Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Персона

Персона
 Чӑваш патшалах юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш патшалах юрӑпа ташӑ ансамблӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Александр Ангаров (01.10.1946-22.06.2005) сцена ӑсти ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.

Вӑл — паллӑ балетмейстер, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ.

Александр Валентинович Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче 30 ҫул тӑрӑшнӑ. 1976-2005 ҫулсенче Александр Ангаров 100 ытла вокалпа хореографи сюити тата ташӑ лартнӑ. Чӑвашла пӗлмесен те вӑл чӑваш халӑх культурине чунтан юратнӑ. Хӑй юратнӑ ҫеҫ мар, чӑваш ташшинче пурнӑҫа, культурӑна, халӑхӑн анлӑ тавракурӑмне уҫса пама пултарнӑ.

Хӑй вӑл Украинӑри Ужгород хулинче ҫуралнӑ. Мускаври патшалӑх культура институтӗнчи балетмейстерпа педагогика уйрӑмӗнче вӗреннӗ. 1976 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тӗп балетмейстер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-107821026_7101
 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Валериан Лебедев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ.

Валериан Степанович Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Киеври консерваторинче тата Раҫҫейӗн театр ӳнерӗн институтӗнче В.А. Орлов ертсе пыракан чӑваш студийӗнче вӗреннӗ.

1954 ҫулта Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш музыка театрӗнче тимленӗ. Тӑван труппӑна таврӑнсан вӑл актёр ӗҫӗпе пӗрлех музыка пайӗн заведующийӗ тата концертмейстер пулса тӑрӑшнӑ.

Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем калама ҫук вӑйлӑ сӑнарсем пулса тухнӑ. Сӑмахран, Тибальт («Ромео и Джульетта»), Михетер («Нарспи»), Вожеватов («Бесприданница»), Костылев («На дне»), Тоцкий («Идиот»), Попандопуло («Свадьба в Малиновке»).

Артист 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-96482380_15333
 

Персона

Шупашкар округӗнче пурӑнакан Геннадий Алексеев ял ачисем валли футбол клубӗ йӗркеленӗ. Ун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗсем сюжет ӳкернӗ.

Геннадий Алексеев Ҫатракасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл ача чухне тренер патӗнче ӑсталӑх туптама ӗмӗтленнӗ. Анчах ялта, паллах, ун чухне ун пек специалист пулман. Аякка ҫӳреме вара унӑн май килмен.

Геннадий ача чухнехи ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Хулара чылай ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн вӑл яла таврӑннӑ та ачасемпе тренировкӑсем ирттерме тытӑннӑ.

Геннадий Алексеев ҫурт-йӗр сутассипе ӗҫлет. Спорт уншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, пурнӑҫ йӗрки тесен те юрать. Ҫӑмӑл атлетикӑпа та, триатлонпа та кӑсӑкланать.

Халӗ ун патӗнче 6 ялти ачасем тренировкӑна ҫӳреҫҫҫӗ. Палӑртса хӑварар: унӑн тренировкисем тӳлевсӗрех иртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19733
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗмӗрле округӗнче пурӑнакан Татьяна Трофимова 103 ҫул тултарнӑ. Вӑл хресченсен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ, Элӗк районӗнче пуҫламӑш шкул пӗтернӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра трактористка пулса ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Октябрь поселокӗнчи медпунктра санитаркӑра вӑй хунӑ. 1948 ҫулта Татьяна Деевна Карп Трофимова качча тухнӑ, вӗсем пӗрле пилӗк ача ӳстернӗ.

Пенсие тухиччен Татьяна Деевна хир ӗҫченӗ, доярка пулса ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи тӑван «Хӗрлӗ Октябрь» колхозра рядовой колхозница пулнӑ. Унӑн ӗҫ стажӗ — 40 ҫул ытла. Вӑл тӳрӗ кӑмӑлпа ялан ӗҫленӗ, пур ӗҫе те палӑртнӑ вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Нумай тӑрӑшса вӑй хунӑшӑн Татьяна Деевнӑн чылай награда пур: «Ӗҫ ветеранӗ», «Тыл ӗҫченӗ», «Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ».

 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Мускав хулинче пурӑнакан чӑваш арӗ Мускав мэрӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пек маттур вӑл – Шупашкар округӗнче ҫуралса ӳснӗ Евгений Степанов.

Палӑртса хӑварар: Евгений И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, пӗр вӑхӑт телекуравра ӗҫленӗ. Кайран Мускава куҫса кайнӑ, унта туристсем валли экскурсисем йӗркелеме тытӑннӑ. Халӗ ӑна ытларахӑшӗ «Мускав тӑрӑх уҫӑлса ҫӳретпӗр» проект авторӗ пек пӗлеҫҫӗ.

Евгений Степанова туризма аталантарнашӑн тата хӑйен проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн Мускав мэрӗ премипе чысланӑ.

Саламлатпӑр ентешӗмӗре!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19718
 

Персона
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Петр Леонтьев Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ, анчах пурнӑҫӗн пысӑк пайне Калмӑк Республикинче пурӑнать. Вӑл ҫак кунсенче 101 ҫулхине паллӑ тунӑ.

Ҫуралнӑ кунпа саламлама ӑна Чӑваш Енри хӑнасем те килнӗ, наци костюмне тата чӑваш галстукне парнеленӗ. Ҫавӑн пекех хӑнасем Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн Сергей Артамоновӑн Тав ҫырӑвне илсе килнӗ.

Петр Леонтьевич ҫамрӑк чухне хӳтӗлев сооруженийӗсенче ӗҫленӗ, 1943 ҫулта вӑрҫа кайнӑ. Вӑл Беларуҫе, Литвана ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, Германие ҫитнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна II степень Тӑван ҫӗршыв орденӗпе тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе чысланӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Калмӑк Республикин строительствине 40 ҫул хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31588
 

Персона
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Яндексран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫитес ҫул паллӑ ӑсчах Геннадий Волков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлӗҫ.

Геннадий Никандрович ятне пирӗнтен чылайӑшӗ аван пӗлет. Унӑн этнопедагогикӑпа ҫырнӑ кӗнекисенчи тарӑн шухӑша пирӗн ҫултисенчен чылайӑшӗ кукамӑшӗ-асламӑшӗсенчен ӑша хывса ӳснӗ. Паллӑ ӗнтӗ, шурсухалсем ӗлӗк те тӗрлӗрен пулнӑ. Анчах анлӑ шухӑшлавлисем, сӑмаха виҫсе шутласа калаканнисемпе пӗр килте ӳснисем ваттисен кашни сӑмахӗ ахах евӗр иккенне аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп мероприятисен планне хатӗрлӗҫ. Кун пек мероприятисене вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене те ирттерме сӗннӗ.

Ятарлӑ йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

 

Персона
21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Георгий Хавал (01.05.1941–27.09.2026) ҫыравҫӑна, пушар хуралӗн ветеранне, юлашки ҫула ӑсатӗҫ. Хурлӑхлӑ хыпара эпир Лидия Филиппова публицист тата журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

«Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ самантлӑх ҫеҫ... Пирӗнтен тепӗр тус тата ӗҫтеш, Георгий Фадеев, литературӑри псевдонимӗ Георгий Хавал уйрӑлса кайрӗ», — хурланса хыпарланӑ Лидия Ивановна.

Георгий Андреевичпа паян 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9-мӗш ҫуртри сывпуллашу залӗнче (унта общество транспорчӗпе ҫитес тесен «Республикӑн клиника больници» чарӑнура анса юлмалла) сывпуллашӗҫ. Унтан ӑна Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкасси Чурачӑк ялне илсе кайӗҫ. Унта вӑл ӗмӗрлӗх канӑҫне тупӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall270168791_3400
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ Нурулла Резяпов 102 ҫул тултарнӑ.

Нурулла Велиуллович ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, кунтах ӗмӗрне ирттерет. Вӑл 1942 ҫулта салтака кайнӑ, ҫар тивӗҫне Амур облаҫӗнче пурнӑҫланӑ, кайран Совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. Тӑван ялне 1947 ҫулта ҫеҫ таврӑннӑ.

Нурулла Велиуллович хӑйӗн ӗмӗрӗнче платникре ӗҫленӗ, колхозра та тӑрӑшнӑ, склад заведующийӗ те пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та ахаль ларман вӑл — 20 ҫул ытла пульницӑра завхозра ӗҫленӗ.

Хисеплӗ Нурулла Велиулловича саламлатпӑр!

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_19713
 

Персона
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Чӑваш Республикинчи пушарнӑй Александр Матвеев ҫынна, хӑйӗн ентешне, ҫулӑм ӑшӗнчен илсе тухнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ун чухне 15-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн командирӗн Александр Матвеевӑн канмалли кун пулнӑ, вӑл килте ҫывӑрнӑ. Ялта инкек пирки ӑна юлташӗсем шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл пӗр тӑхтамасӑр вырӑна ҫитнӗ, лару-тӑру мӗнле пулнине хакланӑ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ шалта ҫын пулнине пӗлтернӗ. Александр Матвеев вырӑна подразделени килессе кӗтмен – ҫунакан ҫурта кӗнӗ. Унтан вӑл кил хуҫине илсе тухнӑ. Кил хуҫипе пӗрле пӗлӗшӗ те урама тухнӑ.

Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ...230
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 20

1935
91
Лосманов Виссарион Петрович, энтомолог ҫуралнӑ.
1947
79
Артемьева Нина Николаевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2001
25
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть