Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Тӑван чӗлхе кунӗнче чӑваш чӗлхи олимпиади иртнӗ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 21.02.2018 20:33 | 1095 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗнче, Шупашкарта чӑваш чӗлхипе литературин олимпиади иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви хыпарлать.

Официаллӑ сайтра палӑртнӑ тӑрӑх, регионсен хушшинчи ҫак олимпиадӑна 149 вӗренекен хутшӑннӑ. Пурте вӗсем тӑван районӗн шайӗнчи олимпиадӑра ҫӗнтернӗ е призер пулса тӑнӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш чӗлхи олимпиадине Пушкӑртстан, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче вӗренекен чӑваш ачисем те хутшӑннӑ. Йӗркелӳҫӗсем ыйтусене шкул ачисем тӗпчев ӗҫне хутшӑнма хӑнӑхчӑр тесе хӑйнеевӗрлӗ хатӗрленӗ.

Аса илтерер, Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне вара ЮНЕСКОн Тӗп конференцийӗн пуҫарӑвӗпе 1999 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.

#олимпиадӑсем, #ачасем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Тӑван чӗлхе кунӗ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑваш чӗлхипе пӗтӗм тӗнчери олимпиада иртет
2017, 05, 17
Пин сасӑллӑ ача-пӑча хорӗ чӑваш юррисене те шӑрантарӗ
2017, 06, 21
Тӗрлӗ регионтан килнӗ ачасем ҫумӑра пӑхмасӑр чӑваш гимне шӑрантарнӑ
2017, 06, 24
Шупашкара килнӗ Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ
2017, 11, 27
Хӑйӗнчи чӑваша Мускавра тупнӑ
2018, 01, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org