Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Вырӑс майри шучӗпе ӑслӑ чӑваш чӑвашла манмасть

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.08.2017 20:09 | 1771 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Шухӑша яма тивӗҫ ҫак тӗслӗхе Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче ҫырса кӑтартнӑ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче вӑл Пӳлер салинче час-часах пулнӑ. Пӗррехинче ӑна унта вырӑс майри пурӑнни ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн ҫав кинеми патне ҫул тытнӑ. Кивӗрех йывӑҫ ҫуртра тирпейлӗ пурӑнакан 70-сенчи вырӑс вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Унтакшӑ ялне лекнӗ, ҫавӑнта чӑвашла та вӗреннӗ иккен.

Тӑван чӗлхене «манакан», унран вӑтанакан чӑваш этеммисем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ та Микулай унпа, вырӑс кинеми ҫынсем апла хӑтланнине ырламан: «Кун пек хӑтланни — ӑслӑ ҫынсем туни мар», — тенӗ чӑвашла...

«Савӑнтӑм унпа калаҫса, чун хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ чуна тупнипе хӗпӗртерӗ. Вырӑссем хушшинче те пур, иккен, пит сайра тӗл пулсан та, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем: ҫумри халӑх чӗлхине те пӗлеҫҫӗ, чӗлхе урлӑ кӳршӗсене лайӑхрах пӗлсе хисеплеҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсем, чӑнах та, «халӑхсен туслӑхне» хут ҫинче, плакатсем — лозунгсем ҫырни пек кӑна пӗлмен — вӗсем ӑна пурнӑҫ витӗр, пурӑнса курнӑ, туйнӑ», — пӗтӗмлетнӗ чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Микулай Павловский.

#Чӗмпӗр, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Пӳлер, #ваттисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимер Акташ // 3201.62.5135
2017.08.15 23:49
Мигулай Павловский манан Тутарстанри Аксу тарахен ентеш. Ана херулле салам! Вал пите касакла сырать. Халь унан чере журнала сыртам. Тен, вырнасать.
Сак чавашла пелекен вырас майри терес сырать. Эпе унпа килешетеп. Мана Перестройка сулсенче намас пулче. Унччен Шупашкар хулинче вырассем хушшинче нумайаше пуранса, таван челхене манма пусларам. !957 султан пусласа, эпир чаваш яленчен Шупашкара куссан, шупашкартисем нумай хестерчес. Халь иккемеш хут таван челхене верентем. Пите камалла! Таван челхен сеткенне чухлама пусларам! Хале чавашла каласма, сырма пите камаллатап! Эпе телейле сын тесе. Манан Пушкартанри тус - чаваш саваси Иван Степанов-Нукасак калашле: "Менле лайах чаваш пулма!"
Agabazar // 3514.94.3990
2017.08.17 09:50
Agabazar
Пӳрмен телее Пӳлерте те тупаймӑн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем