Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Суйлав валли чӑвашла бюллетеньсем пичетлеме ыйтнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.06.2018 04:17 | 1750 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Етӗрнери 9-мӗш номерлӗ пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе Чӑваш Енӗ Патшалӑх Канашӗн депутатне суйларӗҫ.

ЧӑвашЕнӗн наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Степанов Чӑваш Республикин Тӗп Суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков ячӗпе ҫыру ӑсатнӑ.

Унта палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккунпа (кӗск. Чӗлхе саккунӗ) килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе вырӑс чӗлхи пӗртан патшалӑх чӗлхисем пулса тӑраҫҫӗ. Чӗлхе саккунӗн 8-мӗш статйипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче вӗсемпе туллин усӑ курмалла. Ҫакӑнтах, Чӗлхе саккунӗн 10-мӗш статйипе килӗшӳллӗн суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Республикинче вырӑс чӗлхипе пичетленсе тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах суйлав комиссийӗ йышӑннипе суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та, унсӑр пуҫне ытти халӑхсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче вӗсен тӑван чӗлхипе те, пичетлеме ирӗк пур».

«Эпир, Чӑваш Республикин наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн пайташӗсем, сире, хисеплӗ Александр Иванович, Чӑваш Республикинче пурӑнакан элтешсен конституциллӗ чӗлхе прависене туллин шута илме, вӗсене ҫак енчен тивӗҫтерме, вырӑнти суйлав комиссийӗсене суйлав бюллетенӗсене чӑвашла та (май пулсан тутарсемпе ирҫесем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче тата тутарла, ирҫелле) пичетлеме ҫирӗппӗн ыйтатпӑр», — тенӗ ҫырура.

Йышӑну пирки электрон адреспа хуравлама ыйтнӑ. Ӗнер хурав ҫитни пирки асӑнманччӗ, паян вара — канмалли кун.

#ҫырусем, #суйлав, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #ирӗклӗх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем