Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, ҫавна май хӑшӗ-пӗри чӑрӑш ӑҫта туянасси пирки те шутлама тытӑннӑ ахӑртнех. Чӑваш Енре уяв валли 328 чӑрӑш тата хыр касма палӑртнӑ. Ятарласа аукцион йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерӗ. Аукциона Улатӑр, Сӑнав, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗсенчи йывӑҫсене тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Улатӑр районӗнче 68 хыр тата 60 чӑрӑш (9993,25 тенкӗлӗх) хатӗрлӗ. Ҫӗмӗрле тата Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗсенче 100-шер чӑрӑш касӗҫ. Аукционра ҫӗнтернисен ҫеҫ Ҫӗнӗ ҫул валли чӑрӑш хатӗрлеме ирӗк пулӗ. Кам хӑй тӗллӗн вӑрмана кайса чӑрӑш касать – ҫавна штраф кӗтет. Ахаль ҫынсен – 3-4 пин, должноҫри ҫынсен – 30-40 пин, юридици сӑпачӗсен 200-300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Икӗ е ытларах йывӑҫ каснӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |