Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Хӑйӗнчи чӑваша Мускавра тупнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.01.2018 13:20 | 2327 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Иртнӗ шӑматкун «Аталану» ассоциацийӗнче лекци иртнӗ. Ачасене чӑвашла ӳстерес тата вӗрентӳре чӑваш чӗлхипе усӑ курассине аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ пӗрлӗх пайташӗсен умӗнче Елена Суслова нейропсихолог доклад каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫын хӑйӗн тымарӗсене пӗлнипе пӗлменни ун пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки каласа панӑ. Хӑйсен чӑвашлӑхӗнчен тарман ҫынсем хӑйсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен лайӑхрах туйнине унӑн тӗпчевӗ палӑртнине пӗлтернӗ.

Елена Суслова хӑйӗн пурнӑҫӗнчи саманчӗсене те илсе кӑтартнӑ. 2011 ҫулччен, Мускав лекиччен, имӗш вӑл хӑйӗн чӑваш тымарӗсене палӑртма юратман, пытарма тӑрӑшнӑ. Ют тӑрӑха лексен ҫеҫ хӑйӗнче чӑваша тупма пултарнӑ, именме пӑрахнӑ. Енчен те малтан хӑйӗн ҫуралнӑ вырӑнне «Чулхулапа Хусан хушшинче» тесе палӑртнӑ пулсан, Мускавра тӑватӑ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн кӑна ҫуралнӑ кӗтесӗ Шупашкар пулнине калама хӑват тупнӑ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе ӳстерес кӑмӑл тупнисене Елена лекци-семинарта шӑп та лӑп хӑйсен тымарне пытарманни ачан кӑмӑл-сипетне лайӑхлатма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ та.

Сӑмах май, «Аталану» пӗрлӗх пайташӗсем хӑйсен ачисемпе кашни шӑматкун пухӑнаҫҫӗ, ачисемпе чӑвашла вӑйӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма тӗрлӗ майсем шыраҫҫӗ. Ку ушкӑн пирки тӗплӗрех пӗлес, вӗсен патне ҫырӑнас тесен 7-905-198-77-95 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр.

#чӑвашлӑх, #Аталану, #ачасем, #чӑваш чӗлхи, #Мускав, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем