Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗр ялӗнче Кӗр сӑри уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна йӗркелекенӗсем — Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Шупашкар район администрацийӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ. Уяв юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта хутшӑнакансене 10 сехетре регистрацилеме пуҫлӗҫ. Уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 11 сехетре уҫнӑ хыҫҫӑн мероприяти малалла тӑсӑлӗ. Кӗр пуянлӑхӗпе паллаштаракан апат-ҫимӗҫ куравне 12 сехетре уҫӗҫ. 12 сехет те 30 минутра чӑваш ӗҫми-ҫимин конкурсӗ те иртӗ. Юрра-ташша юратакансем валли те ҫав кун чун киленӗҫӗ тупӑнӗ. Малтан концерт пулӗ, унтан вӗсем валли ташӑ каҫӗ йӗркелӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвне те программӑна кӗртнӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |