Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Студентсемпе вӗрентекенсем йӑла-йӗрке юррисен пуххине кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 01.11.2018 20:46 | 1994 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе вӗрентекенӗсем «Сурхури! Кӗркури!» кӗнеке кӑларнӑ. Унта чӑвашсен йӑла-йӗрке юррисене кӗртнӗ. Вӗсем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне ҫӗнсе илнӗ. Кӗнекене шӑпах ҫак укҫапа кӑларнӑ та.

Училищӗри студентсемпе преподавательсем иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчех йӑла-йӗрке юррисене пухма пуҫланӑ. Халӗ ав чи лайӑххисене пӗр ҫӗре пухса кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна Людмила Петухова, Григорий Салюков, Ирина Яковлева вӗрентекенсем хатӗрленӗ. Ӑслӑлӑх редакторӗ – искусствоведени докторӗ тата профессор Михаил Кондратьев.

Чӳкӗн 4-мӗшӗнче 13 сехетре училищӗре йӑла-йӗрке юррисен пуххин хӑтлавӗ иртӗ.

#чӑвашлӑх, #студентсем, #вӗрентекенсем, #училищӗсем, #Шупашкар, #кӗнекесем, #хӑтлавсем, #йӑла-йӗрке, #юрӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Влад Маскай // 3957.56.0551
2018.11.02 23:09
Савăнмаллипех савантăм эпĕ Шупашкарăмăртан инçетре пурăнакан чăваш. Ара, атне вăрçса пăрахни вуланать юлашки вăхăтра çамрăксене, а вĕсем, чăн-чăн ăсчахсем ертсе пынипе, сĕре те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туса та хунă - юрă кĕнеки кăларма пултарнă.
Юрăсен пуххине хатĕрлеме пысăк ăсталăх та, тăван халăха çÿлĕ шая çĕклес вăй-хал та, тарăн ăс-тăн та çитернĕ вĕсем!
Михаил Кондратьевĕ те мĕнлерех тата! Ырми-канми тăрăшакан çын музыка анинче! Унăн ытти кĕнекисем те - пысăк
пахалăх чăваш халăхĕшĕн.
Çирĕп сывлăх,çĕнĕ çитĕнÿсем тума Турă ункай парса пытăр сире хăвăр ĕçĕрте. Тав сире!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем