Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашсене чӑвашла вӗрентме кӗнеке ҫителӗксӗр

Пулӑшу (Услуги) Хваттерте ремонт ӗҫӗсем тӑватӑп, плитка хуратӑп.
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Тăррине çĕнĕрен витнĕ, никĕсне çирĕплетнĕ. Мунча пур...
Туянатӑп Николай Терентьевăн "Суйласа илнисем" кĕнекин 1-мĕш томне (1994 ç. тух...
Таисия Ташней 08.02.2018 07:49 | 576 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Пушкӑртстанра чӑваш чӗлхипе литературине вӗренмелли кӗнекесем ҫителӗксӗррине тӳре-шарана пӗлтернӗ. Шкулта чӑвашла вӗрентмелли кӗнекесемпе тивӗҫтерменнине унтисем систернӗ иккен.

Ҫавӑн хыҫҫӑн «Ирӗклӗх» хастарӗсем Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ тата Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ ячӗпе электрон ҫыру шӑрҫаланӑ.

«Шкул ачисене йӗркеллӗ вӗренӳ кӗнекисемпе тӳлевсӗррӗн те ҫителӗклӗн тивӗҫтерессишӗн патшалӑх яваплӑ», — тенӗ ҫырура.

Пушкӑртстанрисем «Ирӗклӗхе» шкулсенче 1990, 2003-мӗш ҫулсенче пичетленсе тухнӑ кӗнекесемпе усӑ курнине, кашни ачана кирлӗ чухлӗ кӗнеке ҫитменнине пӗлтернӗ иккен.

«Чӑваш нацин пысӑк пайӗ республика тулашӗнче пурӑнать. [...] Чӑваш чӗлхипе литературине тивӗҫлӗн вӗренме те пултарайман чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗ те иккӗленӳллӗ», — шухӑшне палӑртнӑ «Ирӗклӗх».

#Ирӗклӗх, #чӑваш кӗнеке издательстви, #чӑвашлӑх, #Вӗренӳ министерстви, #чӑваш чӗлхи, #вӗренӳ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-45648426_6141
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Ирӗклӗх» пайташӗсемпе тата ытти хастар ҫӗршыв министрӗ патне ҫыру янӑ
2017, 03, 29
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ валли Геннадий Волков хайлавне суйлӗҫ
2017, 04, 11
«Ирӗклӗх» министра флешмоба хутшӑнма йыхравлать
2017, 04, 20
Нӑрваш Шӑхаль шкулӗнче «Сарпи вулавӗсем» иртнӗ
2017, 04, 25
Самарти чӑваш тӑван чӗлхене хӳтӗлесе пикета тухнӑ
2017, 07, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org