Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Agabazar // 2478.10.7365
2018.04.04 20:34 | |
Тайман тенинче темле шутсăр пысăк чăвашлăх çук — https://ru.wikipedia.org/wiki/Тайманов | |
Хăватлăар // 1183.10.1896
2018.04.05 21:07 | |
Тĕрĕс. Чăвашсень чăваш ятсĕм памалла, вырăс яисĕмпе пачахта пăтранса каре тăван халăх. Ман, ман ачусень чăваш ячесем
| |
Микула // 9259.3.8429
2018.04.06 06:11 | |
Чăвашлăх мĕнле ятсенче ? Христианство тенĕ витĕр кĕнĕ ятсем сарăличчен чăвашсен ячĕсем ислам тенĕпĕ çыхăннă пулнă. Паянхи Сетнер , Нарспи тата Илемпи шутласа кăларнă "чăвашла" ятсем. | |
Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 09:04 | |
Тайман кунта пур https://wikisource.org/wiki/Cv/Кăтартмăш:Чăваш_арçын_ячĕсем | |
