Чӑвашлӑх
![]() Сантр Савкилта Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне — чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта. Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури» кӗнеки пичетленнӗ. «Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑранпа кӑҫал 170 ҫул ҫитнӗ тӗле Чӑваш кӗнеке издательстви пӗчӗк вулакансем валли парне хатӗрлерӗ – И.Яковлевӑн «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури. A little mouse on a walking tour» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Унта кӗске калавсемпе пӗчӗк юмахсем кӗнӗ. Кӑларӑма икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата акӑлчанла – хатӗрленӗ. Акӑлчанла Вячеслав Платонов куҫарнӑ», — Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова. Вӗрентекенӗмӗр пултарулӑхӗпе унччен паллашнисем хайлавсенче Иван Яковлев халӑх сӑмахлӑхӗпе анлӑ усӑ курнине пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата хайлавсем кӗске пулин те кашнинче тарӑн шухӑш пытаннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗҫе паян чӑвашла тумланса кайнӑ. Асӑннӑ МИХӑн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, журналистсем ҫеҫ мар, коммерци пайӗнче ӗҫлекенсем те Чӑваш чӗлхи кунне хисепленине, сума сунине кӑтартмалла капӑрланнӑ. Мӗнпур ӗҫчен ҫапла тӑхӑннине ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнине ӗненмех тивет-тӗр. Наци медиахолдингӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем чӑвашла логотиплӑ футболкӑсем тӑхӑннӑ, теприсем — «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырса хунисене. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракансем паян капӑр шӳлкеме те ҫакнӑ. «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырнӑ футболкӑсемпе вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра республикӑмӑр тӑрӑх командировкӑсене те тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пӗрремӗш каналпа эрнекун каҫсерен кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра ҫывӑх вӑхӑтра чӑвашсене курӑпӑр. Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Кокшина «Тӗлӗнтермӗш уй» вӑййа хутшӑннӑ май коллектив та унпа ҫула тухнӑ. Вокал ансамблӗ «Садра» чӑваш юррине шӑрантарнӑ. Мускава кайма каҫалсем наци тумне ятарласа ҫӗлеттернӗ иккен. Комсомольски район администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, кӑларӑма ертӳҫи Леонид Якубович каҫалсен парнисене сума суса та хакласа йышӑннӑ, чӑваш халӑхне хисепленине пӗлтернӗ. Кӑларама эфира хӑҫан тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗменрен килнӗ чӑвашӑн машини Тӗменре пурӑнакан чӑваш Алексей Павлов хӑйӗн тимӗр урапи ҫине чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫак кунсенче вӑл Шупашкара килнӗ. Машинӑн хыҫалти чӳречи ҫинче кашни «Чӑваш халӑх йӑли-йӗркине хисеплесе упрасси, ҫӗнетсе аталантарасси пирӗнтен кашнинчен килет» тенине вулама пултарать. Павлов Алексей Викторович Тӗменте тата Тӗмен облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсене пулӑшакан ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Вӑлах тӗрлӗ электротехника тата ҫутӑ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерекен «Неосвет» предприяти ертӳҫи те. Алексей Викторович пулӑшнипе Тӗменре нумай-нумай культура мероприятисем иртеҫҫӗ. 43 ҫулхи Тӗмен чӑвашӗн ашшӗ-амӑшӗ — Чӑвашран. Ашшӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тухтамӑш ялӗнчен, амӑшӗ — Елчӗк районӗнчи Шуршуран. Арӑмӗ те унӑн чӑваш — Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑран. Сӑмах май, чӑвашла текста шӑп та лӑп арӑмӗ хатӗрленӗ. Алексей Викторовичӑн хӗрӗ Шупашкарти культура институтӗнче пӗлӳ пухать, ывӑлӗ хӗсметре, Хабаровск енӗнче. |
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче «Асамлӑ тӗрӗ» курав уҫӑлнӑ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех ӗҫлӗ. Унпа Китай ҫамрӑкӗсем ҫитсе паллашнӑ та ӗнтӗ. Культурӑпа курав центрӗнчи курава «Паха тӗрӗ» музей хатӗрленӗ. Унта вӑл хайӗн коллекцийӗнчи паха ӗҫсене илсе пынӑ. Куравра Чӑваш халӑх художникӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Екатерина Ефремован, РФ тава тивӗҫлӗ художникӗн Мария Симакован, Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ художникӗн Татьяна Петрован, халӑх промыслисен ӑстин Анастасия Андрееван ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин тӗррипе ӗнер И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университене Китайран вӗренме килнӗ студентсем паллашнӑ. Вӗсем чӑвашсен тӗрӗ пӗлтерӗшӗпе те кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Виталий Петрович Иванов кӗнеке пирки каласа парать Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян 2017 ҫулта Мускавра тухнӑ «Чуваши» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Халӑха ҫак кӑсӑклӑ кӑларӑмпа паллаштарма сумлӑ тӳре-шара сахал мар ҫитнӗ — республикӑн вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Кудряшов Сергей Владимировичсӑр пуҫне культура министрӗ Константин Яковлев, финанс министрӗ Светлана Енилина та пулнӑ. Мероприятие институт директорӗ Пётр Степанович Краснов ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех вӗренӳ институчӗн директорӗ Юрий Исаев та хутшӑннӑ. Каласа хӑварас пулать — ку кӗнекене калӑплама институт пуҫлӑхӗн пуканне вӑл йышӑннӑ чухне тытӑннӑ. «Чуваши» кӗнеке Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн «Народы и культуры» (чӑв. Халӑхсем тата культурӑсем) ярӑмӗнче тухнӑ. Пирӗн гуманитари институчӗсӗр пуҫне кӗнекене хатӗрлеме РӐА-н Н.Н. Миклуха-Маклай ячӗллӗ этнологипе антропологи институчӗ хутшӑннӑ. Унӑн калӑпӑшӗ 55 автор листи, вӑл 654 страницӑран тӑрать. Авторсен ушкӑнӗн ертӳҫи Виталий Петрович Иванов палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн халӑх культурине уҫса паракан кӗнеке ку тӗлӗшпе самай ҫӳллӗ вырӑнта тӑрать — ярӑма танлаштарсан кӑлӑпӑшӗпе вӑл ҫиччӗмӗш. Пӗтӗмпе вара 1998 ҫултанпа РӐА ку ярӑмра 26 ытла кӑларӑм кун ҫути кӑтартнӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллӑ пикисене палӑртнӑ. «Лениногорск илемӗ» конкурс пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Конкурса ултӑ наци пики хутшӑннӑ. Ҫав йышра Лениногорскра экономиста вӗренекен 19 ҫулти Мария Исаева чӑваш хӗрӗ пулнӑ. Хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне «Эпӗ хамӑн халӑхӑн хӗрӗ» визиткӑра, наци апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлесе, пултарулӑх конкурсӗсенче тата дефилере кӑтартнӑ. Конкурсҫӑсене «Халӑх чунӗ», «Наци колоричӗ», «Ҫепӗҫ чӗлхе», «Туслӑх элчи», «Халӑх йӑли-йӗркин управҫи», «Халӑхӑн кӗмӗл сасси» номинацисенче чысланӑ. Чӑваш хӗрӗ «Наци колоричӗ» номинацире палӑрнӑ. Чӑваш пикине халӑхӑн илемӗпе, культурипе паллаштарма районти ЧНКЦ тата Лениногорск хулинчи «Шурӑ хурӑн» чӑваш ансамблӗ пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Алтай тӑрӑхӗнче лартнӑ чӑваш юпине космосран та сӑнама май пур. Гугл картти ҫинче вӑл пысӑклатсан питӗ лайӑх курӑнать. Яндекс карттинче те сӑнасарах пӑхсан асӑрхама май пур. Чӑваш юпине Ело ялӗ ҫывӑхӗнчи лапамра чунҫӳревҫӗсем 2012 ҫулта вырнаҫтарнӑччӗ. Авторӗ — Вячеслав Еткер кӳлепеҫӗ. Ӑна вӑл вырӑнтах касса хатӗрленӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Эл Ойын уяв Алтай тӑрӑхӗнче икӗ ҫулта пӗрре иртет. Анлӑ уявланине шута илсен ӑна пирӗн Акатуйпа танлаштарма пулать. Уяв валли Ело ялӗ ҫывӑхӗнче ятарлӑ лаптӑк хатӗрленӗ — кунта суту-илӳ тумалли вырӑнсем, сценӑсем пур. Лашасемпе ӑмӑртма та лаптӑк хатӗрленӗ. Халӑх пит нумай килнине шута илсе машинсемпе палаткӑсем лартма та вырӑн пур. Чӑвашсем ку уява икӗ хут хутшӑннӑ — пӗрре 2012 ҫулта, тепре — 2014-мӗшӗнче. Кӑҫалхи Чунҫӳрев пирки калас пулсан, Ультиар Цыпленков пире пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен Байкал кӳлли (тӗрӗк сӑмахӗ тесе калаҫҫӗ, чӑвашла ӑна Пуян кӳлӗ тесе куҫарма пулать) патне ҫитсе курас кӑмӑл пур. Ҫурла уйӑхӗнче вара тепӗр хут ҫула тухса вӗсем Хӑнакура ҫитсе килесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |