Улатӑрти ҫӑкӑр савучӗн унчченхи директорӗ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса ултавлӑ ӗҫпе аппаланнӑшӑн 100 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи кӗркунне хайхи арҫын, савута ертсе пыраканскер, республика хыснинчен укҫа илме май пуррине шута илсе предприяти ятӗнчен халӑха ӗҫпе тивӗҫтекен вырӑнти центрпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ун хыҫҫӑн вара сусӑра ӗҫе илнӗ, ун валли ӗҫ вырӑнӗ меллештерме тӗрлӗ тавар туяннӑ тесе центра суя документсем, счет-фактурӑсем тӑратнӑ. Вӗсем тӑрӑх Улатӑрти ҫӑкӑр савутне республика хыснинчен 64 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Ен хыснине ҫакӑн чухлӗ укҫалӑх сӑтӑр кӳнӗ.