Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
Виталий Михайлов ВКра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
Виталий Михайлов ВКра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Никита Чернышев (Шетмӗ) (12.04.1911-13.12.1977) ҫурланӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ. Вӑл — музыкант тата композитор. Етӗрне уесӗнчи (халӗ Красноармейски муниципаллӑ округӗ шутланать) Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ.

Ачалла тӑлӑха тӑрса юлнӑскер Ленинградри ача-пӑча усрав ҫуртӗнче ӳснӗ. Унта вӑл фортепианопа тата сӗрме купӑспа калама вӗреннӗ.

16 ҫул тултарсан яш Шупашкара таврӑннӑ, 1928 ҫулта музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, тепӗр ҫултан вӑл музыкӑпа театр техникумӗнче вӗренме пуҫлать.

Шӑпах техникумра пултаруллӑ яш Филипп Лукин, Григорий Хирпӳ, Герман Лебедев, Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторсемпе пӗрле вӗренннӗ. Вӗсен вӗрентекенӗсенчен пӗри Степан Максимов пулнӑ.

Никита Чернышевӑн паллӑрах юррисем ҫаксем: «Чечеклен, ҫӗршыв», «Шурӑ хурӑн», «Атӑл хӗрринче», «Вӑйӑра» тата ыттисем.

 

Персона

Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Валери Туркай поэт 65 ҫул тултарать.

Валери Туркай (чӑн хушамачӗ Воробьев) 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ.

Валерий Владимирович — СССР Писательсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Тутарстанӑн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ преми лауреачӗ. Ҫав шутра — Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ премин лауреачӗ, Ф. Карим ячӗллӗ премин. Украинӑри Остер хулин хисеплӗ ҫынни, Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни. Унсӑр пуҫне эпир пӗлменни те, тен, чылай-тӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall111960967_2759
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан тыл ӗҫченӗ Николай Андреев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Николай Васильевич Комсомольски тӑрӑхӗнче Тури Тимӗрчкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ йывӑр вӑхӑта – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене – лекнӗ. Вӑл та, ытти чылай ҫын пекех, ырми-канми колхозра тӑрӑшса Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ.

Вӑрҫӑ пӗтсен шӑпа ӑна Нефтеюганск хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл нефть отраслӗнче ӗҫленӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – ҫур ӗмӗре яхӑн.

Паянхи кун Николай Васильевичӑн ҫемйи пысӑк. Унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ вӑл: виҫӗ ачи, ҫичӗ мӑнукӗ тата сакӑр кӗҫӗн мӑнукӗ. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе те чысланӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Комсомольски округӗнче ҫуралнӑ Анна Кириллова 103 ҫул тултарнӑ. Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: ҫамрӑклӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тӗлне лекнӗ.

Вӑл ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ: малтан колхозра вай хунӑ, унтан вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ, кайран Шупашкарти садикре заведующи пулнӑ. Паянхи кун вӑл хӗрӗпе Шупашкарта пурӑнать.

Анна Григорьевна мӑшӑрӗпе 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 6 мӑнукӗпе, 12 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Кинемей 103 ҫулта та куҫлӑхсӑр вулать, чӑваш телекӑларӑмӗсене пӑхма юратать, пӳртре хуллен кӑштӑртатса ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28349
 

Персона

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ Геннадий Тафаев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 72 ҫулта пулнӑ.

Геннадий Ильич 1953 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Туппай Сӗмӗл ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Диплом илсен ялти шкулта вӗрентекенре ӗҫленӗ, район хаҫачӗпе туслӑ пулнӑ.

1988 ҫултанпа университетра ӗҫленӗ. Кандидат, доктор диссертацийӗне хӳтӗленӗ. 2001 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ: кафедрӑсене ертсе пынӑ, студентсене вӗрентнӗ.

Унӑн тӗп ӗҫӗ – Атӑлҫи Пӑлхара тӗпчени. Вӑл Атӑлҫи историне тӗпчекен ӑсчахсене пӗрлештернӗ.

Геннадий Ильичпа паян 12 сехетре Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ чиркӳре сывпуллашӗҫ.

 

Персона

Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши 90 ҫул тултарнӑ. Михаил Николаевич паянхи кун та литература анине сухалать.

Юхма Мишши Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пултарулӑхра вӑл 1950-мӗш ҫулсенче тӑрӑшма тытӑннӑ. Малтанах унӑн статйисем районти «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ.

Юхма Мишшин хайлавӗсесне 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ, вӗсене Ази, Европа тата Африка ҫӗршывӗсенчи учебниксене кӗртнӗ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем хайланӑ.

Чӑваш халӑх ҫыравҫине юбилей ячӗпе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Унӑн ҫитӗнӗвӗсем – тӑван ҫӗре чунран юратни. Михаил Николаевич чӗлхене, йӑла-йӗркене упрас, халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тесе нумай ӗҫ тунӑ. Паянхи кун та вӑл хӑйӗн тавра пултаруллӑ ҫынсене чӑмӑртать», — ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28267
 

Персона
Лариса Петрвоа архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Лариса Петрвоа архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Лариса Петрова ҫыравҫӑна «Языковая арт-резиденция. Музыка слова» проекта хутшӑнма йыхравланӑ.

Асӑннӑ проектӑн эксперчӗсем мероприятие хутшӑнакансене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Чӗлхеҫӗсен мероприятийӗ Алтай тӑрӑхӗнче тата Алтай Республикинче утӑ уйӑхӗнче пулса иртӗ. Унта хӑйсен тӑван чӗлхипе ҫыракан ҫамрӑк авторсем пуҫтарӑнӗҫ. Вӗсем — ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан поэтсемпе прозаиксем. Ҫавсен шутӗнче Лариса Петрова та пур. Вӑл «Хыпар» издательство ҫуртӗнче самай ҫул ӗҫлет. Лариса — поэт, прозаик тата куҫаруҫӑ.

Мероприятие хутшӑнма тивӗҫ кандидатсене Раҫҫей писательсен союзӗн, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен писателӗсен союзӗн членӗсем, Раҫҫейӗн тӑван чӗлхесен институчӗн тата Горький ячӗллӗ Литература институчӗн тата ыт.те ӗҫченӗҫем суйланӑ.

 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Галина Персидская паян 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Ҫар мухтавӗн музейӗнче саламланӑ.

Галина Георгиевна Ленинградра ҫуралнӑ. Вал вӑрҫӑ ҫулӗсенчи йывӑрлӑха аса илсе нумай каласа кӑтартма пултарать. Ҫӗнӗ ҫулта ачасене ҫуршар пӗремӗк пани те асра юлнӑ. Сӑвӑ вӗренсе каласан вара пӗр пӗремӗк панӑ. Галина амӑшӗ килне илсе килнӗ кӗнекери «Таня» сӑвва пӑхмасӑр каланӑ. Унан авторӗ Петӗр Хусанкай пулнӑ.

Галина Георгиевна паян та ҫамрӑксемпе тӗл пулать, ҫамрӑклӑхӗпе ачалӑхне аса илсе каласа кӑтартать, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет.

Юбиляра республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова ячӗпе Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина ӑшшӑн саламланӑ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Улатӑрта пурӑнакан Варвара Николаева 9 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем хӑйӗнчен пысӑк.

Варвара спортра ҫитӗнӳсем тӑвать. Ахӑртнех, ун пирки кӗҫех Улатӑрта мар, ҫӗршывӗпех пӗлӗҫ. Вӑл халӗ Чӑваш Енӗн каратэ енӗпе пӗрлештернӗ командине кӗрет.

Варвара татами ҫинче – 4 ҫул ҫурӑранпа. Тантӑшӗсем урамра пуканелле вылянӑ чухне вӑл спортпа пиҫӗхнӗ. Вӑл тӗнче чемпионӗ Сергей Сергеев патӗнче ӑсталӑхне туптать.

Варя ку таранччен вун-вун турнира хутшӑннӑ. Анчах ку уншӑн – ӑнӑҫу ҫулӗн пуҫламӑшӗ кӑна-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_28225
 

Персона
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Мария Пигенешева паян 90 ҫул тултарнӑ.

Мария Борисовна Муркаш районӗнчи Мӑн Шашкар ялӗнче 1936 ҫулти ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ вӑл вӑхӑтри нумай танташӗнни пекех йывӑр килнӗ.

Паян кинемее Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Надежда Фёдорова (сӑнӳкерчӗкре сулахайри) пӑхса пулӑшать. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать, анчах хӗрарӑм хӑй те чирлет, ҫавӑнпа вӑл амӑшӗ валли социаллӑ ӗҫчен тытнӑ.

Мария Борисовна 18 ҫулта качча тухнӑ, ултӑ ача ҫуратнӑ, анчах виҫҫӗшӗ вилнӗ. 1959 ҫулта ҫемье Шупашкара куҫса килнӗ, пӳрт лартнӑ. Хӑй вӑл Шупашкарти заводсенчен пӗринче 30 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан арҫынсен мӑнастирӗнче кухньӑра 8 ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ...219
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 14

1927
99
Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