Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ футбол командинче тапӑнаканра вылянӑ Артем Дзюба карьерине вӗҫленине пӗлтернӗ.
Дзюбӑна Чӑваш Енпе ҫемйин йӑх тымарӗ ҫыхӑнтарать: унӑн амӑшӗ Светлана Александровна Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ. Ача чухне Артем кукамӑшӗ патне хӑнана килсе ҫӳренӗ, урамри ачасемпе футболла вылянӑ. Хӑй футболист пӗрре мар ҫапла каланӑ: «Ҫӗрпӳре манӑн анне ҫуралнӑ, эпӗ вара чӑн-чӑн Мускав ҫынни».
Артем Дзюба «Спартак», «Томь», «Ростов», «Зенит», «Арсенал», «Локомотив», «Акрон» тата Турцири «Адана Демирспор» командӑсемшӗн вылянӑ. Юлашкинчен вӑл Тольяттири «Акрон» клубра пулнӑ. «Зенитра» вылянӑ чухне Артем ҫӗршыв Кубокне виҫӗ хутчен тивӗҫнӗ, тӑватӑ хутчен Раҫҫей чемпионӗ пулнӑ.
