирӗн пикесем валли ҫулран-ҫул тӗрлӗ йышши конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ҫав тупӑшура хӗрсем хӑйсен сӑн-сӑпатне кӑтартаҫҫӗ кӑна мар, тӑван халӑх культурине еплерех пӗлнине, чӑваш пикин чыслӑхӗпе тасалӑхне, сӑпайлӑхне еплерех упранине кӑтартаҫҫӗ», — ҫапла пуҫланӑ хӑйӗн тишкерӳллӗ статйине журналист, вӑл ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнче хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Чӑваш хӗрӗсем валли ҫакнашкал конкурссем ирттерни, паллах, питӗ аван. Анчах куракансем тата хутшӑнакан пикесем палӑртнӑ тӑрӑх, мӗне кура пӗтӗмлетӳ туни паянхи кун та паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртнине, унта Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина ҫӗнтернине, ӑна Крымра канма путевка панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӑх тетелӗсенчен пӗринче, «Контактра», ҫав конкурса хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ. Владислав Московцев тӳресенчен пӗри конкурсра тӗлӗрсе ларнине, чи ӑслӑ пике ята ыйтӑва иккӗмӗш хутӗнче ҫеҫ хуравланӑ хӗр тивӗҫнине асӑннӑ. Женя Александров ятлӑ ҫамрӑк вара ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «(...) Ҫак конкурса ҫитме кирлӗ мар (...) кашни ҫул пӗр сценари, кашни ҫул пӗрешкел конкурссем (...). Нивушлӗ пирӗн республикӑра режиссерсем, сценаристсем ҫук? Раҫҫейре иртекен конкурсра (...) хӗрсем юрламаҫҫӗ те, ташламаҫҫӗ те, килтен шаркку-хуплу тата ытти юр-вар пӗҫерсе килмеҫҫӗ.(...) Сире ҫак сценари йӑлӑхтармарӗ-и? Мӗншӗн жюри членӗнче яланах чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем? Чӗнӗр республикӑра хӑйӗн ӗҫӗпе палӑрнӑ артиста, режиссера, ахаль куракан ҫынна. Вара тӗрӗслӗх пулатех. Кӑҫалхи хӑш пӗр тӳресем ҫывӑрса ларнине палӑртаҫҫӗ.Мӗншӗн ҫывӑрать? Вӑл малтанах пӗлет кам ҫӗнтернине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван халӑхӑмӑрӑн вилӗмсӗр поэчӗн, Константин Ивановӑн, кӑк тымарӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене палӑртнӑ. Ку хыпара Станислав Убасси Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Вӑл ҫакна В.П. Ивановпа М.Х. Сафин авторсен «МАЛАЯ РОДИНА АВТОРА «НАРСПИ» В СВЕТЕ НОВЫХ ДАННЫХ ПО ЕГО РОДОСЛОВИЮ» ӗҫӗпе сӑлтавланӑ. Асӑннӑ тӗпчеве Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче паян пичетленӗ. Поэтӑн аякри тымарӗ Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пайкилт ялӗнчен куҫса кайнӑ ҫын пулнине документсемпех ҫирӗплетнӗ-мӗн. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Иванов тата Мударис Сафин историк-таврапӗлӳҫӗ (вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑртстанран) Слакпуҫ ялӗ, Пелепей хули тата вӗсен ҫывӑхӗнчи хӑш-пӗр ял пуҫланни ҫинчен калакан ҫӗнӗ ӗҫсене тишкернӗ. Сӑмах май, ку ӗҫе гуманитари институчӗ 2010 ҫултах хӑйӗн кӑларӑмӗнче пичетленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сызрань хулинче Халӑхсен туслӑхӗн «Добро пожаловать, соседи!» (чӑв. Кӳршӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр) фестиваль иртнӗ. Мероприятие нимӗҫсен «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) центрне пыракан Расима Салаватова йӗркеленӗ. Унта Сызраньти наципе культура центрӗсемпе автономийӗсем, ҫав шутра чӑвашсем те, хутшӑннӑ. Чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Надежда Назарова чӑвашсем