Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Томскри ансамбле Кузбасра чысланӑ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 13.08.2018 19:01 | 387 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Томскри «Палан» чӑваш ансамблӗ шӑматкун Кузбасри VII чӑвашсен фестивалӗнче диплома тивӗҫнӗ.

Чӑваш культурин Пӗтӗм Кузбасри фестивальне Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнчи чӑвашсем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал ӑна ял йӗркеленнӗренпе 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Томск облаҫӗнчи чӑвашсен обществин ертӳҫи Яков Мульдияров пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале «Чӑваш наци конгресӗ, шел те, ҫитеймен».

Михайловка ялне чӑвашсем пуҫарнӑ. Вырӑнтисемпе савӑнма Томскри «Палан» ансамбль те кайнӑ. Ушкӑн йышӗнче, сӑмах май, — Яков Мульдияров та. Вӑл Тутарстанри ялта ҫуралнӑ, Томскра пурӑнать.

«Палан» ансамбле Кузбасра «чӑваш культурин йӑли-йӗркине упраса хӑварнӑшӑн, халӑхра сарнӑшӑн тата аталантарнӑшӑн», фестивале хастар хутшӑннӑшӑн дипломпа чысланӑ.

#чӑвашлӑх, #культура, #уявсем, #фестивальсем, #Томск, #Кузбасс

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Республика кунӗ тесе тепӗр кун кантармӗҫ
2018, 06, 08
Чӑрӑш хирлепсем Ҫармӑсри фестивальтен дипломпа таврӑннӑ
2018, 07, 01
Мускаври Акатуя Украина артисчӗ хутшӑннӑ
2018, 07, 02
Чӑваш тумтирне Иркутскра чаплӑ дизайнерсем хакланӑ
2018, 08, 02
Ялтан тарнисене «налук» хурса панӑ
2018, 08, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org