Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ хӗллехи «Улах» ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Улаха пухӑннисене чӑвашсен йӑли-йӗркипе (юрри-ташшипе) паллаштарнипе пӗрлех вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем йӗркелӗҫ. Ӑсталӑх класӗсенче чӑваш тӗррине тӗрлеме тӳлевсӗр вӗрентӗҫ.
Улах каҫӗ ҫак шӑматкун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Улах каҫне хутшӑнас текенсен Иркутск хулинчи Литвинов урамӗнчи 16-мӗш «в» ҫурти 310-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ офиса йыхравлаҫҫӗ.
Аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Иркутск хулинче Иакинф Бичурин ӑсчаха халалласа облаҫри таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш конференцине йӗркеленӗччӗ.