хӑнасене епле кӗтсе илнипе паллаштарнӑ. Вӑл чӑвашсен «Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар» (ҫӑлкуҫра кӗлӗ сӑмахне «Продрогшего отогрей, голодного накорми» куҫарупа илсе кӑтартнӑ, ӑна ваттисен сӑмахӗ тенӗ — Авт.) кӗлӗ сӑмахӗсем пурри пирки пӗлтернӗ. Тарават тени те чӑвашсен хӑналанине, хисепленине пӗлтерет. Чӑвашсен ҫемье уявӗсем нумай тенӗ Надежда Назарова. Унта ҫемье пуҫӗн, кил хуҫи арӑмӗн, хӗрсемпе ывӑлсен ролӗ пуррине ӑнлантарнӑ вӑл. Чӑвашсен фольклор ансамблӗ те уява хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫтерлӗри (Стерлитамакри) патшалӑхӑн театрпа концерт пӗрлешӗвӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май ҫамрӑк чӑваш эстрада юрӑҫисен «Шӑпчӑк сасси—2017» конкурс иртнӗ. Уява Пушкӑртстан Республикин Культура министерстви, Пушкӑртстанри Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ, Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ҫтерлӗри «Самана» продюсер центрӗ, Суук-Чишмари чӑвашсен историпе культура центрӗ йӗркеленӗ. Конкурса 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑннӑ. Мероприяти кунӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май Виктор Захаров тата Николай Васильев шӑпӑрҫӑсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява «Шевле» фольклор ансамблӗ тата «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Курав та ҫав кун ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск тарӑхӗнчи чӑвашсем этнокараокене хутшӑнма чӑвашсен ушкӑнне пухнине пӗлтереҫҫӗ. Унта лекес тесен конкурс витӗр тухмалла. Унӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ — ас-тӑн вӑййи. Слайдра кӑтартнӑ халӑх инструменчӗсене пӗлмелле. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ — «Угадай мелодию» (чӑв. Ҫемме уйӑр) мелпе караокене хутшӑнмалла. Ҫав вӑхӑтра тӗнчери халӑхсен тӗрлӗ чӗлхипе караоке мелӗпе юрламалла. Куҫарӑвӗ кириллицӑпа пулӗ. Конкурса хутшӑнакан чӑвашсен чӑваш чӗлхипе юрлама хатӗрленмелле. Этнокараокене раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 18 сехетре ирттерӗҫ. Вӑл Иркутскри Гагарин урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри «Нежный бульдог» ресторанта пулӗ. Йӗркеӳлӗҫӗсем этнокараоке кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ пуласса шантарса унта хутшӑнма кӑмӑлтан йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юрий Янилкин блогер Юрий Янилкин блогер Фейсбукри хӑйӗн страницинче темиҫе кун каярах Чӑваш Енӗн культура министрӗн Константин Яковлевӑн ячӗпе ҫыру вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл Ютуб видеохостингра ofizery канала тытса пынине пӗлтернӗ. 6 ҫул ӗҫлекен канал чӑваш культурин, эстрадин, классика музыкин, ӳнерӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарнине палӑртнӑ. Каналпа паллашма ҫырӑннисен шучӗ 1700-тен иртнӗ, куллен 2 пине яхӑн ҫын унти видеосене пӑхать-мӗн. Ултӑ ҫулта канала 2,5 миллион хут пӑхнине, унта 5 пине яхӑн видео пулнине те асӑннӑ. Каналта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн 85 ҫулхи юбилей концертне те вырнаҫтарнӑ иккен. Анчах автор правине пӑснӑ тесе видехостинга ҫӑхавлакансем тупӑннӑ, хостинг канала хупасси пирки блогера асӑрхаттарнӑ. Каярах ҫак ыйту татӑлнӑ. Театрӑн ертӳҫисем ҫӑхавламанни, унта ӗҫлекенсем кӑмӑлсӑрланни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Онлайн
Чӑвашлӑх
![]() Паян, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, «Асам» III кинофестивале пӗтӗмлетӗҫ, ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ. Вӑл 13 сехетре «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче иртмелле. Чӑваш халӑх сайчӗ сире хӑш номинацире кам мала тухнине онлайн мелӗпе пӗлтерсе тӑрӗ! Пирӗнпе пулсан эсир хыпарсене чи малтан пӗлӗтӗр! Аçтахар Плотников15:00
Ҫакӑнпа эпир хамӑр онлайна вӗҫлетпӗр. Тепӗр кинофестивальччен! Аçтахар Плотников14:58
Марат Никитинӑн тепӗр фильмне чӑваш халӑхӗ пирки ӳкерме шантарчӗҫ. Аçтахар Плотников14:56
Гран-при кӑҫал та Марат Никитин фильмне лекрӗ. FUGA фильм тивӗҫрӗ. Аçтахар Плотников14:50
Гран-при париччен хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. Аçтахар Плотников14:47
Сцена ҫине Ултиар Цыпленков хӑпарать. Вӑл ҫӗнтерӳҫе пӗлтерӗ. Аçтахар Плотников14:45
Дуняша стайлсем юрланӑ хыҫҫӑн гран-при кама лекнине пӗлтерӗҫ. Кама лекессине ӑнлантӑр та ӗнтӗ пуль? Куракансем вӑл фильма пысӑк хак панӑччӗ, ӑна ҫитекеннисем ҫук тенӗччӗ. Аçтахар Плотников14:43
Халь ӗнтӗ гран-при ҫеҫ юлчӗ пулас. Пирӗн вулакансем кинофестивальпе ытлашши кӑсӑкланмаҫҫӗ пулас, нихӑште хӑйӗн шухӑшне пӗлтермерӗ-ха. Аçтахар Плотников14:42
![]() Куракансен кӑмӑлне кайнӑ фильмсем: "Движение в Чебоксарах" тата "Дамский угодник". Аçтахар Плотников14:38
![]() Андрей Армант оператора ("Битва за Новоюжку") тата Алексей Енейкина ("Пирӗн пуласлӑх туслӑхра") чысларӗҫ. Аçтахар Плотников14:34
"Шанчӑк" номинаципе Николай Медведьев чыслать. Аçтахар Плотников14:33
Купӑсҫи - Егор Матвиевский. Аçтахар Плотников14:24
Чи лайӑх илемлӗ фильм тесе "Битвӑ за новоюжку. Политик" пӗлтерчӗҫ. Режиссерсем: Юрий Спиридонов тата Дмитрий Цыганов. Аçтахар Плотников14:19
Чи лайӑх докуменлӑ фильм - "Шагнувшие в бессмертие". Реж. В. Васильев. Аçтахар Плотников14:18
Чи лайӑх кӗске фильм - "Мэтр". Леонид Трифонов чыслать. Аçтахар Плотников14:14
Тӑхтав вӑхӑтне "Янташ" ушкӑна пачӗҫ. Аçтахар Плотников14:11
Арҫын рольне чи ӑста выляканӗ вара - Василий Павлов (Ехрем хуҫа) Аçтахар Плотников14:10
Зоя Аристархова хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан тесе пӗлтерчӗҫ. (Йӑх вӑрманӗ) Аçтахар Плотников14:09
Иккӗмӗш планри арҫын рольне чи ӑста вылякан Сергей Трапыцын. Аçтахар Плотников14:08
Анна та Демьян та тухмарӗҫ, инҫетрисем иккен. Аçтахар Плотников14:07
Иккӗмӗш планри хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан - Анна Троянская (FUGA). Аçтахар Плотников14:06
Эпизодлӑ арҫын рольне чи ӑста вылякан - Демьян Корягин. Мэтр кинори. Аçтахар Плотников14:05
Эпизодлӑ хӗрарӑм рольне чи ӑста вылякан - Римма Гаврилова Аçтахар Плотников14:04
Чи лайӑх вылякансене сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Светлана Асамат чыслать. Аçтахар Плотников14:00
И лайӑх сасӑ режиссерӗ - Алексей Гордеев. ("Мэтр" фильм) Аçтахар Плотников13:59
Илтимер Иосиф Трера пурнӑҫ ҫулне тупма пулӑшнӑшӑн тав турӗ. Аçтахар Плотников13:58
Чи лайӑх монтаж режиссерӗ - Виктор Чугаров. Аçтахар Плотников13:55
Чи лайӑх оператор - Илтимер Ефремов. Аçтахар Плотников13:47
Чи лайӑх композитор - Фуга фильм кӗвӗҫи - Ян Тараненко тата Илья Чесноков Аçтахар Плотников13:45
Чи лайӑх сценаришӗн Татьяна Ильина тивӗҫрӗ. Николай Угаслов чысларӗ. Аçтахар Плотников13:42
Пӗрремӗш вырӑна Иванова Ирина (Шупашкар), иккӗмӗш - Бабичева Диана (Питӗр), виҫҫӗмӗш - Слепых Юлия (Ӗренпур). Иккӗшӗ инҫетрен ҫитеймен. Аçтахар Плотников13:38
Халь плакатсен ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетеҫҫӗ. Праски Витти чыслать. Аçтахар Плотников13:33
Кӳлепене кӑҫал чи малтан пирӗн Лапсар тӑрӑхӗнчи ҫын тивӗҫрӗ :) Аçтахар Плотников13:33
Ятарлӑ номинаци. Чӑваш кино ӳнерне алаталтарнӑшӑн ятарлӑ парнене Леонид Трифонова чысларӗҫ. Культура министрӗн ҫумӗ чысларӗ. Аçтахар Плотников13:29
Жюри пайташӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:26
Конкурса хутшӑннӑ ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:23
Чӑваш пикисем фестиваль кӳлеписене илсе тухрӗҫ. Аçтахар Плотников13:16
Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем "Чӗрӗ сас" спектакльти пӗр пая лартаҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:15
В 1930-х годах чувашскому кино пришел кирдык терӗ, паян вара вӑл чӗрӗлчӗ терӗ. Пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Аçтахар Плотников13:13
Сцена ҫине Иосиф хӑй тухрӗ. Аçтахар Плотников13:09
Аса илтеретпӗр, ку фильмри тӗп роле Иосиф Трер вылянӑ. Аçтахар Плотников13:06
Пуҫланчӗ. "Ҫеҫпӗл" фильм кӑтартаҫҫӗ. Аçтахар Плотников13:05
Иртнӗ ҫулсенче чыславра халӑх уҫнинчен сахалрахччӗ. Кӑҫал вара ку ҫитменлӗхе пӗтернӗ. Залра халӑх уҫнӑ вӑзӑтринчен те ытларах. Аçтахар Плотников13:03
Николай Угаслов ҫитрӗ. Министрсем пулмаҫҫӗ пулас. Культура министрӗн ҫумӗ ҫитмелле. Яковлев командировкӑран таврӑнайман терӗҫ. Аçтахар Плотников12:52
Сӑмах май зал паян та лӑк тулли пулӗ. Пӗчӗк ҫав ку зал. Аçтахар Плотников12:50
Чыслав вӑхӑтӗнче фотосем пулмӗҫ пуль. Ҫыхӑну кунта япӑхрах. Аçтахар Плотников12:46
Сирӗн шутпа хӑш фильм гран-прине тивӗҫӗ? Комментарисенче ҫырӑр. //пире пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ, анчах эпир сире халех каламӑпӑр. Тӑхтама тивӗ. Аçтахар Плотников11:22
Кинофестивале чаплӑн мӗнле уҫнипе паллашма пултаратӑр: chuvash.org/news/17424.html — ӑна та эпир онлайн мелпе ҫутатса пытӑмӑр. Аçтахар Плотников11:21
Чи малтанах аса илтерер, пӗлтӗрхи кинофестивальте гран-прине Владимир Карсаковӑн «Сурӑм хӗрӗ» тивӗҫнӗччӗ; виҫӗмҫул — Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян — паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл 1899 ҫулта килнӗ. Ҫак кун Шупашкарти палӑк патӗнче яланах халӑх пухӑнать — чӑваш халӑхӗн хастарӗсем кӑҫал та ҫак лаптӑка пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫамрӑксем те пурччӗ, тӳре-шара та. Уява Валери Туркай халӑх поэчӗ ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧППУ ректорӗ Владимир Иванов, паллӑ чӑваш поэчӗсем Раиса Сарпи, Юрий Сементер, чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кипеч, ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем тухса сӑмах каларӗҫ. Чӗлхе ыйтӑвне те хускатрӗҫ — Мускав тӳри-шарисен политикипе килӗшменни пирки пӗлтерчӗҫ. Лапкӑ пурӑннӑ ҫӗртех ҫак ыйтӑва ҫӗклени халӑхсем хушшинчи хирӗҫӗве ҫӗкленине каларӗҫ. «Эпир вырӑс чӗлхине хирӗҫ мар, ҫапах та пирӗн тӑван чӗлхе халӑхӑмӑрӑн тӗп пуянлӑхӗ», — терӗ Валери Туркай. Уява Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине пӗрле вуланипе тата чечек хунипе вӗҫлерӗҫ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |