|
Персона
![]() Марина Карягина архивӗнчи сӑн. Паян, аван уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Марина Карягина тележурналист кукамай пулса тӑнӑ. Саламлатпӑр! Унӑн Хусан хулинче пурӑнакан хӗрӗ Илемпи паян ирхи пилӗк сехетре хӗр ҫуратнӑ. «Ҫак кун маншӑн пӗрремӗш класа кайнӑранпах питӗ пӗлтерӗшлӗ, савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ, тӳсӗмсӗррӗн кӗтнӗ кун пулнӑ . Паян, Пӗлӳ кунӗнче, хӗвеллӗ уява тата та илемлетсе ҫут тӗнчене манӑн пӗрремӗш мӑнук килчӗ, туссем! Эпӗ телейлӗ! Эпӗ – кукамай!» – тесе ҫырнӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Гузелия Сафина каллех Forbes рейтингне лекнӗ. Хальхинче вӑл 400 миллион долларпа танлашакан капиталӗпе 19-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Гузелия Сафина – ТАИФ правлени председателӗн тӗп канашҫи. Вӑл ҫӗршыври чи пуян хӗрарӑмсен списокне 11-мӗш хут лекнӗ. Палӑртса хӑварар: Гузеляи Сафина Патӑрьел районӗнчи Ксыл-Чишма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Карьерине бухгалтертан пуҫӑннӑ, 1990 ҫулсенче вара ТАИФ ушкӑнӗн тӗп финансисчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Пирӗн ентеш Forbes рейтингне 2014 ҫултанпа (2022-2024 ҫулсемсӗр пуҫне) кӗрет. Сӑмах май, пӗлтӗр Гузелия Сафина тӑван ялӗнче парк хута янӑ. Вӑл ҫак ӗҫ пуҫаруҫи тата спонсорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ. Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ. Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ. Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Елизавета Иваноцова паян, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Елизавета Петровна пурнӑҫӗ вӑл вӑхӑтри ытти чылай ҫынран, тӗрӗссипе каласан, нимпех те уйрӑлса тӑмасть. Вӑл та вӑрҫӑ нуши-тертне тӳснӗ. Хаяр вӑрҫӑ пынӑ ҫулсенче «Буревестник» насус станцийӗнче тӑрӑшнӑ. Уншӑн ӑна та тӗрлӗ юбилей медалӗ парса хавхалантарнӑ. Кайран вӑл Шупашкарти промышленность тракторӗсен заводне тирпейлӳҫӗне кайса вырнаҫнӑ. Унта 40 ҫул тӑрӑшнӑ. Паян Елизавета Петровна уйрӑм ҫуртра, хӑтлӑ йывӑҫ пӳртре, пурӑнать. Пахчапа йӑпанмалӑх 6 сотка ҫӗр пур. Икӗ ача амӑшӗн тӑватӑ мӑнук тата мӑнукӗсен ултӑ ача. Кинемей ӑспа-тӑнпа пурӑнать, кил-тӗрӗшӗнче утса ҫӳрет. Чи кирли вара — ҫывӑх ҫыннисем юнашар пулни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Етӗрне хулинче пурӑнакан Алексей Темнов 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Фронта Алексей Федоровича 1943 ҫулта илнӗ. Повестка килнӗ чухне вӑл 17-ри ҫамрӑк пулнӑ. Алексей Темнов I Беларуҫ фронтне лекнӗ, 120 миллиметрлӑ миномет наводчикӗ пулнӑ. Вӑл яланах малти позицире пулнӑ. Пирӗн ентеш пӗтӗм Беларуҫе тенӗ пек ҫуран утса тухнӑ. Ҫакна вӑл паянхи кун та аса илет. Алексей Темнов Варшавӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Одер юханшывӗ урлӑ каҫнӑ. Ҫӗнтерӗве Махачкалари госпитальте кӗтсе илнӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне вӑл виҫӗ хутчен вӑйлах аманнӑ: снаряд ванчӑкӗсем унӑн аллине аркатса пӗтернӗ, кӗлетки суран ӑшӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен Алексей Темнов чылай ҫул лаша савутӗнче ӗҫленӗ, унтан «Сурские зори» турбазӑна ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах общество ӗҫӗсене те хастар хутшӑннӑ. Юбиляр патне РФ президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ открытки те ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() «Контактри» сӑн Республикӑри тепӗр ҫын пӗр ӗмӗре парӑнатрнӑ. Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Вера Ильина ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вера Ильинична Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑнтӑр ялӗнче ҫураса ӳснӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ ҫул вӑл 15-ре пулнӑ. Хӗр тӑванӗсемпе пӗрле окоп чавма кайнӑ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн Вера Ильинична тӑван колхозӗнчех ӗҫленӗ. Анчах пурӑна киле ашшӗпе тата пӗртӑванӗпе пӗрле Йӗпреҫ районне куҫса кайнӑ, Красная заря поселокра тӗпленнӗ. Унта вӗсем ҫурт лартнӑ. Вера Ильина Березовкӑри фермӑра мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Вӑл — ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ. Саламлатпӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Андрей Попов архивӗнчи сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ Андрей Попов Пермьри академи Театр-Театрне ӗҫлеме кайнӑ. Ача илтерер: вӑл оперӑпа балет театрӗнчен каяссине ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Сӑмах май, вӑл хӑй Пермьрен, унӑн карьери ҫак хулара пуҫланнӑ. Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче 4 ҫул ҫурӑ ӗҫленӗ. Унта вӑл 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче килнӗ. Шӑпах Андрей Попов вӑй хунӑ вӑхӑтра, 2023 ҫулта, театр «Атӑл Опера» ята илнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Андрей Попов Пермьри театрта ӗҫлеме пуҫлани пирки халӑх тетелӗнче страницинче пӗлтернӗ. Унта вӑл аталану енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑнӑ. Палӑртса хӑварар: Пермьри академи Театр-Театрӗ – Пермь крайӗнчи чи кивӗ театрсенчен пӗри, вӑл 1927 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун йышне драма, музыка тата балет ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен эстрадӑпа симфони оркестрӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян — чӑваш халӑх артисчӗн Валентина Иванован юбилейӗ. Вӑл 65 ҫул тултарнӑ. Валентина Аркадьевна Канаш районӗнчи Уйкас ялӗнче 1961 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унта В.К. Смирнов профессор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ патӗнче вӗреннӗ. Унтан вӗренсе тухсанах К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн труппине ӗҫе илнӗ. Театр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче юбиляра саламласа ҫапла ҫырнӑ: «Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей сунатпӑр! Сирӗн пурнӑҫӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пултӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсем сире тимлӗх, ӑшӑ кӑмӑлпа ачашлӑх парнелеччӗр, тус-юлташӑрсем сире чӗререн ӑнланса, пулӑшса тӑччӑр, ҫулӑр ҫинче вара ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем кӑна пулччӑр». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Чӑваш ҫамрӑксен театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри паллӑ сцена ӑстисенчен пӗрне, Виталий Сергеева, «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят панӑ. Унӑн пултарулӑхне тахҫанах хаклакансем ку хыпара: «Тинех», — тесех йышӑнчӗҫ пулӗ. 2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа чысланӑ. Вӑл хырӑм тытса култарать. Анчах айванла шӳтлесе мар, йӗплесе те юптарма ӑста. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленипе пӗрлех Чӑваш наци радиовӗнче тӑрӑшать. Виталий Иванович Канаш районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филолоргийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ, унтах «Театр ӗҫӗ» специализацие алла илнӗ. 2000 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ: Чӑваш наци радиовӗнче тимлет, унта «Кулӑш лаҫҫи» кӑларӑм ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Персона
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 17 ҫулти Тимофей Петров «Ну-ка, все вместе!» шоуна хутшӑнса жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ. Нумаях пулмасть пирӗн ентеш «Россия 1» каналпа кӑтартакан музыка проектне хутшӑннӑ, вӑл Benson Boone — "In the Stars" ятлӑ юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: жюрисенчен пӗри вӑл ӑна оригиналтан та лайӑхрах юрланине палӑртнӑ. Каласа хӑварар: Тимофей Мускав хулинче Гнесинсен ячӗллӗ училищере 2-мӗш курсра «Эстрадӑпа джаз юрласси» специальноҫпе ӑс пухать. Кунсӑр пуҫне вӑл ташлать, ку енӗпе ӑсталӑха 9 ҫул туптать. Тата, тӗлӗнмелле те, арҫын ача пулсан та вӑл десертсем хатӗрлеме юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
