|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка ҫуннине «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» депутачӗ Игорь Молюков видео ӳкернӗ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ, унта МЧС ӗҫченӗсене те чӗннӗ. Тасатмалли сооруженисем ҫывӑхӗнче щит ҫакӑнса тӑрать, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳп-ҫап тӑкма юрамасть». Куншӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Анчах щит ҫине ҫырни ҫӳп-ҫап килсе тӑкма чӑрмантарман пулмалла – ӑпӑр-тапӑр купипех. Свалка патӗнче ятарлӑ техника, икӗ трактор пулнӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫап лайӑхрах ҫунтӑр тесе ӑна купаланӑ. Етӗрне район администрацийӗ «Про Город» хаҫата ку лару-тӑру пирки комментари пама хирӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() 1983 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Иванов ҫулталӑк ҫурӑ каялла ҫухалнӑ. Полици ӑна халӗ те шырать. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Етӗрне районӗнчи Ильина Гора ялтан тухса кайнӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна никам та курман, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Арҫын 40 ҫулти евӗр курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ӑна татуировкӑсенчен те палласа илме пулать. Сулахаййинче аҫтахар ӳкернӗ, сылтӑмминче «БР» саспаллисем. Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Ӑна курнӑ тӑк полици 39-40-95 е 02 номерпе шӑнкӑравалма ыйтать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирхине Шупашкарти Эгер бульварӗнчи лавкка умӗнче 83 ҫулти арҫын арӑмне кӗтсе тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӳсӗр каччӑ иртсе пынӑ. Хайхискер ватӑ ҫынна питӗнчен ҫапнӑ та тарнӑ. Ҫакнашкал тӗслӗх Шупашкарта пурӑнакан 59-ти хӗрарӑмпа та пулнӑ. Лавккаран киле таврӑннӑ чухне ӑна палламан каччӑ питӗнчен ҫапнӑ. Ун чухне те ҫамрӑкскер тарса ҫухалнӑ. Ҫӑв каччӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Вӑл – 27 ҫултискер. Анчах вӑл хӑй мӗншӗн ҫапла хӑтланнине йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса парайман. Ун тӗлӗшпе наркологи тата психиатри экспертизисем ирттерӗҫ. Суд сакки ҫине ларма тиветех – пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн «Юрма» агрохолдинг чӑх каяшне тирпейлекен савут хута яма палӑртни пири ҫырнӑччӗ. Ӗнер савут строительствин ыйтӑвне халӑх итлевӗнче пӑхса тухнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форум «Тӑван Ен» хаҫат каҫҫи ҫине кӑтартса пӗлтерет. Тӑрӑллӑ машинӑсемпе кунсерен 250-370 тонна каяш савута илсе тухма палӑртнӑ. Унта ферментсем хушӗҫ. Тӗрлӗ процедура ирттернӗ хыҫҫӑн каяша типӗтӗҫ, упаковкӑсене вырнаҫтарӗҫ та склада ӑсатӗҫ. Агрохолдинг Йӑршшу юханшывне каяш яма пӑрахасси пирки те пӗлтернӗ. Владимир Ермолаев хуҫа палӑртнӑ тӑрӑх, чӑх каяшне типӗтнӗ чухне унран ҫӑкӑр-булка евӗр шӑршӑ кӗрӗ. Вӑл ҫынсене те тав тунӑ: «Тавах чӑтнӑшӑн. Манӑн чи малтан Раҫҫейӗпе те сахал предприяти тӑвас килетчӗ. Кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ пулман тӑк, тен, сире ҫӑмӑлрах пулӗччӗ. Анчах эпир кунсерен 120 тонна какай туса кӑларатпӑр, унӑн ҫур пайӗ республикӑра юлать». Ҫынсем савута палӑртнӑ вырӑнта тунине хирӗҫ. Агрохолдинг ертӳлӗхӗ ку ыйтӑва тепӗр хутчен пӑхса тухма шантарнӑ. Итлевре ҫывӑхри ялсенчи ҫынсене паспорт кӑтартсан чӑх какайне йӳнӗрехпе парасси пирки те калаҫу пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Крымри Керчьре инкек пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри шкулсене те тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Керчьри политехника колледжӗнче 18 ҫулти студент Владислав Русляков ҫынсене персе вӗлернӗ, сирпӗтӳ тунӑ. Унта 21 ҫын вилнӗ. Республикӑри вӗренӳ организацийӗсене прокуратура тӗрӗслӗ. Ку Раҫҫей прокуратурин генеральнӑй прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Шкулсенче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ-и? Прокуратура йӑлтах уҫӑмлатӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах хурал, контрольпе пропуск тытӑмӗ, видеосӑнав тӗлӗшпе тимлӗ пулӗҫ. Инкек пулсан ҫынсене кун пирки хӑвӑрт пӗлтерме май пуррипе ҫуккине те пӑхӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗ пуҫлансан Чӑваш Енре сунарҫӑсене хӑш-пӗр чӗрчуна тытма ирӗк парӗҫ. Вӗсен йышне мулкачсене, тилӗсене, Америка шашкисене, вӑрман пӑсарисене, шӑши юсӗсене тата сӑсарсене кӗртнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сунар сезонӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫак уйӑхра ӑтӑрсене, Европа хӑнтӑрӗсене, тилӗсене, енот евӗр йытӑсене тата кашкӑрсене тытма юрать. Сезон нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Анчах сунарҫӑсен чиккине пӗлмелле. Вӗсене пӗр талӑкра 3 хӑнтӑр, 3 сӑсар, 2 Америка шашки, 1 мулкач, енот евӗр 2 йытӑ, 1 шӑши юсӗ тытма ирӗк панӑ. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫен кайӑксене тытма чарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, ҫавна май хӑшӗ-пӗри чӑрӑш ӑҫта туянасси пирки те шутлама тытӑннӑ ахӑртнех. Чӑваш Енре уяв валли 328 чӑрӑш тата хыр касма палӑртнӑ. Ятарласа аукцион йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерӗ. Аукциона Улатӑр, Сӑнав, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗсенчи йывӑҫсене тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Улатӑр районӗнче 68 хыр тата 60 чӑрӑш (9993,25 тенкӗлӗх) хатӗрлӗ. Ҫӗмӗрле тата Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗсенче 100-шер чӑрӑш касӗҫ. Аукционра ҫӗнтернисен ҫеҫ Ҫӗнӗ ҫул валли чӑрӑш хатӗрлеме ирӗк пулӗ. Кам хӑй тӗллӗн вӑрмана кайса чӑрӑш касать – ҫавна штраф кӗтет. Ахаль ҫынсен – 3-4 пин, должноҫри ҫынсен – 30-40 пин, юридици сӑпачӗсен 200-300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Икӗ е ытларах йывӑҫ каснӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта та, район-халара та тӗрлӗ мероприяти иртет. Тӗп хулара уяв Хӗрлӗ лапамра иртӗ. Юлашки вӑхӑтра уявсенче лавккара эрех-сӑра суттарма пӑрахрӗҫ. Ку саккун хальхинче те айккинче юлмӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, массӑллӑ мероприятисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ярмӑрккӑсем, парадсем иртекен вырӑнсенче алкоголь сутма юрамасть. Ҫавна май чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра эрех-сӑра сутмӗҫ. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче алкоголь шӗвекне Пӗлӳ кунӗнче, юлашки шӑнкӑравра, ӑсату каҫӗнче те туянма май ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Етӗрне районӗнчи уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем пӗр ҫын пахчинче кантӑр ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫав ҫыннӑн мачча тӑрринче 800 грама яхӑн типӗтнӗ марихуана, 2,5 килограмм типӗтнӗ кантӑр тупнӑ. Анчах кил хуҫи, 31 ҫулти арҫын, хӑйӗн айӑпне туймасть. Вӑл вӗсене хӑйӗн валли ӳстернӗ-мӗн. Анчах унӑн суд сакки ҫине ларма тиветех. Наркотик упранӑшӑн, хатӗрленӗшӗн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултарӗҫ. Палӑртмалла: ҫав арҫын унччен те тӗрлӗ преступленишӗн айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп тесе калама хушман ваттисем. Усаллинчен Турӑ сыхлатӑр тесси ҫеҫ юлать. Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ юсанмалли 6-мӗш колонире ҫак кунсенче пӗр кунта 9 ҫын ҫемье ҫавӑрнӑ. Пысӑк йышпа, сарлака кӗрекене пухӑнса мар. Мӑшӑрланни ҫинчен калакан хута колоние пырса панӑ. Апла пулсан, мӑшӑрсене унта регистрациленӗ. Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсемпе воспитани енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Сергей Иванов ҫемье ҫавӑрни теприсене тӗрӗс ҫул ҫине тухма пулӑшать тесе шухӑшлать. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен чылайӑшӗ ирӗке часрах тухма ӑнтӑлать, пурнӑҫра йӗркеллӗ пурӑнма ӑнтӑлать иккен. Чӑн та, ҫак аслӑ ҫӗр ҫинче кама та пулин кирлӗ пулни хӑех ҫунат хушнине ӑнланма пулать ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
