Етӗрне районӗнчи уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем пӗр ҫын пахчинче кантӑр ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май вӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫав ҫыннӑн мачча тӑрринче 800 грама яхӑн типӗтнӗ марихуана, 2,5 килограмм типӗтнӗ кантӑр тупнӑ.
Анчах кил хуҫи, 31 ҫулти арҫын, хӑйӗн айӑпне туймасть. Вӑл вӗсене хӑйӗн валли ӳстернӗ-мӗн. Анчах унӑн суд сакки ҫине ларма тиветех.
Наркотик упранӑшӑн, хатӗрленӗшӗн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултарӗҫ. Палӑртмалла: ҫав арҫын унччен те тӗрлӗ преступленишӗн айӑпланнӑ.